15 апреля 2021 г.
Елена Михайловна Константиновăна эпĕ 30 çул ытла, хам Упи кинĕ пулнăранпах, аван пĕлетĕп. Кÿршĕсем эпир. Çу кунĕсем çитсен, мĕн пур ĕç пахчана куçсан, ытларах тĕл пулатпăр эпир унпа. Тепĕр чух карта урлах çăвар типичченех пĕр-пĕринпе пуплетпĕр, ку тăрăхри, Трак енри юлашки хыпарсене сÿтсе яватпăр. Нумай чухне вăл сăмаха хăйĕн кун-çулĕ çине куçарать.
Йывăр ачалăх
…Ялта ăна Елькка тесе чĕннĕ. Вăрçă хыççăнхи çăмăл мар тапхăрта Пикшик тăрăхĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Выçăллă-тутăллă пурăннă. Ачасене те аслисемпе пĕрлех ĕçе явăçтарнă. Сакăр-тăхăр çулти Елькка та амăшне пулăшнă. Çĕтĕк кĕрĕк уртса янă та колхоз уйĕнчи куккуруса кураксенчен сыхлама çÿренĕ. Амăшĕпе çеç çитĕннĕ вăл. Шупуçĕнче çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Атăл леш енчи Сосновкăна кайнă.
Хĕр ача питĕ вĕренесшĕн тăрăшнă. Ачаран юрра-кĕвве юратнăскер Çĕрпÿри культура училищине вĕренме кĕнĕ. Пултаруллăскере тÿрех асăрханă. Уçă сассипе пурне те тыткăнланă вăл. Анчах студент пурнăçĕ пĕртте çăмăл пулман. Укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе час-часах юн панă. Пĕррехинче пианино калама ларать — пускăчсене куçарма та вăй юлман.
Унтанпа вăхăчĕ самаях иртнĕ пулин те, Елена Михайловна çакна ниепле те манаймасть.
— Ну, юн панăшăн илнĕ укçапа мĕн туянтăн-ха? — ыйтнă музыка ертÿçи Галина Терентьевна.
— Резина атă тата авторучка, — тенĕ пуçне пĕксе хытанка хĕр ача.
— Итле, хĕрĕм, — тенĕ вĕрентекен. — Донор пулма ан васка, эсĕ ахаль те начаркка.
Вĕренÿ семестрĕ пĕри теприне улăштарнă. Çамрăксене час-часах практикăна янă: фабрикăна, рабочисем патне. Çывăх тусĕпе Верукпа /вăл каярах паллă юрăç-композиторăн Гурий Алексеев-Яманакăн мăшăрĕ пулать/ Елькка таçта та ĕлкĕрнĕ. Пĕррехинче студентсемпе вĕрентекенсем Упи ялне концертпа килнĕ. Кунти çĕнĕ культура çурчĕ пурне те илĕртнĕ. Чылайăшĕ, уйрăмах хĕрсем, кунта ĕçлеме килмешкĕн ĕмĕтленсе калаçнă. Лена çеç нимĕн те чĕнмен. Вĕренсе пĕтерсен направленипе пĕр-пĕр яла ярсан конюх пÿртĕнче те пулин ял çыннисене пухса икĕ-виçĕ сасăпа хор йĕркелеме картса хурнă вăл.
1966 çулта Елена Михайловна училищăн дирижерпа хор уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. Алла диплом илсен ăна шăпах Упине ĕçлеме янă. Верăна вара районти культура çуртне хăварнă.
Упи тăрăхĕнчи халăх ăна питĕ хапăл туса кĕтсе илнĕ. Ялти вăтам шкул коллективĕ, Ленин ячĕллĕ хуçалăх пуçлăхĕ Леонтий Васильев, партком секретарĕ Федор Германов, ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕ Антонина Миронова çамрăк специалистпа пĕрле ĕçе кÿлĕннĕ. Еленăна Упири культура çурчĕн ертÿçине çирĕплетнĕ. Çĕньял Шетмĕ хĕрĕ хăйне хавхалантарса, пулăшса пынине туйнă. Уписем районти смотр-конкурссенче, ĕçпе юрă уявĕсенче кĕрлесе кăна тăнă. Паян çакна çур ĕмĕр каяллахи сăн ÿкерчĕксем аван кăтартса параççĕ.
Ял-йыш хапăл туса йышăннă
Яла çĕнĕ хĕр килнĕ текен хыпар ялта питĕ хăвăрт сарăлнă. Пурте ăна курасшăн, йĕкĕчĕсем сăмах пуçарса паллашасшăн. Упи ялĕнчи общежитире вĕрентекенсемпе пĕрле пурăннă Лена.
— Ку хăмăр куçлă чиперкке манăн пулать, — пĕлтернĕ амăшне Юра. — Эпĕ ăна никама та памастăп.
Ĕçлеме тытăнсан тепĕр икĕ çултан Ленăпа Упи каччи Юра, шăл фельдшерĕ, çемье çавăрнă.
Горинăпа Спиридоновсене таврара пĕлмен çын та çук. Шăпах çак çемьере çуралса ÿснĕ те Юра. Клавдия Ивановна — Нурăс хĕрĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Ленин орденне, «ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ЧАССР, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Мăшăрĕ Василий Спиридонович, Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕскер, кун-çулне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă, пĕр вăхăт ялти шкул коллективне ертсе пынă, ачасене чăваш тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе пĕлÿ панă, музыка тĕнчин вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ. Ăна «РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, чылай медальпе наградăланă. Туслă та ĕçчен çемье йышлă ача çитĕнтернĕ. Шел, ывăлĕсем Владимирпа Рудольф Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман, пĕри тан мар çапăçура вилмеллех аманнă, тепри хыпарсăр çухалнă.
…Ĕçшĕн çунакан, çынсене хисеплекен кине педагогика ĕçĕн ветеранĕсем килĕштернĕ. Упи шкулĕнче специалистсем çитмен. Çапла Лена вун икĕ çул Упи шкулĕнче ачасене музыка вĕрентнĕ, тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ. Хăй те çав вăхăтрах куçăмсăр майпа библиотекаре вĕренсе тухнă. Хуняшшĕне курман Елена Михайловна. Клавдия Ивановнăна шалкăм çапсан мĕн çĕре кĕричченех кинĕ пăхнă. Хунямăшне аса илсен Ленăн сăнĕ çуталать. Акă мĕн каласа хăварнă Клавдия Ивановна: «Эпĕ Турра ĕненместĕп. Анчах çакăн пек лайăх кине пире мĕнле Турă ярса пачĕ-ши?..»
Ялти вулавăш ĕçченĕ тивĕçлĕ канăва кайсан Лена унта ĕçлеме куçнă. Çав кунтан вăл икĕ лава туртма пуçланă. Пĕр аллинче — кĕнеке, хаçат-журнал, тепĕр аллинче — баян. Ăçта халăх – унта Елена Константинова. Çĕнĕ кĕнекесен куравне, вулакансен конференцине, тематика, ыйтусемпе хуравсен каçĕсене, диспутсем йĕркелемелле, смотр-конкурса хатĕрленмелле. Фермăра, йĕтем çинче, тырă пухса кĕртекенсем патĕнче, колхоз уйĕнче концерт кăтартмалла…
Упи тăрăхĕнчен тухнă çыравçăсемпе Порфирий Егоровпа, Владимир Харитоновпа, Зоя Нестеровăпа, Филипп Андреевпа, Георгий Ефимов-Туслипе йĕркеленĕ тĕл пулусем халĕ те ĕç ветеранĕн куçĕ умне ыррăн тухаççĕ. Мĕн хистенĕ-ши ăна çак ĕçе пурнăçлама? Кам хавхалантарнă? Паллах, юратнă ĕç, чун хистени, тус-юлташĕ вăй-хал хушнă.
«Районти Ĕçпе юрă уявĕсенчен нихăçан та малти вырăнсăр килмен эпир. Пирĕн пек йышлă коллектив /80 ытла çын/ урăх никамăн та пулман пуль. Колхоз председателĕ Леонтий Васильев праçнике хутшăннисене тав сăмахĕ калатчĕ, артистсене хуçалăх столовăйĕнче хăналатчĕ. Хорта юрланă хĕрарăмсем ун хыççăн хăйсене çирĕплетсе панă тымар çимĕç анисене çум курăкран тасатса кăпкалатма анатчĕç. Çавăн пек хастарсемпе ĕçлеме тивнĕ мана», — аса илÿсен çăмхине сÿтет культура ĕçĕн ветеранĕ.
Аваллăхсăр пуласлăх çуккине ăнлансах Упи кинĕ вулавăшра этнографи кĕтесĕ йĕркеленĕ. Чăн-чăн чăвашлăх управçи унта пыракансене пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле пир тĕртнине çеç мар, чăпта çапнине те кăтартнă. Хăй кунтан кайнăранпа чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Паян ватăн чунне ыраттараканни — этнографи кĕтесне пĕчĕк вырăна хĕссе хуни. Хăй вăхăтĕнче ытти районти ĕçтешĕсем те, культура ĕçченĕсем те кунта килсе курнă.
Елена Михайловна «Сурпан» фольклор ушкăнне йĕркеленине халĕ те манаймасть. Коллективра кашниех юрă юрлама та, ташă ташлама та, кулăш калама та ăста пулнă. Вăл çут тĕнчерен уйрăлнă Майя Яковлевăна, Елена Николаевăна, Николай Осипова, Зоя Мироновăна, халĕ аслă ăру çыннисен шутне кĕнĕ Роза Германовăна, Юля Леонидовăна, Апполинария Ивановăна, Елена Борисовăна, Рая Григорьевăна ăшшăн аса илет. Ялти артистсен пултарулăхне хăй вăхăтĕнче Чăваш телевиденийĕ те ÿкерсе илнĕ.
Пирĕн çĕршывра чыслă ĕç ялан хисепре. 1996 çулта ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă, вун-вун Хисеп хучĕпе чысланă.
Ачисемпе савăнать
Çирĕп çемье — çĕршыв тĕрекĕ. Паян Елена Михайловна хĕрĕпе Ларисăпа, кĕрÿшĕпе Сашăпа, икĕ мăнукĕпе пĕрле пурăнать. Лариса Юрьевна аслă пĕлÿллĕ вĕрентекен, райцентрти «Чебурашка» ача садĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ кĕпер тăвакан организацире вăй хурать, монтажниксен бригадирĕ вăл. Аня Çĕнĕ Шупашкарти фармацевтсен колледжĕнчен вĕренсе тухнă, Даша Трак вăтам шкулĕнче ăс пухать, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрет, пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Осиповсем районта иртекен «Çулталăкри çемье» конкурса темиçе хут та хутшăннă, «Спортпа туслă çемье» номинацире палăрнă. Упинчи Ленин урамĕнчи çурт-йĕрне çĕнетсех, илемлетсех тăраççĕ.
«55 çул Упи кинĕ ятпа пурăнатăп, — терĕ манпа сывпуллашнă май Елена Михайловна. — Хама телейлĕ тесе шутлатăп. Ачасем, мăнуксем пур. Ватлăхра тата мĕн кирлĕ? Турри сывлăхне çеç патăрччĕ».
Татьяна БОРИСОВА.