15 апреля 2021 г.
Районти тĕп вулавăш çумĕнчи «Тимлĕх» клуб членĕсем черетлĕ тĕл пулăва Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен паттăрлăхне халалларĕç. Çавна май «Сăр чикки — тылрисен ĕç паттăрлăхĕ» ятлă историпе таврапĕлÿ сехечĕ йĕркелерĕç.
1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче асăннă хÿтĕлев чиккисене тума йышăну кăларнă. Кĕркуннен юлашки уйăхĕ питĕ сивĕ килнĕ. Вăй питти çынсем пурте — фронтра. Яла юлнă хĕрарăмсем, ватăсем, çул çитмен ачасем кĕске тапхăрта 380 çухрăм тăршшĕ хÿтĕлев чиккисене чавнă. Чăваш халăхĕн чăн-чăн паттăрлăхне чылай хушă вăрттăнлăхра тытнă — архивсен иртнĕ тапхăр пирки документсене çын умне кăларма юраман, хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисем хăйсем те нихăçан та кун пирки калаçман. Халĕ кăна истори страницисене хупласа тăнă чаршавĕ уçăлчĕ.
Тĕл пулура «Здесь кровь сочилась из ладоней…» мультимеди презентацине кăтартрĕç. Районти историпе краеведени халăх музейĕн специалисчĕ Валентина Тихонова ку ыйтупа чылай ĕçленĕ, Крентейкасси ялĕнчен Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă 4 çыннăн асаилĕвĕсене çырса илнĕ. Валентина Аркадьевна хăйĕн шырав ĕçĕпе паллаштарчĕ.
Янмурçинти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен /пенсионерсен/ канашĕн председателĕ, сывлăх сыхлав ĕçĕн ветеранĕ Юлия Леонидова Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче тĕпленнĕ Любовь Степановăн районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра кун çути курнă «Çав кунсем асран тухмаççĕ» статйине вуласа пачĕ: «Почта ещĕкĕнчен çĕнĕ хаçат-журнал илсе кĕтĕм те, чи малтан район хыпарçине алла тытрăм. Унта «Тыл ĕçченĕсене — пысăк чыс» статья кун çути курнă. Ăна пирĕн районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсене тума тытăннăранпа 75 çул çитнине халалланă. Ăна вуласа тухсан чылайччен шухăшласа лартăм.
1942 çул пуçламăшĕнче Çĕнĕ Пуянкасси ялне ыттисемпе пĕрле Красноармейски районĕнчи 4-мĕш Упи /хăйсем çапла калатчĕç/ ялĕнчен килнисем те пурччĕ. Вĕсене килĕрен пурăнма вырнаçтарчĕç. Паянхи пек астăватăп, пирĕн пата та пÿрт-çурт пĕчĕккине пăхмасăр 4 çынна — виçĕ хĕрарăмпа та пĕр арçынна — хваттере ячĕç. Марьепе Праски — пĕр тăвансем тата Варук. Виççĕшĕ те вĕсем Эльпуç ялĕ патне окоп чавма каятчĕç. Никонор ятли çĕр пÿртсем, дзотсем тума вăрмантан лашапа йывăç турттаратчĕ. Пирĕн ял çыннисене вара хÿтĕлев сооруженийĕсем тума Тенияльне янăччĕ. Манăн пиччепе инке вĕсем патне лашапа вăрмантан йывăçсем илсе тухатчĕç.
Хаяр вăрçă пырать. Вăй питтисем Тăван çĕршыва ирсĕр тăшмантан хÿтĕлеме тухса кайнă. Яла шур сухалсем, хĕрарăмсем, ача-пăча çеç юлнă. Ун чухне ялти шкулăн пиллĕкмĕш класне çÿреттĕм. Аттепе аннерен эпĕ икĕ çул та пилĕк уйăхра тăлăха юлнă. Çапла, çывăх çыннăмăрсен ачашлăхне курмасăр 6 пĕр тăван çитĕнтĕмĕр. Эпĕ кĕçĕнни пулнă, аслă пиччепе инке патĕнче ÿсрĕм. Çавăнпа чылай чухне мана, шкул ачине, киле пĕчченех хăваратчĕç. Окоп чавакансем те пирĕн патра пурăннăран выртса тăма та вырăн сахалччĕ, кăмака çинче çывăраттăм.
Пĕррехинче окоп чавакансем киле иккĕн кăна — Варукпа Марье килчĕç. Тулта шартлама сивĕ тăратчĕ. Праски таврăнмарĕ. Вăл килменнине темĕнпе те сăлтавларĕç. Ирхине çакна штабрисем пĕлнĕ те шырама янă. Нумай та вăхăт иртмерĕ — шăнса хытнă çынна тупса килчĕç. Эпĕ те çак хыпара илтсен правлени патне кайса пăхрăм. Çуна çинче хытса кайнă хĕрарăм выртать. Ăна Поликарп Исаевăн пушă ларакан пÿртне илсе кĕчĕç, мунчине хутса ăшăтрĕç, çуса тасатса Çĕнĕ Пуянкасси масарне пытарчĕç.
Окоп чавакансем нумаях ĕçлеймерĕç, çур енне килĕсене саланчĕç.
Çапла, çул хыççăн çул хыçа юлать. Хаяр вăрçăра çĕнтернĕренпе те чылай вăхăт иртрĕ. Çав Çĕнтерÿ пачах та çăмăл килмерĕ. Ăна çывхартассишĕн тыл ĕçченĕсем те самаях тар тăкнă. Çавăн пек нушана пирĕн ачасен, мăнуксен нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ».
Зоя Гаврилова /Финдюкова/ хăйĕн ашшĕ пирки ăшăпа аса илчĕ. Партипе совет тата хуçалăх ĕçĕн ветеранне Иван Финдюкова Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума сумлă тÿпе хывнăшăн 1942 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă.
РФ Журналистсен тата ЧР Çыравçăсен пĕрлĕхĕсен пайташĕ Гурий Дубров хăйĕн ентешĕсем, Кăмакал ялĕн çыннисем, асăннă хÿтĕлев чиккисене тума хутшăнса паттăрлăх кăтартнине уйрăммăн асăнчĕ, вĕсене халалласа çырнă «Юлчĕ Сăрăн çĕрĕ ман асра» сăввине вуласа пачĕ.
Чăваш халăх наукăпа ÿнер академийĕн членĕ Владимир Серафимов архиври документсемпе паллаштарчĕ. «Тимлĕх» клубăн чи хастар членĕ Валентина Клементьева Михаил Исаковскин «Русской женщине» сăввине чуна пырса тивмелле вуларĕ.
Шур сухалсем «Сурский рубеж — фронт в тылу» информаци куравĕпе паллашрĕç, кашниех Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» кĕнекине алла тытрĕ.
Çакăн пек тĕл пулусенче кашнинех куçĕсем шывланаççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Паянхи янкăр тÿпешĕн фронтра та, тылра та пурнăçне, вăй-халне, сывлăхне шеллемесĕр тар тăкнă ентешсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмăрта упранĕç.
С. ГУРЬЕВА.