18 марта 2021 г.
Çăварни хĕле вĕçлет, çуркуннене çул парать. Унăн палли — Икерчĕ, вăл хĕвел пек сарă, çаврака тата вĕри.
Çын ăна çисен хĕвелĕн пĕр пайне ăша ярать, вăйлă та тĕреклĕ пулать тенĕ. Эрнипех çынсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ.
Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анаткаспа Кушкăра Çăварние ăсатрĕç: кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Уява хутшăннисем тĕрлĕ вăйă вылярĕç, икерчĕпе хăналанчĕç, Çăварни карчăкне çунтарчĕç.
***
Уписем те Çăварни уявне пухăнчĕç. Тĕп усадьбăра иртрĕ вăл. Капăр тумланнă пикесемпе инкесем юрă-кĕвĕ янăратрĕç, лашапа катаччи чупрĕç. Упири кану центрĕн менеджерĕ Людмила Клементьева уява пухăннисене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕ. Уява шкул ачисем те хутшăнчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.