15 апреля 2021 г.
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Чăваш Ен ĕçченĕсен паттăрлăхĕ: Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.
Кĕнеке çар строительствине явăçтарнă ĕçченсен паттăрлăхĕ çинчен каласа парать. Республикăра пурăнакан халăхăн ĕç паттăрлăхĕн историйĕ архив тата пичетлесе кăларнă çăлкуçсене, строительствăна хутшăннисен асаилĕвĕсене тĕрлĕ енлĕн уçса парать. Кĕнекене схемăсемпе, чикĕ карттисемпе илемлетнĕ, патшалăх тата харпăр хăй архивĕсенчи сăн ÿкерчĕксемпе усă курнă. Мероприятие Чăваш Ен культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова уçрĕ. Культура министрĕ Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене, кĕнеке авторĕсене тав турĕ. Кĕнеке кăларасси питĕ пысăк ĕç пулнине палăртрĕ, материалсем пухмалла, çырмалла, интереслĕ, илемлĕ тата усăллă кăларăм тумалла.
«Кĕнекен кашни пайне пĕр-пĕр пулăма халалланă. Пĕрремĕш пайĕнче СССР хĕвел анăçĕнчи вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче хÿтĕлев чиккисем туни çинчен çырнă. Иккĕмĕш пайĕнче Чăваш Ен территорийĕнче строительство ĕçĕсене пурнăçламалли çинчен каласа панă. Виççĕмĕш сыпăкра ентешсен ĕçри паттăрлăхĕ çинчен çирĕплетнĕ», — паллаштарчĕ министр çĕнĕ кăларăмпа.
Кĕнеке авторĕсем - истори наукисен кандидачĕсем Олег Андреев, Евгений Кассимов, Федор Козлов, Марина Широкова хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май çак кăларăм наука ĕçченĕсемшĕн те, вулакансемшĕн те, шкул ачисемшĕн те усăллине палăртрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов çак пулăма халăх асĕнче упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнăшăн авторсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тав çырăвне парса чысларĕ. «Паян кĕнекесем, фильмсем, постановкăсем, сайтсем урлă вĕсен çитĕнĕвĕсем чылайлăха, 20, 30, 50 çул çеç мар, ĕмĕр-ĕмĕре юлĕ, вĕсене пирĕн мăнуксем те манмĕç».
«Чăваш Ен ĕçченĕсен паттăрлăхĕ: Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем» кĕнеке презентацине килнĕ хăнасем саламлă сăмахсем каларĕç.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков: «Олег Николаева пула эпĕ Сăр чикки тата чăваш халăхĕн ĕç паттăрлăхĕ çинчен пĕлтĕм. Республика Пуçлăхĕ çамрăксене воспитани парас енĕпе ку темăна çĕклени питĕ пĕлтерĕшлĕ».
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева: «Çак кĕнеке историе упраса хăварас тесе тунă пысăк мероприятисен пĕр пайĕ. Çакна та палăртмалла: хÿтĕлев чиккисене тăвас ĕçе тÿрремĕнех хутшăннă çынсем тата вĕсен тăхăмĕсем пире çак кĕнекере асаилÿсене сăнарласа панă. Чи кирли — тĕрлĕ ăрусене пĕрлештерекен идеологи туса хуни. Паян республикăра çав историллĕ кунсемпе çыхăнса тăнине туйман пĕр çын та çук».
Чăваш Енри Хĕрарăмĕсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева: «Тавтапуç сире, кĕнекен хисеплĕ авторĕсем, пурте пĕрле пысăк ĕç тăватпăр. Эпир республика районĕсем тăрăх çÿретпĕр, çынсем çак ĕçе явăçнине куратпăр. Çакă питĕ хавхалантарать. Эпир пысăк çитĕнÿсем турăмăр тесе шутлатăп. Мăнаçлăхпа юрату пире пурне те пĕрлештерет». Хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă кукамăшĕ каласа панисемпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов паллаштарчĕ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов авторсен коллективне çитĕнÿ сунчĕç. «Лайăх кĕнеке япăххинчен ăна темиçе хут вуласа тухас килнипе уйрăлса тăрать. Çак кĕнекене пичетлес тата вулас килтĕр», — сунчĕ Андрей Александров.
Кĕнеке презентацийĕ хыççăн хăнасем Ю. Николевăн «Инкеклĕ телей» калавĕ тăрăх С. Павлов хатĕрленĕ спектакль премьерине курчĕç.