08 апреля 2021 г.
Районти культура çуртĕнче республикăри ХХII «Çавалпа Шетмĕ кĕввисем» фестиваль иртрĕ. «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ май юрă уявне йĕркелеме тытăннăранпах хутшăнма тăрăшатăп. Кашнинчех унтан ырă туйăмпа хавхаланса, Трак ен сăвăçисемпе композиторĕсен пултарулăхĕпе мăнаçланса таврăнатăп. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.
Юрă-кĕвĕ ăстисен хушшинче çакăн пек халап çÿрет. Тахçан ĕлĕк юрă Кĕввипе Сăмахĕсем пĕр-пĕринпе килĕштереймен, тет. Кĕвĕ çапла каланă: «Эпĕ çын кăмăлне ачашласа лăпкатăп, тарăхсан кăшкăратăп. Çавăнпа мана ытларах юратаççĕ». Сăмахĕсем вара хирĕçленĕ: «Эпир пĕтĕм шухăш-кăмăла тытатпăр, пирĕнсĕр сана пурте ăнланмасан та пултараççĕ. Сан пек нăй-най тумастпăр».
Кĕвĕпе сăмахсем тавлашнине юрăçă илтнĕ: «Эй, чунăмсем, ан хирĕçĕр, ан вăрçăнăр. Эсир — пиччĕшĕпе шăллĕ. Лайăх шухăшласа пăхăр та çакăн пек пулăр:
Эсир иксĕр пĕр тăван,
Пĕр йĕркери пек çăпан.
Тĕл пулнă пек чух ялан
Ыталанăр чунпалан.
Кам илтекен, пĕлекен
Асран ямĕç нихăçан».
Кĕвĕпе сăмахĕсем шухăшланă хыççăн килĕшрĕç: «Чăн та çапла-çке». Унтанпа вĕсем питĕ килĕштерсе, юратса, этем чун-кăмăлне уçса пурăнаççĕ, тет.
— Халапра каланă евĕр çуллен иртекен «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестивальте те кĕвĕпе сăмахсем пĕр çулпа çÿреççĕ. Сăвăсăр юрă çырăнмасть, кĕвĕсĕр юрă пулмасть. Трак ен композиторĕсемпе поэчĕсем тачă çыхăнса ĕçленĕрен çĕнĕ юрăсем кĕвĕленеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шур сухалсем çапла каланă: «Юрă пулсан пурнăç пур, пурнăç пулсан юрă пур», — терĕ уява ертсе пынă, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Надежда Филиппова. — Кăçалхи фестиваль Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне тата Чăваш Республикинчи халăх пултарулăх çурчĕ никĕсленнĕренпе 85 çул çитнине палăртса иртет.
Надежда Андреевна праçнике уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне — йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертÿçине Валерий Иванова тата районти Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн пуçлăхне Иван Прокопьева йыхравларĕ.
— Çитес çул «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестивале пуçарса янăранпа 25 çул çитет. 1997 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче фестивалĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕ иртнĕччĕ. Унăн тĕллевĕ Трак тăрăхĕнчи юрă-кĕвĕ ăстисен ĕç-хĕлне кăтартасси, композиторсен пултарулăхне хак парасси тата вĕсен илемлĕ юррисене халăх умне кăларасси пулнă. Кунашкал мероприятие ун чухне республикăра пирвайхи хут ирттернĕ. Çавăнтанпа фестиваль хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа пырать. Трак тăрăхĕнчи юрă тĕнчине парăннă хастарсемпе сăвăçсем СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, РСФСР халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Çавалçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Филипп Лукин композиторăн тата Танăш ялĕнче кун çути курнă Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн ырă йăлисене малалла тăсаççĕ. Вĕсен пултарулăхĕ ÿлĕмрен те çăл куç пек тапса тăтăр, илемлĕ те çепĕç юрăсем кĕвĕленччĕр. Фестивалĕн кун-çулĕ вара вăрăм пултăр, — терĕ Валерий Юрьевич.
— Пирĕн пĕрлĕх пурăнать тата ĕçлет, — палăртрĕ Иван Афанасьевич. — Кăçал та кăшăл вирусĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр эпир Чăваш Енри музыка обществин районти уйрăмĕпе /ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров ертсе пырать/ пĕр пулса çак фестивале йĕркелеме палăртрăмăр. Халĕ çакăн евĕр юрă уявĕсем Мăн Çавалпа Шетмĕ шывĕ юхса иртекен районсенче иртеççĕ. Ака уйăхĕнче вара суйласа илнĕ номерсемпе шурă Шупашкара пухăнăпăр. Апла пулсан фестивальте çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем яланах янăраччăр. Юрă-кĕвĕ çынна куллен хавхалантарать, чир-чĕртен сипленме пулăшать. Юрăпа туслă çын ялан савăк кăмăлпа çÿрет.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Выççăлккăра çуралса ÿснĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, 17 кĕнеке авторĕ, «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестивалĕн çулленхи лауреачĕ Валентина Рудникова сăвăç-юрăç 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Общество ĕçне хастар хутшăннăшăн, Трак тăрăхĕнчи çынсене çĕнĕ сăвă-юрă парнеленĕшĕн Валентина Васильевнăна Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йышăнăвĕпе «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă. Юбиляр праçникре çав наградăна общество ертÿçисен аллинчен тивĕçрĕ.
Унтан фестивалĕн концерт программи пуçланчĕ. Ăна районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ /ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров/ уçрĕ. Вăл Афганистанра пуç хунă паттăр ентешсене — Çĕнĕ Йĕкĕтри Валерий Кацовпа Енĕшкассинчи Виталий Степанова — халалланă «Ыр ячĕсем юлаççĕ чĕрере», Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле вăрçăра суранланса паттăрсен вилĕмĕпе çут тĕнчерен уйрăлнă Кăмакал каччине Кондратий Илларионова тата унăн тусĕсене асра тытса çырнă «Асран тухмаççĕ паттăрсем» /юрăсем иккĕшĕ те Гурий Дубровпа Николай Никоноровăн/ шăрантарчĕ.
Концертра районти ачасен искусство шкулĕн «Смайл» ушкăнĕ /ертÿçи — Наталия Григорьева/ «Чăваш сас пачĕ космосран» /Лука Семенов — Иван Прокопьев/, районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн йышĕнче çапăçса паттăрла вилнĕ Василий Михайловпа унăн юлташĕсене халалланă «Тăван çĕре çăлса хăвартăн» /Гурий Дубров — Николай Никоноров/, Еншик Чуллăри кану центрĕ çумĕнчи «Энжей» /ертÿçи — Светлана Михайлова/ «Хул çине ларсам, текерлĕк» /Валем Ахун — Иван Прокопьев/, Шывпуçĕнчи кану çурчĕ çумĕнчи «Кăйкăр» /Эльвира Павлова/ «Çут хумсем» /Ольга Эрпинес — Олег Димитриев/, Заволжски клуб çумĕнчи ветерансен хорĕн хĕрарăмсен ансамблĕ /ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Дмитриев/ «Тăванпа тăван савăнмалла» /Владимир Рыбкин — Анатолий Печников/, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Хавал» «Килсемччĕ, тусăм» /Нина Степанова — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Степанов/, «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ /Антонина Никонорова/ «Сурăм вăрманĕ» /Николай Карай — Иван Прокопьев/, «Пурнăç пархатарĕ — çĕр-анне» /Гурий Дубров — Николай Никоноров/, Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи «Телей» /Валентина Николаева/ «Эпир — Енĕшкассисем» /Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер — Валентина Рудникова/, «Карай ен» /Любовь Платонова/ «Юрату пурах» /сăвви те, кĕвви те Валентина Рудниковăн/, «Упи ен» фольклор ушкăнĕ /Людмила Клементьева/ «Çумăр» /Николай Карай — Иван Прокопьев/, Мăн Шетмĕри кану центрĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» /Луиза Митрофанова/ тата «Чамыш» /Елена Александрова/ «Ачашлăх саманчĕ» /Клавдия Васильева-Тукайăкĕ — Илья Степанов/ юрăсене шăрантарчĕç.
Алманчри кану центрĕ çумĕнчи «Мерчен» ушкăнри Людмилăпа Алена Григорьевăсем «Тăван ял» юрăпа /Валентина Рудникова — Ольга Никифорова/ сцена çине тухрĕç.
Фестивале пĕччен юрлакансем те хутшăнчĕç. 88 çулпа пыракан Гурий Дубров «Чыслар ăсчах шăл тухтăрне» /Гурий Дубров — Николай Никоноров/ тата «Чун юратнă сарă хĕре» /Юрий Артемьев — Гурий Дубров/, Николай Яковлев «Ан хумхан, çăкаçăм» /Юрий Сементер — Иван Прокопьев/, Зинаида Викторова «Тĕлĕкри сăнар» /Галина Дмитриева — Зинаида Викторова/, Николай Никоноров «Çурхи каç илемне упрасам» /Гурий Дубров — Николай Никоноров/, Людмила Егорова «Ĕмĕт» /Ольга Эрпинес — Олег Димитриев/ юрăсемпе куракансене тыткăнларĕç.
Фестивале «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ Юрий Сементер сăввипе Валентина Рудникова кĕвĕленĕ «Икĕ пилеш» юрăпа вĕçлерĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă концерта килнисем çĕнĕ талантсемпе: композиторсемпе, хорсемпе, ушкăнсемпе, уйрăм юрăçсемпе — паллашса тавра курăмне татах та пуянлатрĕç. Кашни коллектив, сăвăçпа юрă авторĕ фестиваль Дипломĕсене тивĕçрĕç. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри музыка обществин районти уйрăмĕн ертÿçи Николай Никоноров фестивале хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнисене пурне те чĕререн тав турĕ. Ю. Борисов.