АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, Çăварни!

18 марта 2021 г.

Эх, Çăварни!

Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Çут çанталăк ăна çирĕп пăхăнать. Хĕллепе çу вăй виçнĕ тапхăрта чăвашсем авалтан Çăварние уявланă.

Çăварни çу эрни пулнине, хĕле ăсатнине, çуркуннене кĕтнине пĕлтерет. Çăварние юрă-ташăпа хавассăн кĕтсе илнĕ. Пурте икерчĕ пĕçернĕ, пĕрне-пĕри сăрапа сăйланă. Çăварни эрнин малтанхи кунне чăвашсем «Аслă Çăварни», юлашки кунне «Кĕçĕн Çăварни» тенĕ.

Еншик Чуллăри вăтам шкулта вĕренекенсем те Çăварни эрнине лайăх пуçларĕç. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ И. Герасимова тăрăшнипе уяв питĕ хаваслă иртрĕ. Шкул ачисем Çăварни йăли-йĕркине аса илчĕç, сăвăсем каларĕç, ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕç. Уява Çăварни пики те çитрĕ. Вăл йăла-йĕрке çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ, вăйăсем выляттарчĕ, тутлă икерчĕпе хăналарĕ. Вĕрентекен ачасемпе ăсталăх класĕ те йĕркелерĕ, тĕрлĕ тĕслĕ хутран Çăварни пикине ăсталама хăнăхтарчĕ.

Светлана НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика