01 апреля 2021 г.
Чăваш Енри ĕç çыннисен, уйрăмах ялта пурăнакансен, право культурине тата ку енĕпе пĕлÿ шайне ÿстерес тĕллевпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассине йĕркеленĕ.
Кĕçнерникун райадминистрацин ларусен залĕнче ЧР Юстици патшалăх службин ĕçченĕсем хутшăннипе тÿлевсĕр пулăшу парас ыйтусемпе канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистраци специалисчĕсем, ял çыннисем хутшăннă.
Чăваш Енре пурăнакансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас саккуна пурнăçа кĕртсе пыни пирки ЧР Юстици патшалăх службин ертÿçин çумĕ Игорь Михайлов каласа кăтартнă. ЧР Адвокат палатин президенчĕ Елена Кузьмина республикăра «ЧР тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси» саккуна адвокатсем еплерех пурнăçласа пынипе паллаштарнă. Елена Леонидовна тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме тивĕçлĕ категорири çынсем пирки пĕлтернĕ. Пухăннисен умĕнче çавăн пекех ЧР Юристсен ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Иван Андреев сăмах илнĕ.
Канашлу хыççăн Шупашкартан килнĕ хăнасем район çыннисене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Унта çавăн пекех ЧР Адвокат палатин квалификаци комиссийĕн председателĕ Владимир Арапов, Денис Михайлов суд приставĕ, Светлана Ильина нотариус, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Лариса Анисимова хутшăннă.
Г. БОРЗИН.