АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем

06 мая 2021 г.

Пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза КОНДРАТЬЕВА каласа кăтартать.

— Роза Алексеевна, кăçал миçе çулти хĕрарăмсемпе арçынсем пенсие тухаççĕ?

— Кăçал пенсие 1965 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче çуралнă хĕрарăмсем тухаççĕ, вĕсен 56 çул та 6 уйăхра пулмалла. Арçынсен 61 çул та 6 уйăхра пулмалла е 1960 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче çуралнисем. Çавăн пекех кăçал пенсие 4 ача çуратса 8 çула çитиччен воспитани панă 56 çулти амăшĕсем пенсие тухма пултараççĕ. Çапла вара вĕсем ыттисемпе танлаштарсан 2 çул маларах тивĕçлĕ канăва каяççĕ. 57 çул тултарнă виçĕ ача çуратнă хĕрарăмсем 2023 çулта пенсие тухма тытăнĕç. Çак çăмăллăхпа 1966 çулта тата каярах çуралнисем усă курма пултарĕç. Пилĕк е ытларах ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсен пенсие маларах тухас тесен саккунра çырнă çак йĕркесене тивĕçтермелле: хĕрарăмăн 50 çул тултармалла; ачисене 8 çул тултариччен пăхса ÿстермелле; хĕрарăмăн ĕçлесе тунă страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла; ĕçленĕ вăхăтра 30 пенси коэффициенчĕ пухмалла. Кăçал пенсие саккунра палăртнинчен маларах 1971 çулта çуралнă нумай ачаллă /5 тата ытларах/ амăшĕсем тухаççĕ.

Ачисене пăхман, ÿстермен, çавна пула амăшĕн прависĕр юлнă хĕрарăмсем асăннă çăмăллăхсемпе усă кураймаççĕ. Вĕсем тивĕçлĕ канăва ыттисем пекех пенси çулне çитсен тухĕç.

— Кăçал пенсие тухас тесен ĕç стажĕ миçе çул пулмалла тата мĕн чухлĕ пенси коэффициенчĕ пухмалла?

— Пенсие тухма 12 çул страховани стажĕ тата 21 пенси коэффициенчĕ кирлĕ.

— Пенсие тухма хатĕрленекенсен мĕнле документсем пухмалла?

— Документсене 1 е 5 çул маларах хатĕрлеме пуçламалла. Чи малтан пулас пенсионерăн индивидуаллă лицевой счетне тĕрĕслемелле. Унпа Пенси фончĕн сайтĕнче е Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнче паллашмалла. Çак документа çав тери тимлĕ тĕрĕслемелле — чи малтан официаллă майпа ĕçленĕ ĕç вырăнĕсене пурне те тĕрĕс çырнине пăхмалла, ĕç вырăнне кĕртмесĕр хăварнине асăрхасан ăна тÿрлетсе çыртармалла. Ытларах чухне пенси документĕнче шкулта вĕреннĕ çулсенче çуллахи кану кунĕсенче колхозра, студентсен отрячĕсенче ĕçленĕ вăхăтсене кĕртмен тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Вĕсем пирки çынсем ытларах чухне пенсие тухас умĕн çеç аса илеççĕ. Пенси пысăкрах пултăр тесен пур ĕç вырăнне те индивидуаллă лицевой счета кĕртмелле. Çак ĕçе кадрсен пайĕ е бухгалтери тăвать. Вĕсем кашни уйăхра пенси фондне çак сведенисене параççĕ. Пенси фончĕ пенсие йĕркеленĕ чухне вĕсене пăхать. Çавăн пекех Пенси фончĕ ятарлă базăсем тата учрежденисем урлă çын çарта пулнине, пĕчĕк ачасемпе килте ларнине, 1-мĕш ушкăнри инвалида тата 80 çултан иртнĕ ватă çынна пăхнисене те шута илет.

Пенси çинчен чылай маларах шухăшлама тытăнмалла, документсем хатĕрлемелле. Пенси фондĕнче ĕçлекенсем пулас пенсионерсене пĕр çулталăк маларах тупса палăртаççĕ. Вĕсем пурăнакан адреспа ятарлă çыру яраççĕ. Çапла вара çыннăн пенсие тухма документсем çитмесен вĕсене маларах хатĕрлесе пама вăхăт пулать. Ку ĕçре Пенси фончĕ пулăшать. Вăл организацисемпе архивсенчен документсене ыйтса илет.

Çын пенсие ĕç вырăнĕнчен тухать пулсан, сведенисене ĕçпе тивĕçтерекен Пенси фондне электронлă майпа ярса парать. Çапла вара пулас пенсионерăн докуменчĕсем йĕркеллĕ пулсан, Пенси фончĕн специалисчĕ çак сведенисемпе усă курса пенси шутласа парать. Çыннăн хăйĕн Пенси фондне кайса чăрманмалла пулмасть.

Пулас пенсионер ниçта та ĕçлемесен документсене хăйĕн хатĕрлемелле. Сведенисем тулли марри пирки унăн Пенси фондне пĕлтермелле.

Пенсие тухма пĕр уйăх юлсан, документсене хатĕрлесе çитерсен заявлени памалла. Çакна Патшалăх пулăшу ĕçĕсен портал урлă тума питĕ çăмăл. Çыннăн личный кабинета кĕрсе индивидуаллă лицевой счетăн даннăйĕсем тăрăх пенсие тухма килĕшÿ памалла. Заявление ĕçлекен вырăнта кадр пайĕ урлă та пама пулать. Заявленире пенси укçине мĕнле майпа — почта е банк урлă — илессине палăртмалла. Банк урлă илме счет уçмалла.

— Епле майпа пенсие иртерех тухма пулать?

— 42 çул ĕç стажĕ пухнă арçынсем 2 çул маларах пенсие тухма пултараççĕ. Хĕрарăмсен страхлав ĕç стажĕ 37 çул пулмалла. Çак майпа пенсие тухнă чухне шута илекен страхлав стажне пур ĕç вăхăчĕ те кĕмест. Пенси фондне страхлав взносĕсене тÿленĕ, больничнăй çинче пулнă тапхăра çеç шута илеççĕ. Çак йĕркепе пенсие тухакан арçынсен — 60 çултан, хĕрарăмсен 55 çултан кĕçĕнрех пулмалла мар.

Сывлăха сиен кÿрекен производствăсенче ĕçлекенсен тата Чернобыльте пулнă çынсен пенсие тухмалли йĕрке улшăнман.

Нумай пулмасть çак çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕнĕ. Пĕрремĕшĕ: коронавируслă пациентсемпе ĕçлекен врачсемпе ытти специалистсем пенсие тухнă чухне çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Ковидпа чирлĕ çынпа пĕр кун ĕçлени икĕ кунпа танлашать. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2020 çулхи авăнăн 30-мĕшĕчченхи стажа çапла майпа шутлаççĕ.

Иккĕмĕшĕ: кăçалхи пуш уйăхĕнчи йышăнупа врачсемпе учительсен пенсие маларах тухмалли ĕç стажне професси квалификацине ÿстермелли курссенче вĕреннине кĕртеççĕ. Курсра вĕренме ĕçпе тивĕçтерекен организаци ĕç условийĕсене пăхăнса ятарласа яни кирлĕ. Тата çак вăхăтра ĕç укçи тÿлени пулмалла.

— Кăçал пенсипе тивĕçтерес енĕпе мĕнле улшăнусем пулчĕç тата вĕсем кама ытларах пырса тиврĕç?

— Чăнах та, улшăну сахал мар. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенсийĕ 6,3 процент ÿснĕ. Ака уйăхĕнчен социаллă пенсисемпе патшалăх пенсийĕсене 3,4 процент индексациленĕ. Çакă 1-, 2-, 3-мĕш ушкăнри инвалидсен пенсийĕсене ÿстерме май панă. Вăл шутра ачаранах инвалидсем, ача инвалидсем тата ыттисем те. Чăваш Енре 25 пине яхăн çын социаллă пенси илет. Патшалăх пенсийĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, «Ленинград блокадинче пурăннă» паллăна тивĕçнисене тата радиаципе техногенлă инкекре шар курнисене параççĕ.

Çавăн пекех кăçал уйăхсерен укçан паракан тÿлевсене 4,9 процент индексациленĕ. Ăна Чăваш Республикинче пурăнакан 96 пин çын илет. Çак шутра — инвалидсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, хĕрÿ вырăнсенче пулнисем тата вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем, радиаци катастрофисене пĕтерме хутшăннă çынсем.

Тепĕр улшăну вăл — сусăр ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕн пенсине ÿстерес енĕпе саккуна улшăну кĕртни. Анчах та çакна шута илмелле: опекăри инвалидăн интернатра пурăнмалла мар. Çавна май инвалидăн ашшĕ-амăшне ватлăхпа илекен страхлав пенсийĕ тата инвалидноçпа паракан укçана çирĕплетнĕ тÿлевĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ÿстерсе тÿлеççĕ. Вăл 2 пин те 14 тенкĕ те 82 пуспа танлашать.

— Раççей пенси фончĕ йывăр лару-тăрăва лекнисене мĕнле пулăшу парать?

— Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру пулма пултарать. Çемьере ачасен ашшĕ е амăшĕ вилсен, вĕсене тăрантаракана çухатнипе 18 çул тултариччен ятарлă пенси тÿлеççĕ. Енчен те ача куçăмлă майпа аслă вĕренÿ заведенийĕнче е техникумпа колледжра вĕренет пулсан, пенсие 23 çул тултариччен тÿлеççĕ. Ашшĕ е амăшĕ страхлав пенсийĕ илет тата вĕсен 18 çул тултарман ача пулсан, çав ача куçăмлă майпа вĕренме кĕрсен Пенси фончĕ уншăн 23 çул тултариччен пенсин çирĕплетнĕ пайне ÿстерсе тÿлет. Ĕçлемен пенсионер вилсен Пенси фончĕ унăн тăванĕсене пытарма пособи уйăрать. Нарăс уйăхĕнчен пуçласа вăл 6 пин те 424 тенкĕ те 98 пуспа танлашать.

— Интернетпа усă курман аслă ăрури çынсем пенси улшăнăвĕсем пирки мĕнле пĕлме пултараççĕ?

— Халĕ эпир 21-мĕш — информаци технологийĕсен — ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Паян пурнăçра телефонпа интернет пысăк вырăн йышăнаççĕ. Аслă ăрури çынсем хушшинче те компьютерпа тата интернетпа ĕçлеме пĕлекенсен шучĕ кашни çул ÿссе пырать. Вĕсемшĕн те ноутбук, планшет, смартфон — информаци тупмалли мел пулса тăчĕç. Росстат кăтартăвĕпе Раççейре интернетпа усă куракан кашни тăваттăмĕш çын 50 çултан иртнĕ.

Технологисем улшăнса пынă май, Пенси фончĕ те пĕр вырăнта тăмасть. Паянхи кун Пенси фончĕ тивĕçтерекен чылай пулăшупа электронлă майпа усă курма пулать. Вĕсенчен чылайăшĕнпе заявлени çырмасăр — проактивлă майпа — тивĕçтереççĕ. Тĕслĕхрен, ача амăшĕсем çемье капиталĕн сертификачĕ патне Пенси фондне çÿремеççĕ. Ăна вĕсем Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнчи личный кабинет урлă илеççĕ. Унтах амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки заявлени çыраççĕ.

Çавăн пекех инвалидсем те Пенси фондне тата ытти патшалăх органĕсене çÿремесĕрех уйăхсерен укçан паракан тÿлеве илме пултараççĕ. Пенси фончĕ тÿлеве хăйĕн базинчи тата ытти органсен даннăйсемпе усă курса заявлени çырмасăр тÿлет.

Çыннăн интернета кĕме май çук пулсан, вăл клиент службинче пулăшу илме пултарать. Малтан контакт-центрĕн тÿлевсĕр 8-800-600-04-85 телефонĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Çак телефонпах йышăнăва çырăнмалла.

 

Ирина СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика