АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăкă Петти

06 мая 2021 г.

Пăкă Петти мĕн ачаран пирĕн хушăра чи хастаррисенчен пĕриччĕ. Ăсăпе те маларахчĕ. Мĕн кăна шухăшласа кăларса ăсталаман-ши вăл? Пулă тытмалли çекĕл, хăяр шăвармалли хатĕр, икĕ ретлĕ кĕрепле, хĕлле сăртран ярăнмалли çăмăл çуна, унпах вăл таса уй тăрăх вăйлă çилпе усă курса пир парăс карăнтарса ярăнатчĕ, мулкач тытмалли капкăн… Пурне те каласа пĕтереес те çук. Унăн чи пысăк ĕмĕчĕ — вĕçессиччĕ. Кун пирки вăл кунĕпе калаçма хатĕрччĕ. Тĕрлĕ кĕнеке вулатчĕ. Пĕр хутлăхра çÿллĕ çăкасем ÿсетчĕç. Шăп çавăнта Петюк сарлака йывăр шăналăка сĕтĕрсе тухнă. Тăватă кĕтесĕнчен кантрасем çыхнă.

— Парашют турăм, — тет.

— Ненай, кунпа çĕр çине чипер анайăн-ши? — шеллетпĕр «конструктора».

— Эсир мана ăна çăка тăрне, самай çÿле туртса ухтарса парăр. Хамах аялалла сикетĕп! — тет хайхискер.

— Пире мĕн пулать? Тен, эпир те кайран çÿлтен сикме тытăнăпăр…

Çав парашюта аран-аран туртса хăпартрăмăр. Петюк хатĕрленчĕ. Юлашкинчен, пĕлĕтелле пĕр самант тинкерсе илчĕ те, аялалла сикрĕ. Чунĕпе тинех сывлăш хуçи пулчĕ-ши? Анчах вăл çĕр çине туратсене хуçса персе анчĕ. Шăналăк айĕнче ахлатса выртать. Хальхинче Петюк урине хуçса çур çул вырăнпа выртрĕ. Анчах вĕçес шухăшне пăрахмарĕ. Кĕнекесем чылай вуларĕ.

Пĕррехинче сывалсан Петюк районти пасартан таврăннă чухне çулне тÿрлетес тесе юнашар ял çумĕпе утнă. Курать, çил арманĕ çунаттисене майĕпен çавăрса ларать. Пăхать, никам та çук. Петюк вара çунатран çакланса пĕр çаврăм тăвать. Кун пирки пире кайран кашни кун каласа паратчĕ. Унта пĕрле тепĕр хут кайма сĕнетчĕ. Анчах хуралçă курасран шикленнĕ те — кайман. Хăюллăччĕ çав Петюк.

Çулсем иртрĕç. Эпир тĕнче тăрăх салантăмăр. Мĕн тетĕр? Петюк летчика вĕренсе тухнă иккен. Халĕ пысăк самолетпа тĕрлĕ çĕршыва вĕçет. Петюкăн ĕмĕчĕ тулчĕ. Маттур. Сăмахне тытрĕ. Сайра тĕл пулатпăр пулин те, сĕтел хушшине ларсан иртнисене аса илсе кулатпăр вара. Леш çăкасем ватăлчĕç. Петюк çăки саркаланнă, пирĕн çине çÿлтен куштаннăн пăхать. Петюк вара ун çине пĕлĕтсем хушшинчен пăхса киленет. Вăт сире — Пăкă Петти!

 

Лаврентий Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика