АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте кăмăллă юлчĕç

18 марта 2021 г.

Пурте кăмăллă юлчĕç

Асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем Çăварние эрнипех паллă тунă. Ача-пăча çунашкасемпе тăвайккинчен ярăннă. Кам инçерех каять — шыв çулĕ уçакан шутланнă. Çав каччă вара ялта пултаруллă та хисеплĕ çамрăк шутне кĕнĕ, ăна çур акинче чи малтан тырă акма шаннă.

Çăварни уявне Именкассисем те хаваслăн ирттерчĕç. Шкул умĕнче Çăварни карчăкĕ хăйĕн илемлĕ тумĕпе ялкăшса çеç тăчĕ. Хитре сăн-сăпатлă, сап-сарă вăрăм çивĕтлĕ, капăр тумлăскере пăхса ытармалла мар.

Хаваслă кĕвĕ ир-ирех ял халăхне уяв пуçланни çинчен систерчĕ. Кĕçех çунашкасемпе вĕтĕр-шакăр пуçтарăнма пуçларĕ, вĕсем хыççăнах — аслăраххисем те. Уява пуçтарăннă ял-йыша районти историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕн ертÿçи Валентина Тихонова Çăварни уявĕпе саламларĕ, унăн историйĕпе паллаштарчĕ. Кану центрĕн ĕçченĕ Татьяна Даниловăпа Любовь Шачкина библиотекарь ачасене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕç, чи пултаруллисемпе тавçăруллисене пылак кучченеçпе савăнтарчĕç.

Юлашкинчен ырă йăлапа Çăварни карчăкне çунтарса ячĕç. Кÿлепе ялкăшсах çунчĕ. Ку ĕнтĕ халăх ан чирлетĕр, сывă пурăнтăр тени пулать. Вут-çулăмра чир-чĕр çунса каять имĕш, вĕри сывлăш ăшă çуркунне килессе систерет.

Çăварни уявне хутшăннисем пурте кăмăллă юлчĕç.

Валентина ТИХОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика