15 апреля 2021 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ирсĕр тăшман сĕмсĕррĕн пирĕн ял-хулана çĕмĕрсе-çунтарса малалла талпăннă. 1941 çулта нимĕçсем Тăван çĕршывăн тĕп хули Мускав çывăхнех çитнĕ. Тăшман ун чухне чылай вăйлăрах пулнăран совет çарĕсем пысăк çухату тÿснĕ. Çавна май ытти çĕрти пекех Чăваш Енре те Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума йышăну кăларнă.
Йышăнăва пурнăçа кĕртме Трак тăрăхĕнче пурăнакансем те кар! çĕкленнĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче парти райкомĕн бюровĕ çĕр чавакансен бригадисен ертÿçисене çирĕплетнĕ. Çав йышра Карай ял советĕнчи Волков ячĕллĕ хуçалăхри Агафия Тимофеева та пулнă. Ентешĕм Тăвай районĕнчи Тенеяль, Çĕнĕ Пуянкасси ялĕсем çывăхĕнче окоп чавма хутшăннă. Асăннă тăрăхра ухлатса минăсемпе снарядсем çурăлман, самолетсем вилĕм сапман, атакăна сиксе тăракан пулман, нимĕçсен пехоти те курăнман пулин те халăха йывăр пурнăç, нуша хытă тертлентернĕ. Хĕрарăмсемпе ватăсем, хĕрсем 40-42 градус сивĕре ĕçленĕ. Çие тăхăнма ăшă тумтир çитмен, апат-çимĕç те хĕсĕк пулнă. Çирĕплетсе панă нормăна ниме пăхмасăр тултарма тивнĕ. Икĕ метр ытла тарăнăш шăннă çĕре лумпа такканă. Вăл вара вак укçа пек кăна катăла-катăла ÿкнĕ. Лумран йывăртараххи тата мĕн пулнă-ши? Пĕр кĕреçе тарăнăш çĕре алтиччен çан-çурăм шăпăр-шăпăр тарпа витĕннĕ. Каярах шăнса хытнă, чир ернĕ. Выçă-и е тутă-и — ир пуçласа каçчен ĕçлеме тивнĕ. Япăх тумтир витĕр çил касса вĕрнĕ. Пилĕк мăшăр çăпата-тăла виçĕ уйăха та çитмен. Йывăр ĕçленĕрен тата выçăпа асапланнăран нумайăшĕ чире кайнă. Пурнăçран уйрăлнисем те сахал мар пулнă. Тавах Турра! Пирĕн тăрăха тăшман çитеймен. Чăваш халăхĕн паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ Тăван çĕршыва юратнине кăтартса панă, кашниех ирсĕрсене тытса чарассишĕн, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă.
Тăвай тăрăхĕнче виçĕ уйăх нушаланнă хыççăн Карай хĕрĕ Агафия Тимофеева бригадир «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе киле таврăннă. Анчах пурнăçра йывăрлăхсем татах кĕтнĕ-ха ăна. Агафия 1920 çулта Çĕньял Карай ялĕнче çуралнă. 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Каня /çапла чĕннĕ ăна ялта/ Вăрнарти совхоз-техниумра ветеринар ăсталăхне алла илнĕ. Ун хыççăн тăван хуçалăхра сурăх ферминче, уй-хир бригадинче тăрăшнă. Хастар чун-чĕреллĕ хĕр-упраç 1936 çулта колхозниксен Чулхулара иртнĕ V с±ездне кайма тивĕç пулнă. 21 делегат сивĕ çанталăка пăхмасăр инçе çула йĕлтĕрпе тухнă. Унта Агафия Тимофеевăна «Горький крайĕн ударникĕ» паллăпа чысланă.
1940 çулта Агафия Кÿлхĕрри каччипе Павел Тихоновпа çемье çавăрнă. Виçĕ уйăхран çамрăк упăшкана Çĕрпÿри çар комиссариатне чĕнсе илнĕ. Унтан ăна васкавлăн Свердловск хулине янă. Павел çар училищин курсанчĕ пулса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл ял-йышпа, тăванĕсемпе, çемйипе сывпуллашмасăрах фронта тухса кайнă. Канаш станцийĕнче курнăçмалла пулмĕ-ши тесе, Павăл паллакансенчен Каньăна тĕл пулăва пыма чĕннĕ. Шел, шăпа вĕсене тĕл пулма пÿрмен. Ентешĕмĕр Ворошиловград çĕрĕ çинче бомба çурăлнипе вăрçа кĕричченех ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
Агафия çичĕ çул юратнă мăшăрне кĕтсе пурăннă. Вăрçă хыççăн хунямĕшĕ-хуняшшĕпе пĕрле çĕнĕ çурт çĕклесе лартнă. Йывăрлăхĕсем темĕн чухлĕ пулнă пулин те, хăй хуçăлнине нихăçан та кăтартман вăл.
Пĕччен пурнăç пурнăç мар ĕнтĕ. Тихăн Курмилович сĕннипе кинĕ ял каччине Иван Нестерова качча тухнă. Шел, кил хуçи арçынĕ йывăр чире пула 28 çултах çĕре кĕнĕ. Агафия виçĕ ывăлпа тăлăха юлнă. Анчах ку хутĕнче те патвар хĕрарăм пуçне усман. Малаллах талпăннă, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ял-йыш хушшинче ырă ятпа палăрнă.
Халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ Агафия Тимофеева. Анчах Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă хастарăн, тыл ветеранĕн ячĕ ял-йышра, ачисенче, мăнукĕсенче упранса юлнă. Г. ЕГОРОВА.