АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Радиори пĕрремĕш интервью

08 апреля 2021 г.

 

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче эпĕ Чăвашрадиопа тачă çыхăну тытаттăм, ăна тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсемпе тивĕçтерме тăрăшаттăм. Отпуск вăхăчĕ çитсен вара кашни çулах тĕп хулари Николаев урамĕнчи 10-мĕш çуртра вырнаçнă радиохыпарлав комитетне хамăн вăхăтлăх ĕç вырăнĕ туса хураттăм. Çав тапхăрта эфира мĕн чухлĕ очерк, тĕрленчĕк, репортаж кăларман-ши?

Сăмах май, Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине 1983 çулта тивĕçрĕм. Мана унпа Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн» хаçатра кун çути курнă публицистика стайисемшĕн тата Чăвашрадиопа эфира кăларнă «Ялти ятлă çынсем» ярăмри очерксемшĕн чысларĕç…

Çапла, черетлĕ кану тапхăрĕ çитсен пĕр ирпе Чăвашрадио çуртне пырса кĕтĕм, тÿрех хамăн ĕçтешĕм, музыка кăларăмĕсен редакторĕ Иван Константинов-Ахрат патне васкарăм. «Çитрĕн те-çке, — терĕ Иван Васильевич, аллăма хыттăн чăмăртанă май. — Тăван тăрăх хыпарĕсемпе каярах паллаштарăн. Халĕ тÿрех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткинчен, хĕр чухнех «Чăваш шăпчăкĕ» ятне илнĕ Анна Ивановна Токсина юрăçран интервью илме кай. Хăйĕнпе калаçса татăлнă, вăл сана кĕтет…»

Чĕрем çавăн чухне мĕн тери çĕкленÿллĕн те хĕпĕртÿллĕн тапнине çырса кăтартма сăмах та çитмест. Ара, юрă-кĕвĕре кăна мар, прозăра та самаях ăнăçлă утăмсем тăвакан, вулакансене паха хайлавсемпе савăнтаракан Иван Константинов-Ахрат Чăваш çĕршывĕн чи пултаруллă юрăçисенчен пĕри шутланакан сумлă та чыслă маэстроран интервью илме никама та мар, мана шанать-çке! Юрăçă пурăнакан çурта хăвăртах шыраса тупрăм. Сакăр теçеткене тахçанах хыçа хăварнă хĕрарăм тараватлăн кĕтсе илчĕ. Пирĕн тĕл пулу çавăнтах ăш пиллĕ калаçăва куçса кайрĕ, магнитофонăн вăрăм ленти евĕр аса илÿсен ярăмĕ çырăнма пуçларĕ…

Мĕн кăна тÿсме тивмен ăна? Çĕрпÿ районне кĕрекен Çавалхĕрри Кăнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, пирĕн республикăра чи малтан «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки» хисеплĕ ятпа чысланă. Çакăн хыççăнах хĕрарăма «халăх тăшманĕн» ярлăкне çакса сум-чапран кăларнă. Вăл хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче /юрăçă 1985 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ/ хĕртсе пăхакан хĕвел ăшшине те, хура пĕлĕтсем хупласа илнĕ тÿперен пуçĕ çине тăкăннă пăрлă çумăр сиввине те ытлăн-çитлĕнех курнă-иç! Çакă пĕтĕмпех юнашарах ĕçлесе пурăннă, анчах пуçлăхсене юрас тесе темĕн тума та хатĕр тискер чун-чĕреллĕ çынсен суя те наркăмăшлă сăмахĕсене пула. Анна Ивановна мăшăрне, республикăри Халăх комиссарĕсен канашĕн председательне Василий Иванович Токсина персе вĕлерме приговор йышăннă пулнă. Иккĕмĕш хут суд тунă хыççăн ăна вунă çуллăха ирĕкрен хăтарса Архангельск облаçĕнчи Котлас чукун çулне тунă çĕре ăсатнă. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, айăпсăр айăпланнă çыннăн кун-çулĕ ытла та синкер вĕçленнĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче кун çути курнă Василий Токсинăн чĕри, лагерьти йывăр та тертлĕ пурнăçа тÿсеймесĕр, Котлас станцийĕнчех тапма чарăннă. Телее, унăн таса ятне тавăрнăранпа вăхăт самаях иртрĕ ĕнтĕ. «Халăх тăшманĕ» ят вун тăхăр çул манăн чĕрене ыраттарса тăчĕ, — куççулĕ витĕр каларĕ Анна Ивановна. — Тавах Турра! Ахăр самана иртсе кайрĕ. Çак терт-нуша вĕçленнĕ хыççăн хам та, манăн ачасем те çăмăллăн сывласа ячĕç. «Чăваш шăпчăкĕн» /Анна Ивановнăна хĕр чухнех çапла чысланă/ сасси тепĕр хут çепĕççĕн те илĕртÿллĕн çĕкленсе янăрама тытăнчĕ мар-и? Мана пысăк сценăсем çине чĕнсе кăларма пуçларĕç, Чăвашрадион музыка кăларăмĕсенче Токсина репертуарĕнчи юрăсем çĕнĕрен янăранине илтнипе хавхаланнă ентешĕмсен ăш пиллĕ тав сăмахĕсем кăмăлăмра ырă туйăмсем çуратрĕç…»

Анна Токсина Мускаври консерваторире вĕренни, Чăваш хорĕпе пĕрле Тăван çĕршывăн тĕп хулинче концертсем пани, вĕсене правительство пуçлăхĕсем пырса курни, Пĕтĕм Союзри радиопа тухса юрлани çинчен уйрăмах çĕкленсе каласа кăтартни паян кунчченех манăн асăмра упранать.

Токсинсен çемйине калама çук йывăр инкек килсе хупласан Анна Ивановна тăватă ачине илсе Çавалхĕрри Кăнаш ялне çитнĕ, кунта аслашшĕнчен юлнă çуртра çывăх тăван-пĕтенĕпе пĕрле хуйха-суйха, терт-асапа çурмалла пайласа пурăннă. Ял-йыш чапа тухнă, анчах кăшт вăхăтран унран пĕтĕм чыс-сумпа хисепе туртса илнĕ ентешĕнчен пăрăнман, ăна май килнĕ таран ăшă сăмахпа кăна мар, мул-пурлăхпа та пулăшнă.

Эпĕ районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра ĕçленине пĕлсен вăл ача пекех хĕпĕртесе ÿкнине сисрĕм. «Ара, Мускаври консерваторире вĕреннĕ çулсенче тăван яла канма килсен килте алă усса ларнă тетĕр-и? — йăлтăр кулăпа çуталчĕ тава тивĕçлĕ артисткăн илĕртÿллĕ сăн-пичĕ. — Трак тăрăхĕнче çитмен ял хăварман ун чухне. Çавалхĕрри Кăнаш çамрăкĕсемпе Шетмĕпе Çавал таврашĕнче урлă-пирлĕ хутлама ĕлкĕрнĕ. Именкасси, Еншик Чуллă, Супар, Чатукасси, Енĕшкасси, Пикшикпе Карай, Яманак, Ямайкасси… Çав ялсенче пурăнакансене тÿлевсĕр концертсемпе савăнтарнă эпир. Хама «халăх тăшманĕ» туса хунă хыççăн Трак енри мана лайăх пĕлнĕ çыннисем те тĕлĕннĕ ĕнтĕ…»

Пурнăçра пĕрремĕш хут илнĕ радиоинтервьюна Иван Константинов-Ахрата вăхăтра çитерсе патăм. Вăл эфира тухнă хыççăн музыка кăларăмĕсен редакторĕ Йĕпреçе шăнкăравласа ăна «хĕрлĕ хăма» çине çакнине пĕлтерчĕ. Апла-тăк, пĕрремĕш «икерчĕ» хулăм пулса тухман иккен манăн…

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика