АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни мыскарисем — Кĕçĕн Шетмĕре

18 марта 2021 г.

Çăварни эрни — савăнăçлă, вăйă-кулăллă, тутлă апат-çимĕçлĕ тапхăр. Çак уявăн паллисем — Хĕвел, Икерчĕ тата Çăварни карчăкĕ.

Ырă йăла пур Кĕçĕншетмĕсен — Çăварни эрнине кĕтсе илеççĕ те ăна савăнăçлăн ăсатса яраççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Кĕçĕншетмĕсем Çăварни эрни пуçланнă ятпа пĕрле пуçтарăнчĕç. Тĕп усадьбăри лапама уяв сăнĕ çапнă. Çăварни праçникĕнче икĕ команда — «Хĕлле» тата «Çуркунне» тупăшрĕç. Вĕсем «Михĕпе чупасси», «Ваннăпа ярăнасси», «Кĕреçепе ярăнасси», «Шăпăр ывăтасси», «Турт-тĕк», «Вĕрен туртасси», «Упăтене хăваласси», «Маттур та шухă юланутçăсем» конкурссенче тупăшрĕç, эстафетăсенче вăй виçрĕç.

Уява пухăннисене вĕри икерчĕпе хăналарĕç. Тупăшусене хутшăннисем парнеллĕ пулчĕç. «Чăн-чăн икерчĕ» тупăшура Руфина Христофорова çĕнтерчĕ, пĕр михĕ урпана тивĕçрĕ вăл. «Чи илемлĕ Çăварни карчăкĕ» конкурсра Алена Бажбенова палăрчĕ. Пĕр михĕ тулăллă пулчĕ. Çăварние ятарласа капăрлатнă уяв лашипе килнĕшĕн Александр Терентьев та пĕр михĕ сĕлĕ çĕнсе илчĕ. Ялти кану центрĕн ĕçченĕсем уява ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн «Нива» хуçалăх тата Анатолий Игнатьев ХФХа ертÿçисене тав сăмахĕ калаççĕ.

Çăварни уявне вĕтĕр-шакăр та аван пĕлет. Кĕçĕн Шетмĕри пĕлÿ çурчĕн шкулчченхи ушкăнне çÿрекенсемпе Çăварние паллă тăвасси те ырă йăла пулса тăнă. Кĕçĕн Шетмĕри вулавăш ертÿçи Алина Сергеева «Çăварни мыскарисем» ятлă уяв хатĕрленĕ. Кунĕ аван тăчĕ ун чухне. Ачасем уçă сывлăшра юрларĕç, ташларĕç, тăвайккинчен ярăнчĕç, тупăшусенче вăй виçрĕç, вăйăсене хутшăнчĕç. Кĕçĕннисем патне Çăварни, Мыскараçă тата Çуркунне килсе çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле ачасем вăйă картине тăчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса тутлă икерчĕ çирĕç, пылак та сиплĕ чейпе сăйланчĕç.

Çапла Кĕçĕншетмĕсем тулли кăмăлпа хĕле ăсатрĕç, савăк çуркуннене кĕтсе илчĕç.

Сергей САМСОНОВ/

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика