01 апреля 2021 г.
Чылай тапхăр районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра ĕçленĕ май мана паллă ÿнерçĕпе Элли Юрьевпа сахал мар тĕл пулма тивнĕ: республикăра вăл йĕркеленĕ куравсенче те, район шайĕнчи культура мероприятийĕсенче те, ятарласа ентешĕсем патне Кĕçĕн Шетмĕне килсен те. Пирĕнтен нумайăшĕ Элли Михайловича Чăваш Енпе Шупашкар хулин гербĕпе ялавĕн авторĕ пулнипе пĕлет. Анчах паллă ентешĕм сахал мар ÿкерчĕк, иллюстраци, кăкăр çине çакмалли паллă тата юбилей медалĕ туса хатĕрленĕ.
Пултаруллă ăру
Элли Юрьев 1936 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче интеллигент çемйинче кун çути курнă. Вăл вунă ачаран иккĕмĕш пулнă. Ашшĕ, Михаил Юрьев-Нямань, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр утса тухнă, журналист, поэт, куçаруçă. Элли çут тĕнчене килнĕ чухне Михаил Иванович ялти çичĕ класлă шкул директорĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ Елена /Евдокия/ Ивановна Юрьева /Амурина/ Пшонкă хĕрĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, ĕçе юратакан тата питех те пултаруллă çын пулнă. Сăмах май, Юрьевсен çемйинчи кашни ачан хăйне евĕрлĕ ят. Акă, Элли ĕлĕкхи чăвашсен «Елесь» сăмахĕнчен пулса кайнă, вăл «ăста», «маçтăр» тенине пĕлтерет.
Ăçтан тупăннă «Юрьев» хушамат?
Çакă та интереслĕ. Ÿнерçĕн ашшĕ енчи кукашшĕ Иван Данилов хушаматпа çÿренĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе унăн ывăлĕ Михаил /художникăн ашшĕ/ икĕ хушаматран пĕрне илме пултарнă: Данилов /ашшĕ енчен/ тата Иванов /ашшĕ ятĕнчен/. Анчах ялта тата тепĕр Иван Данилович Данилов — лаша вăрри тата ултавçă — пурăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче ырă мар ĕçшĕн хайхи Данилова арестлеме килнĕ. Анчах чăн-чăн вăрра мар, урăх Иван Даниловича тытса кайнă. Ÿнерçĕн кукашшĕ пĕр уйăх тĕрмере ларнă. Унтан тухсан вăл çемйине хушамата улăштарма ыйтнă. Аслă ывăлĕ Михаил Лермонтов поэзине юратнăран, паллă поэтăн ашшĕн ятне илнĕ. Çапла Юрьев хушамат çуралнă.
Ачалăхпа çамрăклăх
Элли çуралнă хыççăн çемье ашшĕ ялне Çирĕклĕне куçса кайнă. Унта Михаил Юрьевич пысăк çурт туяннă. Кунта пулас ÿнерçĕн ачалăхĕ иртнĕ. Элли пĕчĕклех кĕнекепе хаçатри ÿкерчĕксене ÿкерсе илме тытăннă. «Астăватăп, аттен ÿкерчĕклĕ альбомне пысăк хавхаланупа пăхса лараттăм… Пилĕк çулта чухне чăваш тĕрри тыткăна илнĕччĕ. Анне пире, пĕчĕкскерсене, ялти тĕн уявне илсе каятчĕ, тĕрĕллĕ чăваш кĕпи тăхăнтартатчĕ», — çапла çырса хăварнă «Аса илĕвĕсенче» Элли.
1946 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан Михаил Юрьевич çемйипе Шупашкара куçса кайнă. Элли хулари 6-мĕш вăтам шкула çÿреме тытăннă, пушă вăхăтра ачасен 1-мĕш ÿнер шкулĕн, 1951-1952 çулсенче Шупашкарти ÿнер училищин сукмакне такăрлатнă.
Пĕлÿ тĕнчи йыхравланă
1955 çулта ентеш алла аттестат илнĕ, Мускаври ÿнерпе промыслан аслă /ĕлĕкхи Строгановски/ училищине кĕме палăртнă. Анчах ÿнер енчен вăтам пĕлÿ çукки ĕмĕте пурнăçа кĕртме чăрмантарнă. 19 çулти каччăна кĕçех çара илнĕ. Çапла вăл Грузин тĕп хулине Тбилиссине лекнĕ. Çамрăкăн пултарулăхне асăрхаса командирсем ăна округри офицерсен çурчĕн çар ÿнерçисен студине вĕренме вырнаçтарнă. Çар хĕсметĕнче тăнă чух ентешĕм I разрядлă спортсмен-парашютист тата III разрядлă спортсмен-планерист пулса тăнă. Салтак шинельне вăл 1958 çулта тин хывнă. Кĕçĕн сержант званийĕпе килне таврăннă.
Элли Михайлович Чăваш Енре мар, Грузире пĕлĕвне малалла тăсма тĕллев лартнă. Çапла вăл Тбилиссири патшалăх ÿнер академине вĕренме кĕнĕ, ăна 1964 çулта аван паллăсемпе вĕçленĕ. Çĕршывăн кăнтăрти республикинче Элли Юрьевăн пур енлĕ таланчĕ уçăлнă: унти скульпторсемпе графиксен мастерскойĕсене çÿренĕ, промышленность графикипе пултарулăх тупăшăвĕсене хутшăннă. Иккĕмĕш курс хыççăн вăл Чăваш кĕнеке издательствипе тачă çыхăну тытма пуçланă, çуллахи каникул кунĕсенче кунта ÿнер редакторĕн тивĕçне пурнăçланă. Диплом илсен ентеш тăван республикăна таврăннă.
Ăстан професси çул-йĕрĕ
1964 çулта Элли Юрьев Шупашкарта ÿнер редакторĕнче ĕçлеме тытăннă.
1967 çулта ăна СССР Ÿнерçĕсен союзне илнĕ.
1969 çулта Шупашкар хулин гербне официаллă майпа ÿкернĕ проектсен уçă конкурсĕнче çĕнтернĕ.
1969-1976 çулсенче Элли Юрьев — Шупашкар хулин тĕп художникĕ.
1972 çулта Элли Андриян Николаев космонавтăн тăван çĕрĕнче Шуршăлта космонавтика музейне илемлетекен ÿнерçĕсен бригадине ертсе пынă.
1975 çулта пирвайхи хут хăй ячĕпе панă мастерской çăраççине алла тытнă.
1976 çулта ÿнерçĕ 40 çул тултарнă тĕле ĕçĕсен ятарлă куравĕ уçăлнă.
1980-1982 çулсенче — Элли чăваш телевиденийĕн студийĕн ÿнерçи, декорацисемпе костюмсен эскизĕсене ÿкернĕ.
1982-1986 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин аслă ÿнер редакторĕ пулнă май Александр Пушкинăн «Маленькие трагедине» /чăвашла/, Константин Ивановăн «Нарспине» /вырăсла/, «Слово о полку Игореве» /чăвашла/ кăларма хатĕрлесе çитернĕ.
1984 çулта икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаев летчик-космонавта «Шупашкар хулин 1-мĕш номерлĕ хисеплĕ гражданинĕ» ята парас тĕлĕшпе кăкăр çине çакмалли паллăна, хăйăва, удостоверение, Хисеп хутне хатĕрлес енĕпе ĕçленĕ.
1986 çулта Элли Юрьев 50 çул тултарнă май ÿнер музейĕнче ятарлă курав йĕркеленĕ. Унта 370 ытла произведени тăратнă.
1988 çулта ентеше Брно хулинче /Чехословаки/ искусство енĕпе кăларакан кĕнекен Пĕтĕм тĕнчери конкурс-биенналене хутшăнакансен йышне кĕртнĕ.
1989 çулхи раштавăн 25-мĕшĕ. «Поэты Франции», «Поэты Венгрии» тата «Поэты Польши» кĕнекесемшĕн тата Элли Юрьева /ÿнер илемлĕхĕшĕн/ литературăпа искусство енĕпе Чăваш АССРĕн К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине пама йышăннă.
1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕ. Чăваш Республикин Аслă Канашĕн сессийĕнче Элли Юрьев эскизĕпе хатĕрленĕ Чăваш Республикин Патшалăх паллисене /гербĕпе ялавне/ çирĕплетнĕ.
1994 çулта Элли Юрьев Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн инаугурацийĕ, ЧР Правительствин çурчĕ валли промграфика, «Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ» альбомăн хуплашкине туса хатĕрленĕ.
1996 çулта Шупашкар хула администрацийĕ Элли Юрьева «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă.
1997 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕ. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Юрьевăн юбилейлă куравĕ ĕçлеме пуçланă. Унта ăстан 800 ытла ĕçне тăратнă.
1999 çулта Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин III с±ездĕнче çак тытăмри пултаруллă ĕçсемшĕн Элли Юрьева «Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин хисеплĕ членĕ» ят парса чысланă.
Чăваш патшалăхĕн символĕсем
Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе ялавĕ Чăваш патшалăхĕпе унăн суверенитечĕн паллисем пулса тăраççĕ.
Герб çине геральдика щитне ÿкернĕ. Унта эпир «Пурнăç йывăçне» куратпăр. «Пурнăç йывăçĕ» /çĕнелсе вăй илнин палли/ — чăваш халăхĕн ĕмĕрсем хушши утса тухнă вăрăм çулĕ. Йывăçпа геральдика щичĕн аялти пайĕн тĕксĕм хĕрлĕ тĕсĕ халăх мĕн авалтанпах ирĕклĕх çĕнсе илмешкĕн тăрăшнине пĕлтерет, çак ăнтăлу вара ăна пуян йăли-йĕркипе хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварма пулăшнă. Çутă сарă тĕс — Хĕвел çутин тĕсĕ. Хĕвел вара пурнăç парнелет. Чăваш халăхĕ сарă тĕсе ĕлĕкрен мĕн пур тĕсрен чи пахи тесе шутланă.
Геральдика щичĕн тăрринче – сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр. Сакăр кĕтеслĕ çăлтăр — чăваш тĕррин чи анлă сарăлнă элеменчĕ. Вăл илемлĕхпе хăтлăха пĕлтерет. Щита ылтăн саспаллисемпе «Чăваш Республики — Чувашская Республика» тесе çырнă хăюпа тытса çавăрнă. Хăю вĕçĕнче ÿкерсе хунă хăмла — чăваш халăхĕпе республика туса илнĕ пуянлăхăн — «симĕс ылтăн» сăнарĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ — тăватă кĕтеслĕ пусма, унăн енĕсем 5х8 виçепе шайлашуллă. Ялава сарă /çÿлти ен/ тĕссене пайланă. Чăваш фольклорĕнче сарă тĕс лайăххине, ыррине сăнарлать. Геральдикăра ылтăн пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ыр кăмăллăха, хĕрхенĕве, çирĕплĕхе, вăй-хала, шанчăклăха ăнлантарать. Хĕп-хĕрлĕ тĕс тивĕçлĕхе, вăй-хăвата, хăюлăха пĕлтерет.
Чăваш Республикин патшалăх ялавĕнче эпир гербăн тĕп эмблемине — «Пурнăç йывăççине» куратпăр, вăл çавăн пекех чăваш патшалăхĕ ÿссе çирĕпленнине, унăн пуласлăхне пĕлтерет. Йывăç кунта та сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăрпа тăрăланать. Виçĕ çăлтăр, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай калашле, «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» тенипе пĕр пĕлтерĕшлĕ. Çак шухăша Элли Юрьев та çирĕплетсе каланă.
Патшалăх гербĕпе ялавĕн авторĕ — Чăваш халăх художникĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин хисеплĕ членĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР инженерипе техника академийĕн академикĕ Элли Юрьев.
Кун-çулĕ
Элли Юрьев 1966 çулта çемье çавăрнă. Мăшăрĕ — Галина Алексеевна Коршунова-Юрьева. Вĕсен икĕ ача — Элена тата Юрий.
Халăх художникĕ 2001 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Шупашкарти 4-мĕш ÿнер шкулне унăн ятне панă. Тĕп хулан пĕр урамĕ ун ячĕпе хисепленет. Шупашкарта тата Кĕçĕн Шетмĕре унăн музей-галерейăсем пур. Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи Мухтав аллейинче Элли Михайловичăн палăкне уçнă. Э.М. Юрьев ячĕллĕ парнесене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне çирĕплетнĕ.
Юрий БОРИСОВ,
журналист-тавра пĕлÿçĕ.