06 мая 2021 г.
Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн керменĕнче шкул ачисем ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей Федерацийĕн Паттăрĕн Евгений Борисовăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртнă.
Спорт уявне Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Патăрьел тата пирĕн районти, Шупашкар хулинчи 120 кĕрешÿçĕ хутшăннă. Трак ен чысне СССР спорт мастерĕ Валерий Никитин тренер-преподаватель патĕнче ăсталăха туптакан П. Данилов, А. Будыка, Д. Андреев, Л. Игнатьев хÿтĕленĕ. Ăмăрту умĕн яшсемпе хĕрсене Муркаш район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов саламланă.
Кĕрешÿсем çивĕч иртнĕ. Пирĕн Павел Данилов 28 килограмлă виçере тупăшса çĕнтернĕ, парнепе медале, Диплома тивĕçнĕ.
* * *
Аслă Çĕнтерÿ 76 çул тултарнине халалласа ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Мари Эл Республикинчи Ичкаловски районĕн уçă ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта тĕп парнесене çĕнсе илессишĕн Чăваш, Тутар, Мордва республикисенчи, Чĕмпĕрпе Оренбург облаçĕсенчи 180 спортсмен кĕрешĕве тухнă. Чăваш Ен чысне 5 спортсмен хÿтĕленĕ. Вĕсенчен пĕри – пирĕн районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Павел Данилов. Павел тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Марина СТЕПАНОВА,
районти ачасемпе çамрăксен
спорт шкулĕн директорĕн çумĕ.