29 апреля 2021 г.

Ака уйăхĕн 19-23-мĕшĕсенче райцентрти «Звездочка» ача садĕнче Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ.
Садик ĕçченĕсем тăван чĕлхе халăх пуянлăхĕ пулнине пепкесен чун-чĕри патне çитерме тăрăшрĕç. Ирина Матвеева, Эмма Зайцева, Светлана Журавлева, Светлана Костина, Катерина Афанасьева, Галина Николаева кĕçĕн çултисене чăваш тумĕпе, тăван халăхăн апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕç, юмах-халапĕсене каласа кăтартрĕç. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем хаваспах чăваш вăййисене вылярĕç. Кун пек вăйăсенче пепкен ăс-тăнĕ, тавра курăмĕ аталанать, сывлăхĕ çирĕпленет, ушкăнпа пурăнма, ĕçлеме хăнăхтарать.
Воспитательсем ачасене çавăн пекех Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе, вăл чăваш халăхне панă Халалпа паллаштарчĕç.
Вăтам-аслă ушкăнсенче /воспитателĕ Светлана Костина, ăна пулăшаканĕ Светлана Васильева/ «Чăваш Улăпне пуç таятпăр» ятлă уяв иртрĕ. Шкула кайма хатĕрлекен ушкăнра /Катерина Афанасьева, Светлана Якимова/ «Çурхи уяв» пулчĕ. Унта чăваш çыравçисен сăввисем, юрă-такмаксем янăрарĕç. Пепкесем тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç: «Ят пĕлмелле», «Çăпаталла», «Йĕппе çипле»...
Чăваш чĕлхи эрнине йĕркелесе ирттерме ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ нумай пулăшрĕç. Ламран лама куçса пыракан ăс-хакăл сĕткенне упракансем шăпах вĕсем-çке.
Галина НИКОЛАЕВА,
«Звездочка» ача сачĕн воспитателĕ.