АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Улăпне пуç таятпăр

22 апреля 2021 г.

Чăваш Улăпне пуç таятпăр

Ака уйăхĕ маншăн пысăк уявсемпе пуян. Журналист-çыравçă пулнăран пушшех те. Çакă пĕтĕмпех Чăваш чĕлхин кунĕпе çыхăннă.

Тăван чĕлхе — наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхне сăнарлакан аслă та сайра тĕл пулакан паха тупра. Вăл, манăн шухăшăмпа, хутшăнупа воспитани хатĕрĕ çеç мар, çут тĕнче илемлĕхне тата унăн тĕрлĕ енлĕхне туллин палăртма май паракан япала та. Ăна пула чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ аваллăхран пуçласа паянхи кунччен сыхланса упранать. Тăван чĕлхе вăл маншăн — хаклă аннемĕрĕн асран кайми сăпка юррийĕ, çут тĕнчене пĕлме-курма пуçланă май каланă пĕрремĕш ытарлă сăмахсем.

Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пĕлÿлĕх сăпки пулса тăнă пĕрремĕш чăваш шкулне уçнă, тăван сăмах шкулсенчи вĕренÿ класĕсенче, аслă шкулсен аудиторийĕсенче, кĕнеке-хаçат страницисенче, театр сцени çинче тата телевиденипе радио эфирĕнче тивĕçлипе янăратăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Паян Чăваш чĕлхин уявне тăван халăхăн авалхи йăли-йĕркине тата ăс-пурлăх пуянлăхне ăруран-ăрăва куçарса пыракан, чăваш чĕлхине сыхласа упрамалли майсем палăртакан Раççей Федерацийĕн чылай регионĕнче тата ют çĕршывсенче анлăн паллă тăваççĕ.

Хаçатра чылай ĕçленĕ май çакна çирĕппĕн калама пултаратăп: хăй чĕлхине хисеплекен халăх ытти халăх чĕлхисене те сума сăвать. Чăваш Республики тĕрлĕ наци çыннишĕн тăван кил шутланать, тĕллевлĕн тытса пыракан патшалăх политики вара халăхсен культурисене пĕр-пĕрин çине ырă витĕм кÿме пулăшать. Пирĕншĕн Чăваш чĕлхин кунĕ туслăха çирĕплетекен тата тĕрлĕ халăх ăс-пурлăхне чыслакан савăнăçлă уяв пулса тăчĕ.

29 çул ĕнтĕ, 1992 çултанпа, чăваш чĕлхин никĕсне хывнă, чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă куна Чăваш чĕлхин кунĕ тесе палăртаççĕ. Патшалăх шайĕнче паллă тăвакан уявсем хушшинче Чăваш чĕлхин кунĕ уйрăм вырăн йышăнать тата вăл пирĕн тăван чĕлхене патшалăх, общество хисепленине çирĕплетет. Çавна пулах ĕнтĕ чăваш халăхĕн ĕмĕрхи ăс-хакăлĕ, культурăпа истори палăкĕсем çуралнă та.

Мана И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ чухне Аслă Вĕрентекенĕмĕр ячĕпе йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕсенче пĕр хутчен çеç мар тухса калаçма тÿр килнĕччĕ. Аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев ырми-канми тăрăшнине пирĕн пуян та сăнарлă чĕлхемĕр çĕнĕ вăй-хăват туянчĕ, чи çÿллĕ трибунăсем çинчен янăрать. Унран тĕлĕнеççĕ, алă çупса саламлаççĕ. Интернет пĕтĕм тĕнчери халăха чăвашла эфира тухакан радиокăларăмсене итлеме, çĕнĕ хыпарсен ярăмĕсемпе телефильмсене пăхма, электрон кĕнекесене вулама май парать. Çакăншăн епле савăнмăн!

Иван Яковлевăн ĕçĕпе пурнăçĕ — тăван халăхне чунтан парăннин çутă тĕслĕхĕ. Вăл вĕрентĕве çеç мар, наукăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе те çав тери нумай ĕçленĕ. Иван Яковлевичăн педагогикăри тата обществăри ĕçĕ-хĕлĕ тĕнчипех пысăк сум çĕнсе илнĕ.

Вăл 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Кăçал вăл çут тĕчене килнĕренпе 173 çул çитет. Йăван 1856 çулта Пăрăнтăк шкулĕнче вĕреннĕ. Пăрăнтăкри удел училищи хыççăн каччăна Чĕмпĕрти çĕр виçекенсен шкулне вĕренме янă. Ун хыççăн вăл Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисенче çĕр виçевçисен пулăшаканĕ пулса тăрăшнă. Иван Яковлев çак хушăра чăваш халăхĕ нишлĕхре, тĕттĕмлĕхре пурăннине чунĕпе туйса илнĕ. Унăн ăна çутта кăларас шухăш çуралнă. Çакна валли вара тарăн пĕлÿ кирлине ăнланнă. Вăл Чĕмпĕр гимназине ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. 1870 çулта Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. Иван Яковлев халăха çутта кăларас ĕçĕ çавăнтан тытăннă та, ăна вăл мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пурнăçласа пынă. 1872 çулта çырулăхсăр пурăннă чăвашсем вăл çырнă пĕрремĕш чăваш букварьне алла илнĕ. Иван Яковлевич чăваш алфавитне те йĕркелекенĕ. Пĕр вăхăтрах педагог тата психолог, çыравçă тата критик, куçаруçă тата кĕнеке кăларакан, фольклорист тата этнограф, историк тата философ пулнă. Çавăнпах эпир ăна чăваш халăхĕн Улăпĕ тесе калатпăр. Вăл çакна тивĕçлĕ, унăн çутă сăнарĕ, пархатарлă ĕçĕсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмăрта упранĕç.

Чĕлхе пур чух халăх пурăнать, теççĕ. Çак пуянлăха сыхласа хăварасси — пирĕн пĕрлехи тивĕç. Тăван культурăпа халăха юратни — обществăн ăнăçлăх никĕсĕ, ытти нацисемпе культурăсене хисеплени.

Иван Яковлев

чăваш халăхне панă халал

Аслă Вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне пехиллесе хăварнă Чун хавалĕнчи кашни сăмахра йăхташăмăрсен шăпишĕн хыпса çуннă Ăсчахăмăрăн канăçсăр чĕри тапнине туйса тăратăн.

«Эй, тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем! Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те акă манăн мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ. Юлашки тертĕме пуринчен маларах татах сире каласа хăварас тетĕп.

Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала — пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненÿ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать; инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненÿ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан, пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар.

Вырăс халăхĕ питĕ пысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлĕр. Юратса пурăнăр. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă. Вăл сире пусмăрламарĕ, сире аяла хăвармарĕ.

Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Астуса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар.

Ху чĕлхÿне пăрахманни вырăс халăхĕ çине ултавлă туса сутни пулмасть вăл: аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхÿне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр.

Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр.

Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякка тăрăр. Çăлаканăн аслă сăмахĕсене асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене те юратăр, тенĕ.

Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă — çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр.

Çÿлти аслă Турă умне кайма хатĕрленсе, сире каласа хăварас сăмахăм манăн мĕн пурĕ çакă ĕнтĕ. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр».

…Вăхăт малаллах шăвать. Паян эпĕ Чăваш сăмахлăхĕн малашлăхĕшĕн çуннă Çеçпĕл Мишши ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ тесшĕн. «Чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси вырăнне пулĕ», — тенĕччĕ сăвăçăмăр. Ю. БОРИСОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика