25 марта 2021 г.
Йĕпреç поселокĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленнĕ вăхăтра /ку вăл 1993 çул пуçламăшĕнче пулчĕ/ мана, «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн яваплă секретарĕнче ĕçлекен журналиста, поселок администарцийĕн ертÿçи Николай Андреев хăй патне чĕнсе илчĕ…
«Юбилейччен пирĕн тăван поселок гербне туса хатĕрлемелле, — терĕ Николай Андреевич. — Пĕлетĕн-и, унсăрăн вăл тахçанах кун çути курнă, анчах паянхи куна çитсе те Çÿл Хуçа умĕнче сăвапламан ачана аса илтерет. Апла-тăк пĕрле çав йăнăша тÿрлетмеллех. Эсир Чăваш Енри паллă геральдикпа Элли Михайлович Юрьевпа туслă çыхăну тытнине пĕлетпĕр. Çавăнпа çак ĕçе сирĕн урлă татса парас терĕмĕр. Пĕр-пĕрне тахçантанпах лайăх пĕлни васкавлă ыйтăва чылай маларах пурнăçа кĕртме май парĕ».
«Мэр» тĕрĕс шухăш тытни, чăнах та, каярахпа тÿрре тухрĕ-иç! Унпа иксĕмĕр хушăмăрти калаçăва çак кунах Элли Юрьева пĕлтертĕм. Талăка 25 сехете тăсма хатĕр паллă ÿнерçĕ мастерскойра йышлă сĕнÿ купаланса тăнине пăхмасăрах çывăх кунсенче вăрманлă-юхан шывлă тăрăха килсе çитме, Йĕпреçсен сумлă ĕçне кĕске хушăрах вĕçне çитерме шантарчĕ.
Элли Юрьев Йĕпреçе чăваш ÿнерçисен «Ялти шуçăм» пултарулăх ушкăнĕпе çитрĕ. Унпа пĕрле килнĕ сăрă ăстисем «Çар мухтавĕн музейĕ» валли Йĕпреç тăрăхĕн мухтавлă ентешĕсен портречĕсене çырнă вăхăтра геральдика маэстри Йĕпреç поселокĕн историйĕпе кăсăкланчĕ, тĕп вулавăшра Улатăрпа Сĕве хушшинче хывнă чукун çулпа çыхăннă документсене тĕпчерĕ. Çавăн чухне вăл пулас гербăн ĕлкине /макетне/ курчĕ пулĕ.
Вулавăшран тухсан эпир унпа Йĕпреç чукун çул станцийĕн сылтăм енче вырнаçнă, мĕн паянхи кунчченех упранса юлнă шыв башни патне çул тытрăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ку башня пăравуссене шывпа тивĕçтерсе тăнă иккен. «Гербра çак башня тĕп вырăн йышăнмалла, мĕншĕн тесен Йĕпреç поселокне аталану çулĕ çине тăратма пулăшнă тĕп объектсенчен пĕри пулнă вăл, — хăйĕн ĕмĕт-шухăшне уçса пачĕ çавăн чухне Элли Михайлович. — Халĕ вара поселокпа юнашарти юманлăхпа çăкалăха çул тытатпăр…».
Элли Юрьев хăйĕн пĕчĕк карçинккине темиçе юманпа çăка турачĕсене тирпейлĕн хуçса хунине вăрмантан пушă таврăнмалла ан пултăр тенĕрен çеç тунă пек йышăнтăм малтанах. Çав туратсем, тĕрĕсрех, юманпа çăка çулçисем пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕн те çыхăнуллăн герб вĕçĕнче вырăн тупнă, вĕсем хăйсенчен кăшт çÿлерех илĕртÿллĕн çырса хунă «Йĕпреç» сăмаха чĕрĕлĕх кÿрсе тăраççĕ. Йĕпреç поселокĕн гербĕн варринче шыв башни, ун тăрринче — Чăваш Республикин патшалăх гербĕн тĕп эмблеми. «Эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр!» текен витĕмлĕ шухăша уçăмлăн палăртса тăрать асăннă герб. Ун çине çырнă «1893» хисеп Йĕпреç поселокĕ çав çулта пуçланса кайнине пĕлтерет…
Элли Михайлович ĕçне вĕçленĕ хыççăн та Шупашкара кайма васкамарĕ-ха. Çут çанталăк ытамĕнче ирĕклĕн çÿреме меллĕ самант çителĕклĕ пулнипе усă курса çак йĕркесен авторĕ унпа пĕрле Йĕпреç вăрманĕнчи хура çырлаллă вырăнсене çитсе курчĕ, Хĕр юхан шывĕ хĕрринче пулă тытакансемпе чунне уçса калаçрĕ, Сунарçăсен кану çуртĕнче пуш сăмах-юмахшăн кивçене кайман канăçсăр арçынсен халапĕсене итлерĕ. Шупашкара тухса каяс умĕн Чăваш Республикин халăх художникĕпе, «Хисеп палли» орден кавалерĕпе Виктор Немцевпа пĕрле Йĕпреç районĕнчи чи аякри кĕтесĕнче вырнаçнă Çиçĕмкасси поселокне çитсе курчĕç. Юмахри пек ырă та çăтмах кĕтесре Элли Юрьевăн амăшĕн аслă аппăшĕ пурăннă иккен. Ял-йышра чыс-хисепе тивĕçнĕ София Ивановна çут тĕнчерен уйрăлнăранпа та вăхăт самаях иртнĕччĕ ĕнтĕ. Çиçĕмкассине килсен Элли Михайлович мăн аккăшĕн вил тăприйĕ çине вăрмантан татса тухнă чĕрĕ чечек çыххи хурса хăварчĕ…
Нимĕн тума та çук, талпăнуллă вăхăт хăйĕннех тăвать. Чăвашлăхшăн, сăнарлă искусствăшăн, наци геральдикишĕн калама çук пысăк ĕç туса хăварнă хĕрÿ чĕреллĕ Трак ен чăвашĕн чĕри те ĕмĕрхи канăçне тупнă. Эпир вара вăл пире халалласа хăварнă вилĕмсĕр ĕçсенче унăн сăнарне курса киленетпĕр. Пурăннă пулсан пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Элли Юрьев 85 çул тултарнă пулĕччĕ…\
Геннадий КУЗНЕЦОВ.