АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Искусство çулĕпе такăрлатăп пурнăçа…»

22 апреля 2021 г.

«Искусство çулĕпе такăрлатăп пурнăçа…»

Пирĕн паянхи хăна — Çĕньял Карай ялĕн сумлă ывăлĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕ тата режиссерĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий ИЛЬИН.

 

— Анатолий Владимирович, Карай тăрăхĕнче иртнĕ ачалăхăра аса илер-ха.

— Пирĕн çемьере виçĕ ача ÿснĕ. Эпĕ — асли. Анне Анна Трофимовна çĕвĕ машинипе çĕлеме ăстаччĕ. Владик ятлă юлташпа иксĕмĕр вăл ĕçленине час-часах сăнаса лараттăмăр. Çĕленĕ хушăрах юрлама пуçлатчĕ. Эпир те ун хыççăн сасса хăпартсах: «Утро красит нежным цветом стены древнего Кремля…» – тесе янраттараттăмăр. Атте Владимир Ильич «Россия» колхозра шоферта ĕçлетчĕ. Нумай çул самосвал йышши машинăпа çÿренĕрен-ши — ăна «Самосвал» ят панă. Ку хушăм ятпа ăна Карай енче пĕлмен çын та çукчĕ. Кайран çав ят мана та çыпăçрĕ. Пĕррехинче пирĕн ялта пушар тухрĕ. Ун чухне çуртсене ытларах улăмпа витнĕччĕ. Атте хамăр пÿрт тăрринелле вĕçсе пыракан вут-çулăма вăрăм шăчăпа çапа-çапа ÿкеретчĕ. Çав вăхăтран хама астума пуçларăм пулас.

Эпĕ улттăра чухне манран икĕ çул аслăрах юлташăм шкула çÿреме пуçларĕ. Ун чухне шкулĕ хамăр ялтах, клубпа юнашарччĕ. Пăхатăп та, çĕнĕ тум тăхăннă юлташăм сумка çакса шкулалла чупать. Эпĕ те часрах киле кĕтĕм, этажеркăран пĕр хулăн кĕнеке илтĕм, ăна хул хушшине хĕстертĕм те шкул еннелле вĕçтертĕм. Мана Семен Кузьмич Аллюров учитель чарчĕ те: «Эсĕ халь çамрăк-ха, каярах вĕренме пуçлăн», – терĕ. Ман ăш вăркаса кайрĕ, кĕç-вĕç макăрса ярас пек. Вăт, манăн ун чухне мĕнлерех вĕренес килнĕ.

Ĕлĕкрех ялта час-часах хăна пухатчĕç. Унта тăвансем калаçни, юрлани-ташлани асра юлнă. Уйрăмах халăх юррисем чуна çĕклетчĕç, хамăн та çав юрăсене юрлас килетчĕ. Епле пысăк юхан шыв та пĕчĕккинчен пуçланать. Паллах, ÿссен кам пуласси ачаран палăрать. «Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси – ачаран», – теççĕ. Ку вăл пĕтĕмпех атте-анне пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме вĕрентнинчен килет пулĕ. Шăллăмпа иксĕмĕре те атте професси суйлама пехиллерĕ. Мана: «Эсĕ – суворовец, шăллăма – эсĕ нахимовец пулатăн», – терĕ. Атте калани шăллăмăн пурнăçланчĕ. Манăн пурнăç кăшт урăхларах килсе тухрĕ. Çуллахи каникулта колхозра ĕçленĕ чухне хамăр ял хĕрарăмĕ Евруç ман пуç çинче темле паллă тупрĕ те: «Аслă пĕлÿллĕ, ватлăх енне сулăнсан паллă çын пулатăн эсĕ», — терĕ. Çав сăмахсем ман çамрăк ăса вырнаçрĕç пулмалла. Хальхи вăхăтра çав шухăшсем пурнăçланса пыраççĕ те.

– Эсир уявсенче сцена çинчен чăваш халăх юррисене шăрантарнине питĕ лайăх астăватăп. Артистран пĕрре те кая марччĕ. Ăмсанса пăхаттăмăр. «Вăрман витĕр хурт каять…» юрă халĕ те хăлхара янăрать.

– Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă: вăрман та аякра мар, пысăк пĕве, çаран, юхан шыв… Ял çывăхĕнче киремет те пулнă. Çав вырăна халăх çÿресе иксĕлми вăй-хал парса тăракан, чуна çĕклесе хавхалантаракан çăлкуç таппи туса янă. Çавăнпа та çуралнă вырăн хăй патне туртать, тăван çĕр хăй вăйне парса, хăйĕн сывлăшĕпе сывлаттарса чуна кантарать, çĕнĕ вăй парать.

Ялти пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн Карайри вăтам шкулта вĕренме пуçларăм. Унта Карай тăрăхĕнчи пилĕк ял ачи пĕлÿ илетчĕ. Палламан ачасем, çĕнĕ юлташсем, пĕрремĕш юрату… Пионер та пулнă, район центрне слетсене те çÿреттĕмĕр. Эпĕ вара горнпа кăшкăртма юрататтăм, çавăнпа манăн обществăлла ĕç горнист пулнă. «Чи лайăх горнист» ята та тивĕçнĕччĕ. Учительсене ырăпа аса илетĕп. Шкул директорĕсем Владимир Ефимович Ефимов, Виталий Арсентьевич Павлов тата класс ертÿçи Ирина Ивановна Ефимова чуна парса вĕрентетчĕç. Шкула маларах çитеттĕмĕр те килте хатĕрлесе çитереймен ĕçсене тума тăрăшаттăмăр. Карайри вăтам шкулта вĕрентнĕ учительсене пурнăçра хамăрăн вырăна тупма пулăшнăшăн пурне те пуç тайса тав тăвас килет.

Клубра ял çамрăкĕсем тĕрлĕ спектакль лартатчĕç. Эпир вара концертпа аппаланма пуçларăмăр. Пирĕн интереслĕрех тăвас килетчĕ. Кашни сăвă-юрă хыççăн шÿтлĕ сценкăсем выляттăмăр. Эпĕ юрлаттăм, Виктор Светлов сăвă вулатчĕ, кайран интермедисем кăтартаттăмăр. Пире ун чухне математика учителĕ Петр Васильевич Васильев питĕ тĕлĕнсе ырларĕ, çак енпе малалла та ĕçлеме хистерĕ, тĕрлĕ канаш пачĕ. Вăл баянпа та калатчĕ. Пионерсен слетĕнче эпир, Яманак ялĕнче, «Тачанка» юрра пĕрле шăрантарнăччĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чух Карайри кану çурчĕн директорĕ Юрий Николаевич Ильин колхоз хорĕнче юрлама чĕнчĕ, уйрăм та юрлаттарчĕ, ташă ушкăнне йĕркелерĕ. Эпир хамăрăн пултарулăха юнашар районти ялсенче те кăтартаттăмăр, ĕçпе юрă уявĕнче пирĕн чăваш ташши малти вырăнсене йышăнатчĕ. Республикăн телевидени студийĕнче Шупашкарта та пултăмăр. Манăн вара Федор Павлов чăваш халăх юррине илемлетсе çырнă «Вăрман витĕр хурт каять» юрра юрлама тÿр килчĕ.

– Анатолий Владимирович, профессие алла илнĕ чухнехи çулсем сирĕншĕн мĕнпе асра юлнă?

– Шкул сцени çинче пултарулăха туптани сая каймарĕ пулас. Чи малтан Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Манăн вĕрентекен Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Станислав Алексеевич Кондратьев пулчĕ. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн Совет çарĕн ретне тăтăм, икĕ çул Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хăнăхрăм. Хĕсмет хыççăн театр çулĕпе каяс шухăш çуралчĕ. Шăп çав вăхăтра Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче чăваш ачисен студине уçасси пирки пĕлтерчĕç. Çапла унта В.К. Смирнов профессор класĕнче 5 çул вĕренсе драмăпа кино актерĕн специальноçне алла илтĕм. Артист профессийĕ кăна çителĕксĕррине туйса Мускаври Луначарский ячĕллĕ Театр искусствин патшалăх институтĕнче Г.П. Анисимов профессор класĕнче «Музыка театрĕн режиссерĕ» специальноçпа пĕлÿ илтĕм.

1986 çултанпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче режиссерта, режиссер-постановщикра тăрăшатăп. Ку таранччен В. Плешакăн «Сказка о мертвой царевне и семи богатырях» юмахне, И. Кальманăн «Сильва» опереттине, Ж. Бизен «Искатели жемчуга» оперине тата ытти ĕçе — пурĕ 40 яхăн хайлава кун çути кăтартнă эпĕ. Классикăллă произведенисем лартнипе кăна çырлахмастпăр. Акă, нумаях пулмасть эпĕ йĕркеленипе Тутар Республикин Нурлат районĕнчи Якаель ялĕнче «Юрату çинчен юрлатпăр» концертпа гастрольте пултăмăр. Унта вырăс тата чăваш халăх юррисем, эстрада хичĕсем янăрарĕç. Камерлă вокал лирикин наци тĕслĕхĕсем халăха уйрăмах килĕшрĕç. Çапла майпа эпир Ф. Лукин, Г. Хирбю, А. Асламас, Г. Лебедев чăваш композиторĕсен классикăлла хайлавĕсемпе çеç мар, В. Давыдов-Анатри, Н. Сандров, В. Урташ, Ю. Сементер, И. Тукташ тата ытти паллă чăваш поэчĕсен хайлавĕсемпе те паллаштартăмăр.

Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче те вăй хуратăп. Студентсене юратнă професси ăсталăхне алла илме пулăшатăп.

– Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр? Кĕнеке вулатăр-и е интернетпа туслă-и? Ентешсемпе çыхăну тытатăр-и?

– Пушă вăхăтра çут çанталăкра уçăлса çÿреме тăрăшатăп. Вăрмана е улăх-çарана тухатăп, кăмпа-çырла, тĕрлĕ сиплĕ курăк пуçтарма юрататăп. Хальхи вăхăтра интернет алăран кĕнекене туртса илчĕ. Унта пайтах кирлĕ мар япала, анчах та усăллине те тупма пулать. Халĕ интернетпа куçăн мар вĕренме те, ăс-пĕлÿ пухма та, ĕç меслечĕсемпе паллашма та пулать. Сурăмхĕрри Карайра Степан Разин ертсе пынă хресчен пăлхавçăсен çарĕнче çапăçнă паттăр чăваш, кĕрешÿçĕ тата юрăçă Искей Пайтулĕ полковник вилнĕренпе 340 çул çитнĕ ятпа вунă çул каялла сценари çырса театрализациленĕ инсценировка лартнăччĕ. Кăçал та шансан çак мероприятие хутшăнса ертсе пырас кăмăллă.

– Пурнăçра ÿкĕнмелли самантсем пулнă-и? Хăвăрпа кăмăллă-и эсир?

– Çамрăк чухне шухăшламасăр тунă ĕçсем канăç памаççĕ. Туйăмсем вăй илсе пуç пулса тăнă вăхăтра тата чĕрере юн вылянă самантра ăс-тăн пусăрăнать. Хăвна ирĕклĕрех тытнипе кăмăл еккине ниепле те тытса чараймастăн. Вăл вăхăтра хăв мĕн тунине ăнланатăн-ха, çапах та ытларах чухне пурнăç юххипе пыратăн. Çавăнпа та çамрăксене вĕрентсе калас килет: çут çанталăк панă пултарулăха ĕçре туптамалла, çĕнĕ ÿсĕмсем тума тăрăшмалла, пурнăçлама йывăртарах тĕллевсем лартмалла. Вара хăвăнпа хăв хирĕçме те, кирлĕ мар ĕçсемпе аппаланма та вăхăт юлмасть.

– Чăвашлăх аталанăвĕ пирки мĕн шухăшлатăр? Паянхи кун чăваш пулни мĕне пĕлтерет?

– Чăвашсен паллă этнопедагогĕ Геннадий Никандрович Волков калатчĕ: «Чăваш чĕлхи вырăс чĕлхинчен те аслăрах…» Чăвашсен те, вырăссен те хăйсен чĕлхине упраса хăвармалла. Ăна вĕренмелле, унăн сумне çĕклемелле, аталантармалла. Чăваш чĕлхи – питĕ пуян чĕлхе. Çапах та ăна урăх чĕлхерен кĕнĕ сăмахсемпе çÿпĕлемелле мар. Унпа ытларах калаçмалла, усă курмалла. Вара вăл пурăнать, халăх пурнăçне илем кÿрет, тăван культурăпа искусствăна аталанма пулăшать.

– Çемйĕрпе паллаштарăр-ха тата…

— Мăшăрăм Галина Федоровна Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче информаци центрĕнче ĕçлет. Эпир унпа виçĕ ача пăхса çитĕнтертĕмĕр. Пурте аслă пĕлÿ илсе çемье çавăрчĕç. Пирĕн халĕ тăватă мăнук: чи асли гимназире виççĕмĕш класра вĕренет, унăн йăмăкĕ шкула кайма хатĕрленет, кĕçĕнрех мăнук садике çÿрет, чи кĕçĕнни амăшĕпе килте ларать. Трак ен халăхне ырлăх-сывлăх та телей, ăнăçу та тулли пурнăç сунатăп.

– Калаçушăн пысăк тав. Сире те иксĕлми пултарулăх, çирĕп сывлăх, телейлĕ ăраскал сунатăп.

 

Виталий МИХАЙЛОВ,

штатра тăман корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика