15 апреля 2021 г.
Кĕçĕн Шетмĕри вулавăшра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен паттăрлăхне халалласа шкулта вĕренекенсем валли «Сăр хÿтĕлев чиккисем: вăл мĕнле пулнă» ятлă астăвăм урокĕ иртнĕ.
Ун умĕн ачасем «Сăр хÿтĕлев чиккисем. Аса илÿ. Пĕл. Манса ан кай» кĕнекесен куравĕпе паллашнă. Вулавăш ĕçченĕ Алина Сергеева электронлă презентаци пулăшнипе Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Унта алла-аллăн тытăнса республикăра пурăннă тĕрлĕ халăх çынни тар тăкнă. Ачасем хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă Екатерина Барановăн сăмахĕсене итленĕ. Ăна хăй вăхăтĕнче унăн хĕрĕ Эльвира Семенова çырса илнĕ. Катя ун чухне шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕреннĕ. Хĕр ачана çулĕсене пăхмасăр Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ патне хÿтĕлев чиккисене тума илсе кайнă. Хĕр мĕн пур йывăрлăха чăтса ирттернĕ.
Юлашкинчен Алина Сергеева библиотекарь пухăннисене Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕпе паллаштарнă. Ĕç-хĕл унта шăпах çак хÿтĕлев чиккисене туни пирки пырать. А. СЕРГЕЕВА.