АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утмăл урлă каçрăмăр…

08 апреля 2021 г.

Вăхăтăн хăйĕн чуппи. Ача чухне кайăк-кĕшĕк валли лаша каяшне пухма час-часах ялти лаша витине чупаттăмăр. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Ванькка пичче конюхра ĕçлетчĕ. Вăл хĕл кунĕсенче тихана е кĕсрене çуна кÿлсе чупма вĕрентетчĕ. Хушăран пире те çуна çине лартса катаччи чуптаратчĕ. Хайхискерсем, турта хушшине тăрса курманскерсем, вите территоринчен тухсанах тапса сикетчĕç. Эх, вирхĕнетчĕç вара ял урамĕ тăрăх. Кайсан-кайсан пĕр çурт патне пырса чарăнатчĕç, хăйсем йĕп-йĕпе, пĕççисем тăр-тăр! чĕтреççĕ. Маншăн вăхăт çав тиха-кĕсрен чупăвĕн хăвăртлăхĕ пек васкать.

Утмăл урлă каçрăмăр… Анчах ачаччĕ. Нăш-нăш тутарса, сăмса юхтарса катăк йĕмпе чупаттăмăр. Паян пуçăмри çÿçсене пас тытрă, авă. Сăмса айĕнчи усси те шурă тĕспе витĕнчĕ. Вăхăт чуппине чараймăн çав.

Çулсем хыçа юлнă май куç умне ачалăх тухса тăрать. Пирĕншĕн, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çуралнăскерсемшĕн, вăл пыл та çу килмерĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Анчах та эпĕ çав-çавах ăна ылтăн тапхăрпа танлаштаратăп. Батон е шурă çăкăр, пылак çимĕç уявсенче кăна астивсе пăхнă эпир. Килте йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнăран сĕтел çинчен аш-пăш татăлман. Нумайăшĕ ĕне тытнă, сĕчĕ-çăвĕ çиме те, сутма та çителĕклех пулнă. Кăмакаран 3-4 ыраш çăкри пĕçерсе кăларни чăн-чăн праçник пек танлашнă. Ман çулхисем çакăнпа килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Ăшă та кăпăшка çăкăрăн чĕллине хуçаттăмăр та ун çине тăвар сапса урама вĕçтереттĕмĕр. Пирĕн, хальхи пепкесен пек, купи-купипе теттесем пулман. Хулăн хăма таткинчен трактор-машин кÿлепи туса панă та хăйăр çинче вылянă. Эх, хам пек шĕвĕрсем, «хурçă ут» сасси кăларса ăмăрту йĕркелеттĕмĕр: кам тарăнрах «çĕр чавать», хăвăртрах чупать… Çулла ăшă çумăр çуса каятчĕ те шыв лупашкисем тăрăх çара уран пĕчĕк тимĕр урапасем тĕксе чупаттăмăр. Урана ыраттарнине те, ăна кастарнине те астумастăп.

Пуян пурăнман манăн ентешсем. 60-мĕш çулсенче Упи ялĕнче улăм витнĕ çуртсем пурччĕ-ха. Хăш-пĕр çемьен хăйсен мунчи те çукчĕ. Пĕр ÿкерчĕк тухса тăрать: канмалли кунсенче эпир хамăр мунчара çăвăнса тасалнă хыççăн пирĕн патăрта хамăр урамри 3-4 çемье мунча хутса кĕретчĕ. Телевизорĕ те 1-2 çемьен кăна пулнă ун чух. Ялĕпе те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕн Пракух мучин пĕртен-пĕр кăвак тĕслĕ ЗАЗ йышши «Запорожец» автомашина пурччĕ. Пĕр пĕлĕшĕм велосипед туянас тесе çу каçипе ял кĕтĕвне кĕтрĕ. Ĕмĕтне пурнăçларĕ, икĕ урапаллă «тус» туянса ярăнма вĕренчĕ.

Утмăл урлă каçрăмăр… Икĕ ĕмĕрте пурăнса куртăм вĕт. Асрах-ха иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕ. Райхаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăнсан, профсоюз организацине ертсе пынă май кунта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ хĕрарăмсемпе арçынсене ырă йăлапа сĕтел хушшине лартаттăмăрччĕ, пенсие тухнă ятпа саламлаттăмăрччĕ. «Сирĕн те пирĕн çула çитмелле пултăрччĕ», — тетчĕç хайхискерсем. Акă паян хам та çав çула çитрĕм.

Утмăл урлă каçрăмăр… Çак тапхăрта кампа кăна курнăçма, паллашма, алă тытма тÿр килмен пулĕ мана? Çул çинче хура чунлă, хăйсемшĕн çунакан çынсем тупăнчĕç пулин те, ăшă кăмăллă, тарават, çăмăл мар лару-тăру сиксе тухсан алă тăсса пама хатĕр, çынлăх туйăмĕ пысăк ĕçтешсем ытларах пулчĕç, тавах вĕсене. Хама таса сывлăх парнеленĕшĕн юратнă аннене, турра тав тăватăп, мăшăрăмпа, ачасемпе килĕштерсе пурăннăшăн хама телейлĕ тесе шутлатăп.

60 çул. Нумай-и вăл е сахал. Ман шутпа, истори тĕлĕшĕнчен пăхсан вăл пĕр пăнчă кăна, вăхăтпа илсен — 21900 кунпа каç. Сахал мар вĕт. Çак тапхăрта сахал мар шыв-шур юхрĕ. Çĕршывăн мĕнле пуçлăхĕпе пурăнса курмарăм пулĕ: Н. Хрущев политикине Л. Брежнев улăштарчĕ, Ю. Андропов çирĕп дисциплина шантарнăччĕ, анчах ĕмĕрĕ кĕске килчĕ, ун хыççăн çĕршыв тилхепине К. Черненко тытса пăхрĕ. М. Горбачев перестройки те ыррине памарĕ, мăнаçлă СССР саланчĕ, Раççей пуçĕнче тăнă Б. Ельцин хăтланăвĕсене те курса тĕлĕнтĕмĕр… Кĕске хушăрах теме те, такама та куртăмăр.

Çак йĕркесене çырнă вăхăтра пуçа пĕр сăвăри йĕркесем пырса кĕчĕç:

Хум çаврăнса çитсессĕн çырана

Пĕрре пырса çапать те — саланать.

Этем ĕмри те шутласан, тăванăм,

Çыран хĕрне çитес самант кăна.

Çапла, вăхăт иртнĕ май пурте ватăлатпăр, шур сухал ята илтетпĕр. Сăмахăма çак сăмахсемпе вĕçлетĕп:

Тинкерсе пăхсассăн хурăна

Манăн пурнăç тăнăн курăнать.

Ăшă çумăр хыççăн – савăнать.

Лăпкă мар çанталăк — хумханать.

Ватăлсассăн хăвăрт çаралать.

Йăванса çĕрет те… çухалать.

Мана тепĕр чухне çыннăн кун-çулĕ темшĕн çак хурăна аса илтерет.

 

Сире ырă сунса, Раççей Журналистсен сюзĕн членĕ,

Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ

Юрий Борисов - Георгий Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика