01 апреля 2021 г.
Пикшикри вулавăшра Надежда Спиридонова йĕркеленипе «Ача-пăчан тата çамрăксен кĕнекин эрни» иртрĕ.
Çак эрнере «Ача-пăча кĕнекин тĕнчи пысăк та аслă» ятпа курав-ярмаркка уçăлнă. Вăл «Ача-пăча çĕршывĕ», «Пирĕн таврари тĕнче», «Сире юмах каласа паратăп», «Савăнăçлă тăхтав» пайсенчен тăнă. Çав вăхăтрах ачасем Агния Барто поэтессăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, видеопрезентаци пăхнă. Сăвва илемлĕ вулакансен тупăшăвĕ иртнĕ.