АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апполинария Иванова сукмакĕ

01 апреля 2021 г.

Çул Янмурçина выртать

 Çак хĕрарăма эпĕ кун-çулăма Упи тăрăхĕпе çыхăнтарнăранпах аван пĕлетĕп. Тĕп усадьбăра йĕркелесе ирттерекен мероприятисенче те пĕрре мар курнăçнă, сывлăх сунса иртнĕ. Анчах хăйĕнпе куçа-куçăн калаçса курман. Мĕнле пурăнать-ха паян Янмурçинта çуралса ÿснĕ, кун-çулне выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнтарнă, чыслă ĕçшĕн çĕршывăн пысăк наградисене тивĕçнĕ Апполинария Яковлевна Иванова? Çакна пĕлес тесех Мăн Çавал хĕрринчи Янмурçина çул тытрăм.

Ялалла пăрăнакан тăкăрлăкра автобусран иккĕн анса юлтăмăр. Шупашкартан Четвертине килекен Валя иккен пĕри. Калаçма юратаканскер пулчĕ вăл. Çул тăршшĕпех Шупашкар пурнăçĕпе паллаштарса пычĕ, тĕп хулара аслă шкулта вĕренни, яла ашшĕ-амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿрени, тăван Янмурçин хăй патне туртни çинчен пĕлтерчĕ. Çапла сăмах вакласа пынă май яла çитни те сисĕнмерĕ.

— Эпĕ кунталла пăрăнатăп. Сирĕн вара, авă, шурă тĕспе сăрланă кирпĕч çурт патне çитмелле. Шăпах çавăнта пурăнать те сирĕн пулас статьян геройĕ, — терĕ мана хайхискер.

Ăшшăн тав турăм та ăна малалла вашлаттартăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ, кирпĕч çурт патне çитсе тăтăм. Ют çын килнине сиссех пулĕ кил картинчи хураçка сассине пачĕ. Часах кил хуçи хĕрарăмĕ тухрĕ те мана малалла иртме сĕнчĕ.

— Чарăн, Мухтар, пирĕн пата, авă, кăмăллă, ырă çын килнĕ паян.

1975 çулта мăшăрĕпе пĕрле çĕкленĕ кирпĕч çуртра ватлăх кунĕсене ирттерет кинеми. Пÿртре ăшă, çутă, таса, кашни япала хăй вырăнĕнче.

 

Куçĕсем шывланчĕç

Апполинария Яковлевна кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Сăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи патне çитсен вара куçĕсем шывланчĕç.

— Вăрçă ачи эпĕ. Хаяр вут-çулăм пире те тĕкĕнмесĕр иртмерĕ. Çут тĕнчене 1943 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче килнĕ. Атте Яков Артемьевич Артемьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Анне Галина Петровна мана, пĕртен-пĕр хĕрне, хăрах çунат айĕнче пăхса ÿстерчĕ. Хуняçа та, Василий Иванович Иванов, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Хуняма, Анна Сергеевна, хура-шурне самаях курчĕ.

Апполинария 1949-1958 çулсенче Упире пĕлÿ илнĕ. Тен, малалла та вĕреннĕ пулĕччĕ. Амăшĕ йывăр чирлени 15 çулти хĕрачана çутă ĕмĕчĕсене пурнăçлама чарнă. Вăл Янмурçинти сĕт-çу фермине пăрусем пăхма вырнаçнă. Кĕçех ăна тата та яваплăрах ĕç шанса панă — ĕне сума тытăннă. Тепĕр тăватă çул сысна пăхнă. Хăйĕнчен çирĕп ыйтаканскере, кирек епле ĕçе те вăхăтра пурнăçлаканскере пуçлăхсем асăрханах пулĕ çав — ăна ферма коллективне ертсе пыма шаннă. Выльăх йышĕ пысăк пулнă ун чухне: сăвакан ĕнесем, самăртма хупнă вăкăрсем, сыснасем. 1981-1983 çулсенче ун çине тата та пысăк яваплăх тиеннĕ: уй-хир бригадине ăна шанса панă. Вăл вăхăтра шăпах комплекслă бригадăсем йĕркелес ĕç пынă. Çав çулсенчех Апполинария Яковлевна Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă, зоотехник пулса тăнă.

 Мăшăрлă пурнăç

1968 çулхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Апполинария ял каччипе Тольăпа çемье çавăрнă. Анатолий Васильевич ĕмĕрне Упи вăтам шкулĕнче физика учителĕнче ĕçлесе ирттернĕ, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Шел, 2007 çулта йывăр чире пула вăл çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă.

Çак туслă та ĕçчен çемье ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени Ивановсен ачисем пирки каланăнах туйăнать мана. Юрий Хусанти авиаци институтĕнче икĕ çул вĕреннĕ, çарта пулнă, 2002-2008 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машинăсем тăвакан факультĕнчен инженера вĕренсе тухнă. Паянхи кун строительство керамикин «КЕТРА» заводĕнче тĕп механикра ĕçлет. Ачисем — Дмитрийпе Евгений Хусанти авиаци институтне пĕтернĕ. Мăшăрĕ Ирина И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУна пĕтернĕ, хăй профессийĕпе тăрăшать. Ивановсен Лидия хĕрĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче «врач-психиатр-нарколог» специальноçа алла илнĕ. Лидия Анатольевна çичĕ çула яхăн районти тĕп сыватмăшра ĕçленĕ. Халĕ республикăри наркологи диспансерĕнче психиатр-наркологра вăй хурать. Роман ывăлĕ вăтам шкул хыççăн Хусанти авиаци институтĕнче пĕлĕвне ÿстерет.

 

Ĕçре телей тупнă

Апполинария Ивановăн ĕçĕ-хĕлĕ Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа çыхăннă. Вăл Янмурçинти сĕт-çу фермине, каярах Упири сĕт-çу комплексне ăнăçлă ертсе пынă.

Янмурçинăн çур ялĕ вăл çулсенче фермăра телейне тупнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Кунта хăшĕсем çемйисемпе тăрăшнă. Çакă ламран лама куçса пынă. Янмурçинсем çав вăхăтра Ленин ячĕллĕ хуçалăха чапа кăларнă тени те ахаль сăмах мар. Уписем куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялав чылай çул алăран вĕçертмен. Акă пĕр тĕслĕх. 1984 çулта районти ĕне сăвакансен ăмăртăвĕнче Иустиния Маркова, Иван Илларионов, Алевтина Александрова, Галина Маркова кашни ĕнерен 3745-3633-шер килограмм продукци илсе малти тăватă вырăна йышăннă. Хуçалăх патшалăха сĕт сутассине 1987 çулта — 120, 1988 çулта 134 процент пурнăçланă.

А. Иванова вара темиçе хутчен «Районти чи лайăх ферма заведующийĕ» ята тивĕçнĕ. Çав çулсенче Апполинария Яковлевна коллективри кашни çыннăн хуйхи-суйхипе, савăнăçĕ-хуйхипе пурăннă тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Ферма хĕрĕсенчен йĕркеленĕ пултарулăх коллективĕн сăн ÿкерчĕкне курма тÿр килчĕ мана. Çавăнта мар-ши çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ? Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ветеранĕ Светлана Николаева, Алевтина Арсентьева, Елена Клементьева, Елена Николаева, Иван Александров ĕне сăвакансене, Алевтина Александрова техник-осеменатора, пăру пăхнă Пелагея Андреевăна, Георгийпе Альбина Констаниновсене, вăкăр самăртнă çĕрте ĕçленĕ Егор Михайлова, Татьяна Васильевăна, Иван Чистова, Нина Ивановăна, ыттисене ăшшăн аса илет.

Производствăри пысăк кăтартусемшĕн ентешĕме Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсемпе, «Ĕçри хастарлăхшăн», «В. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» медальсемпе, вун-вун Хисеп хучĕпе, Дипломпа наградăланă. Ăна 1985 çулта Чăваш АССР Аслă Канашне депутата суйланă, вăл парламентăн сывлăха сыхлас, социаллă пулăшу парас, физкультурăпа спорт комиссийĕнче тăрăшнă. Кунсăр пуçне ентешĕм темиçе созыв Упи ял, район Совечĕсен депутачĕ пулнă.

 Аппăшĕпе йăмăкĕ пек

 Ленин ячĕллĕ мăнаçлă хуçалăх, унтан «Янмурзино» ял хуçалăх производство кооперативĕ тĕпрен саланнă хыççăн ку тăрăхри хастарсем пурнăçа сÿнме памарĕç.

Сывлăх сыхлавĕн ветеранне, кăçал 75 çул тултарнă Юлия Леонидовăна вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен /пенсионерсен/ канашĕн председательне суйласан ĕçсем вĕресе тăма тытăнчĕç. Юльăпа Апполинария хăйсем тавра пĕр шухăшлисене явăçтарса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата Çĕнтерÿпе таврăннă ентешĕсен ячĕпе парк турĕç. Иртнĕ çул Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа палăк тавра кедр хунавĕсене лартса хăварнă.

Вĕсем пирки темшĕн аппăшĕпе йăмăкĕ тесе калассăм килет манăн. Иккĕшĕ те ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Константинова Упири вулавăш çумĕнче йĕркеленĕ «Сурпан» фольклор ансамблĕнче юрларĕç. Темиçе çул каялла пушара пула Янмурçинсем клубсăр тăрса юлчĕç. Икĕ тус тăрăшнипе кунта çĕнĕ ФАП хута ярсан киввинче халăха пуçтарăнмалли вырăн тума вăй çитерчĕç. Унта ял çыннисем икĕ çул Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илчĕç. Вĕсемех ял-йышран ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксене пухса Асăну альбомĕ хатĕрлерĕç.

Тата тепĕр ырă самант та пур. Юлия Леонидовăпа Апполинария Иванова хăйсен ялĕ çинчен тахçанах кĕнеке кăларас тĕллевпе пурăннă. Материалсем пухса вĕсем 2015 çулта райхаçат журналисчĕ Юрий Борисов патне çитнĕ. Виççĕшĕ пĕрле 200 ытла страницăран тăракан «Манăçми ялăм, ЯНМУРÇИН» кĕнеке кăларнă. Паян Янмурçинсен хăйсен гимнĕ те /«Янмурçинсем эпир — маттур çынсем», сăмахĕсем Николай Ершовăн, кĕвви ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Никоноровăн/ пур. Епле мăнаçланмăн.

 

Ватлăх туяпа юнать

 — Эй, вăхăчĕ пĕр шелсĕр васкать. Сакăр вунна çывхаратăп вĕт, — тет Апполинария Яковлевна. — Иртни нумай сериллĕ кинона аса илтерет. Паян хама телейлĕ тесе шутлатăп эпĕ. 40 çул ытла халăхпа, халăхшăн ĕçленĕ. Нихăçан та пуçлăх тесе тăман. Доярка вăхăтра ĕçе килеймен пулсан, халат уртса янă та ĕне сума ларнă…

Паян килте ывăлăмпа кин пулни епле паха маншăн. Нихăçан та сивĕ сăмах каласа курман вĕсем мана. Çамрăксем килти ĕçсене пуçтарса хăвараççĕ те çăмăл автомашинăпа ĕçе тухса каяççĕ. Кунĕпех килте эпĕ. Кĕсье телефонĕ ялан шăнкăртатать: е Хусанти авиаци институтне пĕтернĕ Дмитрийпе Евгений мăнуксем, е ĕлĕкхи хĕр-туссем шăнкăравлаççĕ… Ĕлĕк фермăра шăннисем халĕ палăраççĕ пулас, тăтăшах ура ыратнипе аптăратăп. Çавна май Юра ывăлăм велотренажер туянчĕ, хамăн пÿлĕме вырнаçтарса пачĕ. Кунсерен 7-8, тепĕр чухне 10 çухрăм таранах «чупатăп». Ун хыççăн вара хама çăмăлрах туятăп.

…Иртнине ылтăн вăхăтпа танлаштаратăп. Хĕрсем юрласа ĕне сума ларатчĕç. Килĕшÿ, туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни, йывăр вăхăтра пулăшасси тĕпре пулнă ун чухне. «Хĕрлĕ кĕтесе» пуçтарăнса çуралнă кунсене пĕрле паллă тăваттăмăр. Иккĕмĕш кил шутланнă вăл пирĕншĕн. Укçаллă та пулнă, канма та, савăнма та пĕлнĕ. Паян пушă ларакан фермăсене, Мăн Çавал леш енчи çын çÿллĕш ÿсекен хăяхпа тулнă çаран çине тинкеретĕп те чунăм çÿçенсе каять…

Апполинария Иванова сукмакĕ… Килтен ĕçе, ĕçрен киле çак сукмакпа миçе çухрăм утнă-ши? Пурнăç, ăраскал, малашлăх сукмакĕ вăл…Т. Борисова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика