АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль çĕнĕ ятсене палăртрĕ

29 апреля 2021 г.

 

Халăх пултарулăхĕн «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» республикăри ХХII фестиваль вĕçленчĕ. Ăна кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне тата Чăваш Енри халăх пултарулăх çуртне никĕсленĕренпе 85 çул çитнине халалланă.

Юрă-кĕвĕ уявне Шетмĕпе Çавал юхан шывĕсен хĕррипе вырнаçнă Красноармейски, Элĕк, Канаш, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи, çавăн пекех Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи композиторсем, сăвăçсемпе юрăçсем, культурăпа кану учрежденийĕсенчи хорсем, вокал, фольклор ансамблĕсем, уйрăм юрăçсем хутшăнчĕç.

Фестивале район администрацийĕ, Чăваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийĕ, республикăри халăх пултарулăх çурчĕ, Трак енри Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕ йĕркелесе ирттерчĕç. Конкурс программине сăвăç-композиторсен çулталăк хушшинчи çĕнĕ хайлавĕсене кĕртнĕ.

Фестиваль-конкурсăн юлашки тапхăрĕ Роспотребнадзор ыйтнине пăхăнса видеоçырав мелĕпе иртрĕ. Унта килнĕ хайлавсене Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ, Пĕтĕм Раççейри музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Зимин композитор ертсе пынă ушкăн /5-ĕн/ хакларĕ.

«Хор валли çырнă чи лайăх произведени» номинацире Гурий Дубровпа Николай Никоноров /«Ыр ячĕсем юрлаççĕ чĕрере», «Асран тухмаççĕ паттăрсем»/, Николай Ершовпа Николай Никоноров /«Ветерансен хорĕ юрлать»/ лауреат пулса тăчĕç.

«Вокал ансамблĕсем валли çырнă чи лайăх произведени» номинацире 1-мĕш степеньлĕ Диплома Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер /«Эпир — Енĕшкассисем»/, Николай Никоноров композитор /«Тăван çĕре çăлса хăвартăн», «Эх, Çăварни»/, 2-мĕш степеньлĕ Диплома Гурий Дубров /«Эх, Çăварни»/, 3-мĕш степеньлĕ Диплома Николай Ершов /«Кедр тăрăхĕ — Трак ен»/, Нина Степанова /«Килсемччĕ, тусăм»/ сăвăçсем, Валентина Рудникова /«Юрату пурах»/, Иван Прокопьев /«Хул çине ларсам текерлĕк»/, Илья Степанов /«Килсемччĕ, тусăм/ композиторсем тивĕçрĕç. Ку енĕпе Валентина Рудникова /«Эпир — Енĕшкассисем»/, Михаил Дмитриев /«Кедр тăрăхĕ — Трак ен»/ композиторсем палăрнă.

«Фольклор ансамблĕ валли çырнă чи лайăх произведени» номинацире Гурий Дубров сăвăç /«Пурнăç пархатарĕ — Çĕр-анне»/, Иван Прокопьев композитор /«Сурăм вăрманĕ»/ 1-мĕш степеньлĕ, Николай Карай /«Сурăм вăрманĕ»/, Николай Никоноров /«Пурнăç пархатарĕ — Çĕр-анне»/ 2-мĕш степеньлĕ, Ольга Эрпинеспа Олег Димитриев /«Çут хумсем»/ 3-мĕш степеньлĕ дипломсене çĕнсе илчĕç.

«Пĕччен юрламалли чи лайăх произведени» номинацире Юрий Сементер /«Ан хумхан, çăкаçăм»/ /1-мĕш вырăн/, Гурий Дубров /«Шупашкар»/, Гурий Дубровпа Николай Никоноров /«Чыслар ăсчах шăл тухтăрне»/, Иван Прокопьев /«Ан хумхан, çăкаçăм»/ / 2-мĕш вырăн/ парнесене тивĕçрĕç.

«Ачасем валли юрлама çырнă чи лайăх произведени» номинацире Лука Семенов поэт сăввипе Иван Прокопьев кĕвĕленĕ «Чăваш сас пачĕ космосран» юрра çитекенни пулмарĕ.

«Чи лайăх хор» номинацире районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ /ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров/ лауреат пулса тăчĕ.

«Чи лайăх юрăçă» номинацире Елена Порфирьева-Энжей /Николай Никоноров/, Гурий Дубров /лауреатăн 1-мĕш степеньлĕ Дипломĕ/, Николай Яковлев /2-мĕш степеньлĕ Диплом/ палăрчĕç.

«Чи лайăх вокал ансамблĕ» номинацире районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн вокал ансамблĕ /Николай Никоноров, лауреатăн 2-мĕш степеньлĕ Дипломĕ/, районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх музыкин «Хавал» /Николай Никоноров/ ансамблĕ, «Карай ен» /Любовь Платонова, Карай/, «Телей» /Валентина Николаева, Чатукасси/, «Энжей» /Светлана Михайлова, Еншик Чуллă/, Заволжски клуб çумĕнчи ветерансен халăх хорĕн хĕрарăмсен ансамблĕ /Михаил Дмитриев/ /3-мĕш степеньлĕ Диплом/ мала тухрĕç.

«Чи лайăх фольклор ансамблĕ» номинацире «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕ /Антонинăпа Николай Никоноровсем, лауреатăн 1-мĕш степеньлĕ Дипломĕ/, «Упи ен» /Людмила Клементьева, Упи, 2-мĕш степеньлĕ Диплом/, «Кăйкăр» /Эльвира Петрова, Шывпуç, 3-мĕш степеньлĕ Диплом/ хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç.

«Чи лайăх ача-пăча вокал ансамблĕ» номинацире районти ача-пăча искусство шкулĕ çумĕнчи «Смайл» ансамбль /ертÿçи Наталия Григорьева/ лауреат ятне тивĕçрĕ. Н. Никоноров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика