08 апреля 2021 г.
Çапла ят парас терĕм хамăн асаилĕве. Сăлтавĕ те пур пурнăç тавра сăмах çăмхине сÿтме. Пурнăç пурнăçах ĕнтĕ. Çыннăн кун-çулĕпе, утса тухнă ĕмĕрĕн каçалăкĕпе çыхăннă. Пурте тулли пурнăçпа пурăнма çуралатпăр çĕр çине… Атте-анне тивлечĕпе пурнăç каçалăкĕ умне тăратпăр. Пурнăç, шутласа пăхăр-ха, вĕçĕ-хĕррисĕр пулăмсемпе, шухăшсемпе, ĕмĕт-тĕллевсемпе пуян вăл. Кашни çыншăн манăçсăр, аса илÿсен тĕнчипе çыхăнать.
Пурнăçа хак парса, пурнăç каçалăкĕ тесе çеç мар, пурнăç кустăрми, пурнăç сасси, пурнăç йыхравĕ, пурнăç тăкăрлăкĕ тата ытти сăмах çаврăнăшĕсемпе те пуянлатма тата унăн пĕлтерĕшне уçма пулать.
Пурнăçăн иксĕлми хакне манăн чи çывăх ентешĕмĕр, тавра пĕлÿçĕ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Юрий Зиновьевич Борисов-Георгий Борзин /çапла ун журналистикăри хушма ячĕ/ вара пурнăç саманчĕсенче, ытамĕнче, çаврăмĕсенче, тăкăрлăкĕсенче, туйăмĕсенче, утăмĕсенче туять, вĕсен таппинче пурăнать тата хăйĕн сăмахне калать.
— Çулталăкри уйăхăн кашнин сасси пур. Кĕскен, тапхăрĕ ĕнтĕ. Акă, манăн та хамăн сас, уйăхпа сăнласан эпĕ 1961 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче çутта килнĕ. Çурхи çанталăкра, тăван тавралăх шыв-шурпа шавланă тата çурхи çеçпĕл хĕле вăратса, юр кĕртне ватса чечек сарнă вăхăтра вăй илнĕ. Сăртра вырнаçнă Упи ялне, Мăн Çавал юхан шывĕн шăнкăр-шăнкăр сассипе хама çут тĕнче парнеленĕ аннемĕре тавах, çав шăнкăр сасăпах Çеçĕл Мишши сăвăç пултарулăх каçалăкне кĕнĕ евĕр, тăван чĕлхене, тăван литературăна парăнтăм, çыравçă ани çинче тăрăшатăп халь. Пĕлетĕр-и, 2022 çулхи авăн уйăхĕнче хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнма пуçланăранпа, редакци алăкĕн урати урлă каçса кĕнĕренпе 40 çул çитет вĕт манăн.
— Çапла. Пурнăç каçалăкĕнчи 40 çул сахал та, нумай та мар. Вăл, паллах, чăн-чăн тавра пĕлÿçĕн, журналистăн, çыравçăн ĕç биографийĕпе таччăн çыхăннă. Çавах та мĕнле шухăш-туртăмпа литература, хаçат ĕç-хĕлне кăмăл уççипе парăнтăр? — ыйтуллăн пăхрăм ĕçтешĕмĕр çине. — Чун туртнипе е Турă пулăшнипе?..
— Манăн чи çывăх çыннăмăр анне — Мария Борисовна Борисова, 1923 çулта çуралнă, Упири вăтам шкул хыççăн, пĕр-пĕр професси тавра сăмаха сыпăнтарсан, агроном пирки: «Эсĕ — ял ачи. Эсĕ — çĕр-аннемĕр ывăлĕ. Санра агроном профессине куратăп. Пирĕн ялтах пурăнмалла. Ман пекех яла, çĕре юратмалла», — тетчĕ.
— Çак сăмахсене хăйпе юнашар, çума-çумăн лартсах, шухăшлăн, васкамасăр калатчĕ. Эпĕ ăна, вашаватлăскере, «çук, агроном пулма вĕренместĕп» тесе ÿпкелешмен, кÿрентермен, — хăй сăмахне уçрĕ тус-юлташăмăр. — Çумра Турă пани пулнă-ши?
— Пулнах ĕнтĕ. Мăн Çавал юхан шывĕпе Упи тăрăхĕ мĕн ĕлĕкренех çыравçăсемпе, юрăçсемпе пуян вĕт. Сăмахран, Кĕрекаçри Филипп Андреев, Анат Кушарти Зоя Нестерова, Пайсупинти Владимир Харитонов, Порфирий Егоров тата Тусайри Михаил Прохоров çырнă кĕнекесемпе паян та вулакансем юнашарах. Тата «Вестник недели» хаçата редакциленĕ Владимир Ильина /Упи/ епле манăн.
Эсир те, акă, çав йышрах, ятлă-сумлă. Çавах та хăçан çырма пуçланипе кăсăкланатăп-ха эпĕ? — татах интересленетĕп. — Вăрттăнлăхне уçăр-ха.
Ентешĕм тăруках шăпланчĕ. Редакци чÿречисем çывăхĕнче, кăçалхи пуш уйăхĕн сиввинчен пытанса, çывăракан юр пĕрчисене сăнарĕ-ши? Амăшне аса илчĕ иккен тăруках…
— Хăть мĕн калăр та, хаклă çыннăмăр — анне ĕнтĕ, çумрах, асрах маншăн! Манпа вăл ака уйăхĕнче çăмăлланнă. 2001 çулхи ака уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. 78 çул пурăнчĕ çĕр çинче. «Тăван халăх чĕлхин сĕткенĕпе тулччăр эсĕ çырнă япаласем. Калас тенĕ шухăшу та уçăмлă пултăр. Пултарулăх тĕлĕшпе Турри пани пурах сан ывăлăм», — хăйне мухтанине аса илет тавра пĕлÿçĕ. — Çавăнпа та ятуллă, çыпăçуллă çырас килет.
Юрий Борисов-Борзин шкул саккинченех, 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех, район хаçачĕпе çыхăну тытнă. Малтанлăха вак-тĕвек хыпарсене шкулти «Вĕренÿшĕн» стена хаçатĕнче вырăн панă.
«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕнчи чи çывăх тусĕ, пулăшаканĕ, аслă юлташĕ Владимир Константинов-Улăхсем çамрăкпа туслă çыхăну тытать. Иккĕшĕ пĕрле корреспонденцисенчен тытăнса тĕрленчĕксемпе очерксем, публицистикăлла статьясем хатĕрлеççĕ, вĕсене тĕрĕслесе-якатса çутта кăлараççĕ. Икĕ тавра пĕлÿçĕн, икĕ çыравçăн, пиччĕшĕпе шăллĕ евĕр, çирĕпленнĕ литературăри тата райхаçатри ĕçĕ-хĕлĕ паян та унчченхи пек çирĕп, тÿсĕмлĕ тата тĕшĕллĕ.
— 2000 çулта Владимир Константиновпа пĕрле «Упи ялĕ — 700 çулта», 2006 çулта «Упи тăрăхĕ — çĕршыв мухтавĕ», 2014 çулта «Яков Абрамович Абрамов — депутат первой Думы» кĕнекесене çаптарса кăлартăмăр. Янмурçин — пирĕн тăрăхри чи ватă ялсенчен пĕри. Историйĕ питех те пуян унăн. Çыннисем мĕне тăраççĕ.
Çак шухăш-туйăм, паллах, ялти Алевтина Иванова, Юлия Леонидова ĕç ветеранĕсене канăç паман. Вĕсем ял историйĕпе кăсăкланнă, унăн çыннисемпе курнăçнă, материалсем пухнă. Пĕчĕкех мар калăпăшлă кĕнеке кăларас шухăш-ĕмĕт канăç паман вĕсене, — асаилÿсен хумне вăратрĕ Юрий Зиновьевич. — Вăт çапла 2016 çулта манăн, хастарсем пулăшу кÿнипе, 200 ытла страницăллă «Манăçми ялăм, Янмурçин» кĕнеке вулакан патне çитрĕ. Ку ял çыннисем манран тата А. Ивановăпа Ю. Леонидовăран ĕмĕр манăçми парне илчĕç.
Тепĕр сумлă цифра хаçат ĕçченĕн татуллă, хисеплĕ тата юратуллă çемйипе, тĕрĕссипе, кустăрмана пĕр йĕрпе, тикĕссĕн чуптарнипе çыхăннă. Сăмах май, кăçалхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Упи каччипе, Юрăпа, Супар хĕрĕ, Татьяна, пĕр утма çул хывма пуçланăранпа 30 çул çитет. Кăмăл ăшшиллĕ кил-йыш: пилĕк ача тата пĕр мăнук Борисовсен. Г. Тусли.