АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тем те тÿснĕ…

25 марта 2021 г.

Тем те тÿснĕ…

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин шавĕ Чăваш Ене çитмен пулсан та пирĕн халăх историре тарăн йĕр хăварма пултарнă. Вăл тылра нушаланнисен юнĕпе тата куççулĕпе хывăннă. Унтанпа сакăр теçетке çул çитет пулин те çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук.

Паллă çак пулăма халалласа Алманчри вăтам шкулта 7-9-мĕш классенче «Паттăрлах урокĕ» иртрĕ. Чи малтанах 9-мĕш класс ертÿçи П.Матвеева ачасене Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕпе çыхăннă фактсемпе паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ. Кĕркунне фашист Мускав çывăхнех çитнĕ. Çавăнпа та чылай регионта тăшмана чарма хÿтĕлев чиккисем тума йышăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе чăваш халăхĕ те кÿлĕннĕ. Сăр хĕррипе Улатăр тăрăхĕнчен пуçласа Етĕрнене çитиччен тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Тăвай таранах хÿтĕлев чиккисем чавма пуçăннă. Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ. Виçĕ уйăх ытла тылри халăх шартлама сивве чăтса 380 çухрăм тăршшĕ танксем каçма чаракан варсем чавнă. Пĕтĕмпе 5 миллион кубла метр шăн çĕре хускатнă.

Шел те, пирĕн тăрăхра çак ĕçе хутшăннă çынсем халĕ çук. Эпир тĕлпулăва пирĕн шкулта хĕрĕх çул ытла чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникне Алевтина Васильевăна чĕнтĕмĕр. Алевтина Дмитриевнăн амăшĕ Нина Кондратьевна Кондратьева, 1926 çулта Кÿлçырма ялĕнче çуралнăскер, шăпах Сăр хÿтĕлев чиккине чавнă çĕрте ĕçленĕ. Нина Кондратьевна, 15 çулти хĕр ача, 1941 çулхи чÿкрен пуçласа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕччен Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче траншейăсемпе блиндажсем, окопсем чавнă çĕрте ĕçленĕ. Танксене тытса чармалли пĕр шăтăка тăваттăн-пиллĕкĕн икĕ-виçĕ кун чавнă, ĕçĕ питĕ йывăр пулнă. Шартлама сивĕре ĕçлеме вара пушшех те йывăр. Нина Кондратьевна каласа панă тăрăх, тăхăнмалли ăшă тумтирĕ те пулман. Çире — çÿхе сăхман, урара — тăлапа çăпата. Темле хăвăрт, канмасăр ĕçлесен те ăшăнма май пулман. Тем хулăнăш шăннă çĕре лумпа, кĕреçепе чавнă, тăпрана наççилккапа çĕклесе аяккалла куçарнă. Çынсем хăйсене хĕрхенмесĕр талăкра вуншар сехет ĕçленĕ. Тĕттĕмле ĕçе пуçланă та тĕттĕмле ĕçе пĕтернĕ. Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи хресченсен килĕсенче çĕр каçнă. Урайне улăм сарнă та çири тумтире хывмасăр ĕç тумĕпе витĕнсе выртнă. Апат-çимĕç енчен те питĕ хĕсĕк пулнă. Йывăр ĕçе пула ывăç тупанĕсем хăмпăланса хытнă, пур пĕрех ĕçлемелле пулнă.

Хÿтĕлев чиккисене чавса пĕтерсе киле таврăнсан Нина Кондратьевнăна тепĕр повестка панă. Çамрăк хĕр 1942 çулхи ака-чÿк уйăхĕсенче Мускав облаçĕнче торф кăларнă çĕрте вăй хунă. Шурлăхран лачакаллă торфа кăларнă та тачка çине тиенĕ, сĕтĕрсе тухнă, кунĕн-çĕрĕн чĕркуççи таран сивĕ шывра ĕçленĕ. Тÿснĕ, чăтнă чăваш хĕрĕ.

Алевтина Дмитриевна амăшĕн аса илĕвĕсем çинчен калани ачасен чунĕсене тыткăнларĕç, тарăн шухăша ячĕç.

9-мĕш класс ачисем Сăр чиккин хÿтĕлевçисем çинчен çырнă сăвăсем вуларĕç.

Оборона линийĕсем тăвасси чăнласах пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнă. Чăваш Енре вĕсене чавнă çĕрте вун-вун пин çын ĕçленĕ. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительствине асра тытма чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Пирĕн çав паттăрлăха асра упрамалла. Нимĕн те ан манăçтăрччĕ.

 

Пальмира МАТВЕЕВА,

Татьяна ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика