25 марта 2021 г.
Пикшик ял тăрăхĕнче хăйсен ĕçне йĕркелесе янисем чылайăн. Вĕсенчен пĕри — Валерий Шумилов. Иртнĕ кунсенче Валерий Николаевич «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕнче пулчĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.
— Валерий Николаевич, сире райхаçат редакцийĕн çавра сĕтелĕ хушшинче курма хавас.
— Район хыпарçин кĕрекине йыхравланăшăн тав, журналист-çыравçăсемпе курнăçма яланах хавас.
— Паян сирĕн хуçалăх мĕнлерех «сывлать-ха»?
— Пурнăçран ÿксе юлас теместпĕр, унăн таппипе тан пыма тăрăшатпăр. Паянхи куна пирĕн 350 гектара яхăн çĕр пур. Хамăр тăрăхри 200 гектар ытла çĕре акса-лартса тăватпăр. Кунсăр пуçне Шупашкар районĕнче пушă выртакан 120, Муркаш районĕнче 22 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме пултартăмăр. Кăçал кÿршĕ районсенче йывăç-тĕм пусса илнĕ тата 20 гектар çĕре тасатса ĕçе кĕртесшĕн. Пирĕн енче усăсăр выртакан пĕр лаптăк та юлмарĕ пулас.
— Çанталăк çур еннелле кайрĕ. Апла пулсан çур аки ĕçĕсем те инçех мар.
— Çурпа çур пĕр килмест. Эпир çурхи ĕç çие хатĕр тесен те йăнăш мар. Çурхи ĕçсене тулли кăмăлпа пуçăнатпăр. Иртнĕ çул 50 гектар кĕрхи культурăсем акса хăвартăмăр. Аван хĕл каçнă. Çурхи культурăсен вăрлăхĕ çителĕклĕ. Кăçал пăрçа чылай акасшăн. Çакăн чухлĕ çĕр çинче ĕçлеме техника çитет. Нумаях пулмасть 130 лаша вăйлĕ Zetor трактор, 4 метр сарлакăш дискатор туянтăмăр. 60 тонна пурлăх тăварĕсем туяннă, çунтармалли-сĕрмелли материал пур. Ăна пĕтĕмпех Апат-çимĕç фондĕнчен илтĕмĕр. Иртнĕ çул пирĕн купăста ăнса пулчĕ. Ăна 15 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр. Çĕнĕ тракторшăн кредит тÿлеме ăна хĕл кунĕсем çитичченех сутрăмăр. Шкулсемпе ача сачĕсем ыйтнипе 5 тоннăна яхăн хăвартăмăр. Кăçал та купăстана çавăн чухлех лартса çитĕнтересшĕн. Иртнĕ кунсенче Мари Республикинчи туссем патĕнче пултăм. Вăрлăх, ытти препарат пирки калаçса татăлтăмăр.
— Паян ял хуçалăхĕнче наукăри çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртмесĕр малалла каяймăн.
— Тĕрĕсех палăртатăр. Иртнĕ çул çурхи тулă туса илнĕ çĕрте хими препарачĕсемпе усă курни клейковина шайне 28 процент ÿстерме май пачĕ. Çавна май хам та республикăри Ял хуçалăх министерстви йĕркелекен канашлусене, ытти мероприятие хутшăнма тăрăшатăп. Нумаях пулмасть Чăваш Енри тавар туса илекенсен делегаци /унта 15-ĕн пултăмăр/ йышĕнче Липецк облаçĕнче пулса куртăм. Унта ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли тĕрлĕ им-çам туса кăларакан «Шанс Энтерпрайз» компанисен ушкăнĕ вырнаçнă. Çав кунах унта Тутарстан тата Брянск облаçĕн делегацийĕсем çитрĕç. Асăннă предприяти ял хуçалăх организацийĕсене ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли пысăк пахалăхлă им-çампа тата микроудобренипе тивĕçтерет. Паянхи куна асăннă предприяти федераци шайĕнчи чи ăнăçлă ĕçлекен пилĕк компани йышне кĕрет.
Вăл Елец хули патĕнче вырнаçнă. «Шанс Энтерпрайз» компанисен ушкăнĕ ял хуçалăх предприятийĕсем пысăк тухăç илччĕр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать: вĕсен автомашинисем талăкĕпех тĕрлĕ çĕре им-çампа удобрени турттараççĕ, пысăк квалификациллĕ специалисчĕсем консультаци парса пулăшаççĕ. Компани Раççейĕн 45 регионĕнче хăйĕн представительствине йĕркеленĕ. Чăваш Республикинче унăн ертÿçи — Владимир Шуверов. Вăлах пирĕн делегаци пуçлăхĕ пулчĕ те.
Эпир ÿсен-тăрана хÿтĕлекен им-çам кăларакан хамăр çĕршыври çĕнĕ тата Европăри чи пысăк заводăн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашрăмăр. Ăна «Елец» экономикăн уйрăм зонин территорийĕнче иртнĕ çул уçнă. Кунта тĕнче стандарчĕпе килĕшÿллĕн пысăк пахалăхлă пестицидсем туса кăлараççĕ. Промышленность предприятийĕ ял хуçалăхĕ валли эмульси концентратĕнчен пуçласа гранулăсем таранах хатĕрлет. Липецкран каялла çула тухас умĕн Чăваш Ен делегацийĕпе компани ушкăнĕн президенчĕ Магомедалим Джавадов тата завод специалисчĕсем тĕл пулчĕç, республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем «Шанс Энтерпрайзпа» çыхăну тытасса çирĕп шаннине палăртрĕç.
— Валерий Николаевич, Липецк çĕрĕ çинчен мĕнле тĕллевсемпе çунатланса таврăнтăр?
— Паллах, ăшă кăмăл-туйăмпа пуянланса килтĕмĕр. Çакăн евĕрлĕ предприятипе çыхăну тытни пире ял хуçалăх культурисене туса илнĕ çĕрте витĕмлĕ пулăшу кÿретех. Кăна делегацинчи кашни çынах хăйĕн куçĕпе курса ĕненчĕ.
— Мĕнех, Валерий Николаевич, сире кăçалхи ĕç çире ăнăçу сунатпăр. Шумилов уйĕсем кĕркунне тухăçлă тыр-пулпа, купăстапа савăнтарччăр.
— Хăвăра тав.
Юрий БОРИСОВ калаçнă.