Эпĕ Чиркÿллĕ Упи ялĕнче 1961 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анне çапла калатчĕ: «Çĕр çине кайăк килни çемьешĕн питех те пысăк савăнăç. Пирĕншĕн пушшех те. Мĕншĕн тесен пирĕн пĕрремĕш ачан — Всеволодăн вăл вăхăтри вăйсăр медицинăна пула пурнăçĕ кĕске килчĕ, тухтăрсем ăна çăлса хăвараймарĕç. Эпĕ çăмăллансан аçу тепĕр куннех районти тĕп сыватмăша çитрĕ. Кантăк патĕнче тăрать хайхискер. Савăнни паллă, куçĕсем çиçеççĕ.
— Ачи хĕр е ывăл,— ыйтать вăл.
— Мужик,— тетĕп. — Ывăлу валли ят шыра?
— Шырăпăр.
Çапла тата икĕ кун иртрĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Союзри радио Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарни çинчен пĕлтерчĕ. Чăн-чăн паттăр пулса юлчĕ. «Юра ят паратăп ывăлăма» — çакăн пек шухăш вĕçсе килчĕ пуçăма. Хамăр ял хĕрарăмĕ, Упи вăтам шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Елена Николаева ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче çăмăлланчĕ. Вăл та ывăлне Юрий ят пачĕ».
Вăхăчĕ шăвать. Ĕнерхи, виçĕм кунхи вăхăт тĕлĕкри пек кăна. Атте манăн платник пулнă. Вăл вăхăтра ялти Алексей Васильевпа, Матвей Письмовпа, Андрей Борисовпа, ытти арçынсемпе хамăр тăрăхри çынсене пÿрт-çурт, хуралтăсем çĕклеме самаях пулăшу кÿнĕ, укçине те вăл вăхăтри хаксемпе танлаштарсан чей ĕçмелĕх ĕçлесе илнех пулас. Пытарма кирлĕ мар: аттен ырă мар йăлисем пулнах çав. Çавăнпа та анне унран уйрăлма шут тытнă. Каярах çапла турĕ те. Ун хыççăн килти хуçалăхри тĕп çын каланă сăмах маншăн саккун пулнă, ăна итленĕ, çийĕнчех пурнăçлама тăрăшнă.
Кĕскен хамăн йăх-несĕл çинчен. Борисовсем мĕн ĕлĕкренех Упи тăрăхĕнче ĕçченлĕхпе, ырăлăхпа палăрнă çемье пулнă. Вĕсем çирĕп тымартан тухнă тесшĕн эпĕ. Çакна паян кунчченех килте çар тумĕпе ÿкерĕннĕ çынсен вун-вун сăн ÿкерчĕкĕ аван каласа парать. Борис Игнатьевич, ман кукаçи, пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн Хĕрлĕ çара чи малтан çырăннă. Хусана колчакран хÿтĕленĕ. Павел Игнатьевич вара служба кунĕсене Инçет Хĕвел тухăçĕнче ирттернĕ, Раççейпе Япони хушшинче пынă 1905 çулхи вăрçа хутшăннă. Антун мучин ывăлĕ Марк 1914 çулта Грознăйра кавалери чаçĕнче службăра тăнă. П. Борисов капитан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр утса тухнă, Берлина çитнĕ. 1945 çулхи июньте Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Тепĕр тăван — Çĕньял Упири А.Сымокин патшалăх тата общество деятелĕ пулнă. Борисовсем мĕн авалтан вĕлле хурчĕсем тытнă. Çак тупра ламран лама куçса пынă.
Борис Игнатьевич, ман кукаçи, мăшăрĕпе, Ольгăпа, кукамайпа, виçĕ ача — Пантелеймона, Марьене — ман аннене тата Юльăна çуратса ÿстернĕ. Пантелеймон Чĕмпĕрти танк училищине, Хусан университетне вĕренсе пĕтернĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, офицер-танкист. Юля Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă, ĕмĕрне ветеринар ĕçне панă, кун-çулĕ Канаш районĕнче иртнĕ. Тĕп киле анне — Мария Борисовна хăй куçне хупичченех шăн-шăн тытса тăчĕ. «Мана кунтан тухма Турă хушман», — тетчĕ вăл сăмахне шÿте куçарса.
Кÿршĕсен — Мишăпа Нина Андреевсен ачисем – Юра, Коля, Фаина тата Витя хăйсен юратнă çыннине «анне» тесе чĕнетчĕç. Ырă кÿршĕ пулнăран вĕсем патĕнче тăтăшах пулма тивнĕ мана, вĕсен лайăх енĕсем ман çине куçрĕç пулĕ тетĕп. Эпĕ те кăкăр парса ÿстернĕ хаклă çыннăмăра вăл мĕн çĕре кĕричченех, 78 çул таран, анне тесе чĕнтĕм. Амăшĕсене «анне» тесе чĕннĕ çемьене урăх пĕлместĕп эпĕ Упире. Сăмах май каласан, хамăр урам ачи-пăчи хайхи Андреевсем патне пухăнатчĕ. Вĕсен килĕнче партизанла, тытмалла, чушкăлла, пÿскелле, ытти вăйăсене выляттăмăр. Чылайччен тăратчĕ çуйхашнă сасă кунта. Кил хуçисем выляма чарман пире.
Килте арçын пулманран алла ирех пăчкă-мăлатук тытма тиврĕ мана. Куршанакĕ ачаллах çыпçăнчĕ çав. Кукаçи платник-столяр пулнă май унăн кивелнĕ мастерскойĕнче мĕн тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ çукчĕ-ши? Ĕлĕк анкартинче çуррине çĕр улми: ыттине урпа акатчĕç, нумай çул ÿсекен курăксем — люцернăпа ÿхлĕм курăкĕ — пулманпа пĕрех. Анне канмалли кунсене пăхмасăр колхоз ĕçĕнчеччĕ. Палăртнă ĕç кунне тултармасан никам та пуçран шăлман-çке ун чух. Кукамайпа юнашар тăрса çĕр улми анине кăпкалататтăмăр, çум курăкран тасататтăмăр. Пилĕк хытă ыратнипе кукăрăлса ларнăччĕ вăл, алла туя тытнăччĕ, «Г» сас палли евĕр çÿретчĕ. Кĕр кунĕ çитсен вара хайхискер хăйпе пĕрле пахчана илсе тухатчĕ. Çурла тыттарса урпа вырма, кĕлте тума вĕрентетчĕ. Каярах ватăпа танлашмалла тырă выраттăмччĕ. Кĕлтесене çĕмеле купалаттăмăр. Унтан кил картинче çапуççипе çапаттăмăр. Çак çăмăлах мар ĕçе пурнăçлама кÿршĕсене те чĕннĕ. Хатĕр тырра урама тухса çил çинче сăвăраттăмăр. Унăн пĕр пайĕпе çăнăх авăртнă, тепринпе кайăк-кĕшĕке тăрантарнă. Кукамайăн ырă йăла пурччĕ: хĕвел çаврăнăш килтех çитĕнтеретчĕ вăл, хĕл кунĕсем валли ăна типĕтсе хатĕрлетчĕ. Икĕ шĕшкĕ пурччĕ пахчара, мăйăрне уяв валли пухатчĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче вара хĕвел çаврăнăшĕпе мăйăртан хатĕрленĕ парне кÿретчĕ хайхискер...
/«Утмăл урлă каçрăмăр...» кĕнеке сыпăкĕнчен/.