АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

29 апреля 2021 г.

 

 

/Малалли. Пуçламăшĕ

24-25, 26-27-мĕш номерсенче/

 Укань кинемейпе Микулай мучи хĕле кĕрес умĕн пĕр кăмăллă çын патĕнче хÿтлĕх тупнă. «Спаççипах, спаççипах», — тенĕ вăл ăш пиллĕ çынсене хăй çĕре кĕричченех.

Виçĕ хĕр-упраçпа пĕр ывăла пĕр-пĕчченех пăхса ÿстернĕ, колхоз ĕçĕнчен юлман. Николай Ефимова Смоленск облаçĕнчи Изюмово ялĕнче пытарнă.

Фекла Егоровăн упăшкине Петр Кириллова /1900/ Тверь облаçĕнчи Оленинск районĕнчи Озерки ялĕшĕн пынă çапăçура /22.09.1942/ хыпарсăр çухалнине палăртнă. Хăрах çунат айĕнче тăватă ывăл: Петĕр, Кирилл, Толя тата Валериан тăрса юлнă. Сăмах май, Петр — сад ăсти, Кирилл /ялта Коля тенĕ/ ăста платник, кĕçĕннисем механизаторсем пулнипе паллă. Салтак арăмĕсен йышĕнче çавăн пекех Марк Никитин /1920-1943/ арăмĕ Санюк акай /Александра Александрова/, Петр Прокопьев /1912-1941/ мăшăрĕ Пелагея Васильева, Данил Ефимовăн /1902-1942/ — Ольга Фролова /1908/, Яков Фроловăн /1906-1942/ — Нина Гордеева /1912/, Иван Яковлевăн /1911-1943/ — Евдокия Алексеева тата ыттисем те.

Тата ыттисем те: Ухванеç арăмĕ — Тоньккă акай, Çтаппан арăмĕ — Варук инке, хамăрăн Колхозная урамри Урикка акай, Мамçари Юкур карчăкки тата Кĕрекаçран качча тухнă Ахванас арăмĕ те — мăшăрĕсене вăрçă хирĕнче çухатнă. Халь вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.

Манăçми

ентешĕмĕрсем

Гитлер вăрçинче килĕренех икшерĕн-виçшерĕн тата хăш-пĕр çемьерен тăваттăн та çапăçнă ял çыннисем. Хыпарсăр çухалнă, пуçĕсене хунă… Акă, пирĕн Колхоз урамĕнче пĕр тăвансенченех Яков /1907/, Ананий /1912/, Леонтий /1916/ Фроловсем, Первомайски урамĕнчен Сергей /1905/, Илья, Карп /1919/ Матвеевсем, Александр /1906/, Данил /1904/, Петр /1912/, Илья /1917/ Прокопьевсем, Николай /1925/, Георгий /1927/, Иван /1922/, Роман /1918/ Григорьевсем, Игнатий /1900/, Иван /1906/, Никон /1897/, Никон ывăлĕ Федор /1925/ Уваровсем, Ленин урамĕнчи Никон /1914/, Моисей /1916/, Семен /1909/ Даниловсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Сăмах май каласан, Иван Степановпа /1907/ Пелагея Степанова /1921/ пĕр тăвансем вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Пелагея радистка пулнă, Ленинградра пурăннă.

Манăн атте — Леонид Ефимов /1918/ вăрçа Венгри çĕрĕнче вĕçленĕ, çыхăну отделенийĕн командирĕ, сержант — Мухтав орденĕн /3-мĕш степень/ кавалерĕ. Пайсупин ялĕнче 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕсемпе Иван Уваровпа /1906-1993/, Федор Уварова /1925-1987/ наградăланă. Ивана салтака 1941 çулхи çурла уйăхĕнче илнĕ. Малтанах вăл Чулхулари кĕçĕн командирсем вĕрентсе хатĕрлекен шкулта вĕренет. Пĕрремĕш Украина фронтĕнчи 20-мĕш номерлĕ Армин стрелоксен 61-мĕш гварди бригадинчи çыхăну отделенийĕн командирĕ пулса çапăçусене хутшăнать. Киев, Житомир хулисене ирĕке кăларнă çĕрте çапăçать. Берлина илнĕ çĕрте пулать, аманать. Тăван яла 1945 çулта таврăнать вăл. Учительте, пĕр вăхăт колхоз председателĕнче тăрăшать. Иван Уваровăн пиччĕшĕ Йăкăнат салтака 1942 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче кайнă. Унăн Вăрнара качча тухнă хĕрĕ — Рита Иванова акă мĕн аса илет:

— Манăн аттене ялта Йăкăнат тесе чĕннĕ, 1941 çулта Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче окоп чавнă. Кĕркунне ăна вăрçа кайма повестка панă.

Атте стрелоксен 18-мĕш дивизийĕнче çапăçнă. Ржев хулине нимĕçсенчен ирĕке кăларнă чухне ураран йывăр аманать. Гимнастерка айĕнчи кĕпине çурса сурана çыхать, виçĕ кун хамăрăн салтаксем тăнă çĕре шуса-упаленсе çитет.

Атте 1942 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче аманнă. Вăл ултă уйăх госпитальте сипленнĕ. Шел те, урари мина ванчăкне тăван яла таврăнсан çеç, район больницинче кăларнă, ура шыçма чарăннă вара…

Игнатий Уваров 33 çул арманçăра ĕçлени паллă. Унăн аслă ывăлĕ Григорий Игнатьев та арманçă пулнă.

Маргарита Игнатьевна çавăн пекех Никон Уваровпа унăн ывăлĕ Федор пирки çапларах аса илет:

— Никон Уваровича çар комиссариачĕ 1942 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче повестка тыттарнă, Йăлăм вăрманне касма янă. Унта вăл 1950 çулчченех ĕçленĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннă.

Федор Уваровăн 1943 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче салтак ячĕ тухнă. Унăн вăрçă историйĕ 1943 çулхи çурлан 23-мĕшĕнче Курск пĕккинчи пĕр тытăçура йĕр хăварнă.

1943 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕ Сталинграда нимĕç эшкерĕнчен ирĕке кăларнипе çыхăннă. Унти тытăçусене пирĕн ентеш — Петр Максимов Игнатий Уваровпа пĕрле хутшăннă. Петĕр /1913/ вăрçа 1941 çулта ăсаннă, 198-мĕш артиллери полкĕнчи 92-мĕш стрелковăй бригадăри раци çыхăнăвĕн начальникĕ пулнă. Гвардин аслă сержанчĕ. Унăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕ тата медальсем пур.

Ананий Фролов /1913-1975/ аслă лейтенант хăйĕн кун-çулне çарпа çыхăнтарнă. 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче вут-çулăма кĕнĕ, алла хĕç-пăшал тытнă. Сталинград, Брянск, 1-мĕш Украина фрончĕсенче тытăçнă.

Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕсене тивĕçнĕ.

Пĕр тăвансенчен Василий /1908/ тата Мефодий /1913-1965/ Сергеевсене те асăнмасăр хăвармастăп. Чи асли йышлă çемье хуçи. Тăван çĕршывшăн Аслă вăрçă хирĕнче хăш вырăнта пуçне хуни паллă мар. Ăна Тверь облаçĕн çĕрĕнче пытарни çеç вырăн тупнă.

Мефодий Сергеев фронта 1941 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче тухса кайнă. Вăл электрик пулнă, пĕр вăхăт Пайсупин ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕн тилхепине тытнă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Истори страницисем тăрăх, 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Иван Григорьевпа Владимир Димитриев фронтовиксем Берлина штурмлани паллă.

Вăрçă ачисем

Çапла çырас терĕм ку сыпăка. Тĕрĕссипе пÿрнесем çине хурса шутламалăх та юлмарĕç вĕсем ялта.

— Мĕн тери телейлĕ пулмаллаччĕ эпир вăрçă пулман пулсан. Нумай çыннăн телейне çунтарса ячĕ вăл, — хаштах сывларĕ Маруç аппа. — Атте хÿтлĕхне тупаймарăмăр çав…

— Халь сана аçу курас пулсан мĕнле савăнмаллаччĕ?

— Эх, атте, апай утса иртнине аякран курсан та эпĕ тĕнчери чи телейли пулăттăм, — сăмаха сыпăнтарчĕ Мария Александрова, сакăр теçетке урлă каçса тăхăр теçеткене çывхаракан пĕчĕкрех шăмшаклă хĕрарăм. — Мăнуксемпе епле хĕпĕртетчĕ пуль атте…

Маруç аккан ашшĕ Иван Александров /1915/ фронтовик, рядовой 1941 çулхи юпа уйăхĕнче вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ — Анна Петрова икĕ хĕр пĕрчине — Маруçпа Люççăна хăрах çунат айĕнче пăхса çитернĕ.

Мĕн курмарĕç-ши, тÿсмерĕç-ши хăйсен ĕмĕрĕнче вăрçă ачисем?..

— Колхоз уй-хирĕнче ир пуçласа каçчен, алă вăйĕпе хура тар юхтарса тырă вырнă, çĕр улми кăларнă, машина-трактор пулман. Ачалăх тертлĕ-нушаллă иртрĕ, çапах та туслăх, пĕр-пĕрне хисеплесси малти вырăнта пулнă, — тет Мария Ивановна. — Хальхи ачасен пурнăçĕ чăн савăнăç, хырăм тутă, çи-пуç чаплă.

Маруç акка Пайсупинти Çĕнĕ урамри икĕ хутлă кирпĕч çуртра пурăнать. Ывăлĕн — Володьăн тата кинĕн — Иринăн çаврăнăçулăхĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те кăмăллă ватă.

Ялти Çĕнĕ урамра, йывăç çуртра пурăннă, халь Вăрнар районĕнчи Уйкас Юнтапара кил-çурт çавăрнă Роза Алексеевна Алексеева хăйĕн ачалăхне акă еплерех хаклать.

Унăн çырăвĕнче чуна хумхантаракан йĕркесене вуласа пăхар-ха. «Эпĕ 1945 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пайсупин ялĕнче çуралнă. Упири вăтам шкул хыççăн И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика инстиутĕнчен /халь университет-авт./ 1967 çулта професси\ илсе тухрăм. Ĕç биографийĕ Уйкас Юнтапари вăтам шкулпа çыхăнчĕ. 37 çул математикăна вĕрентрĕм.

Аттене — Александр Алексеевич Алексеева /1919/ эпĕ нумаях астумастăп çав. Вăрçăран таврăнсан вăл счетовод-бухгалтерта ĕçленĕ. Арçынсемпе пĕрле вăрман та каснă. Çынсем калатчĕç: «Апат çиеттĕмĕр. Санька вара йывăçсем хыçне кайса ларса юнлă суратчĕ».

Йывăр килчĕ çав эпир ÿснĕ вăхăт. Арçын вырăнĕнче те, хĕрарăм вырăнĕнче те пулчĕ апай. Атте 33 çулта пирĕнтен уйрăлса кайрĕ».

Роза Петровна Федорова /6.05.1938/ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, манăн ентеш. Вăл та И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУран /1960 ç./ вĕренсе тухнă. Унăн çырăвĕнчи йĕркесемпе паллаштарам-ха. «Аттепе аслапай ял-йышра ĕçчен те сăпайлă пулнипе палăрнă. Çĕр ĕçĕпе пилĕк-çурăма авнă. Антон Николаевпа Мария Яковлева икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлсенчен пирĕн атте, 1913 çулта çуралнă Петр Антонов — чи асли. Иван — чи кĕçĕнни. Эпĕ виççĕреччĕ ун чухне. Атте сĕтел тавра çаврăнчĕ те мана, пĕчĕкскере, çÿле-çÿле çĕклерĕ: «Пысăк пул, сывлăхлă ÿс», — терĕ те хăй çумне çупăрларĕ. Шел, аттене эпĕ урăх курман. Вăрçă вут-çулăмĕнче хыпарсăр çухалнă терĕç.

Астăватăп, 1978 çулта туристсен пĕр ушкăнĕпе Чехословаки çĕрĕ çинче пулнăччĕ. Тăванла масарсем чылай унта. Вĕсенче — илемлĕ чечексем. Ачасем пăхса тăраççĕ вил тăприсене. Эпĕ пĕр вырăнта Петр Антонов ят-хушамата шыраса тупрăм. Анчах та унта ашшĕн ятне «Иванович» тесе палăртнă. Тĕрĕссипе, Антонович пулмалла ĕнтĕ».

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. 1960 çулта хамăр ял каччипе — Геннадий Федоровпа çемье çавăрнă Роза Петровна. Иккĕшĕ те вĕрентекен. Шел, мăшăрĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Геннадий Федорович 1977 çулта Çĕнĕ Шупашкарти вĕрентÿ пайĕн «тилхепине» те тытнă. Вăл математика вĕрентнĕ. Хĕрпе ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ Федоровсем, тăватă мăнук вĕсен.

Пайсупин ялĕпе Зоя Михайловна Илларионовăн /16.09.1931/, педагогика ĕçĕн ветеранĕн, кун-çулĕ çыхăннă. Упири вăтам шкулта тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра вĕреннĕ. Дипломлă пулсан шкулсенче вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене пĕлÿ панă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Нимĕç эшкерĕ ялти Михайловсен кил-йышне те пăркăчларĕ: Ишкеев Матвей Михайлович /1918/ 1941 çулхи юпа уйăхĕнче вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Николайпа /1913/ Антон /1915/ Михайловсем тăван яла таврăнса çемье чăмăртанă. Г. Ефимов.

/Малалли пулать/.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика