АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир татăлнă кун-çул

18 марта 2021 г.

 

Çут тĕнчере атте-аннерен хакли кам пур-ши? Вĕсем çĕнĕ чуна пурнăç парнелеççĕ, ура çине тăратаççĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ…

Сурăмхĕрринчи кăвар чĕреллĕ мăшăр — Павел Кирилловичпа Раиса Ильинична Кирилловсем — икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун-çул парнеленĕ. Шел, вунă çул пĕр чĕлхерен пурăннă кил-йыша пысăк инкек килсе çапнă. Хăрушă чире пула 31 çулти хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Ах, ачисем! Пĕринчен тепри пĕчĕк-çке. Саша — 9 çулта, Аля — çиччĕре, кĕçĕнни Юрий пиллĕк те тултарман. Темле йывăр пулсан та вилнĕ çын хыççăн каяймăн. Чĕррисен малалла пурăнмалла. Ача-пăчана вара ашшĕ-амăшĕн ытамĕнче ÿсни лайăх. Çакна шута илсе Павел Кириллов арăмĕ çĕре кĕнĕ çулах ял хĕрне Акулина Николаевăна мăшăрĕ пулма ыйтнă. Тепĕр çулталăкран Гена ывăлĕ çуралнă. 1968 çулта çемьене Майя хушăннă.

«Нушапа хуйхă пĕрле çÿреççĕ» текен ваттисен сăмахĕ пур. Мĕн тăвăн? Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. 1971 çулта ялта ачасен ашшĕ «сарăмсăр вилнĕ» текен сас-хура сарăлнă. Кулине акине арçынран ăнман. Упăшки пурнăçран уйрăлнă хыççăн урăх арçынпа телей шыраман пилĕк ачаллă хĕрарăм. Часах пурнăç ачасене тĕрлĕ еннелле салатнă. Хусан хулинче тĕпленнĕ аккăшĕ Карай шкулĕн 8 класне вĕренсе пĕтернĕ Сашăна хăйсен çемйине илнĕ. Вăл строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Шел, хăрушă вилĕм Александр Кириллов пурнăçне 41 çултах татнă.

Çывăх тăванĕсем Альăпа Юрăна Çĕмĕрлери шкул-интерната вырнаçтарнă. Кунта та вĕсен пурнăçĕ пыл та çу пулман. Кĕске вăхăтрах чылай пăтăрмах сиксе тухнă. Вĕсене ашкăнчăк ачасем тăтăшах кÿрентернĕ. Çапла вара Юра вĕренме пăрахнă, ирĕк илмесĕрех кунтан тухса кайнă. Тепĕр кунне Аля та Шупашкарта пурăнакан пиччĕшĕ патне çитсе пулăшу ыйтнă. Хыçалтан никам та хăваламан пулин те, шкул-интернат алăкĕнчен тухсан та чупма чарăнман Юра. Çумра укçа çук. Çĕмĕрлерен Сурăмхĕррине çуранах çитме шутланă вăл. Тулта юпа уйăхĕ. Сивĕ. Кĕр кунĕ кĕске. Çитмелли çулăн вĕçĕ те курăнман. Ăçта каймалла, мĕн тумалла? Шухăш хыççăн шухăш çуралнă. Шел, ашшĕ килĕнче амăшĕ пĕçернĕ тутлă апат-çимĕçпе киленсе кураймарĕç ачасем. Вĕсен те çывăх çыннисен юратăвĕпе çепĕçлĕхне, хÿтлĕхне туяс килетчĕ ĕнтĕ.

Халĕ çырмара выртмалла-и е вăрмана кĕмелле çĕр каçма? Малаллах утмалла, пĕр яла та пулин çитмелле. Пĕчĕк çырма урлă каçсан ял курăнса кайнă. Çурт чÿречинчен шаккасан ырă кинеми арçын ачана пÿрте кĕртнĕ. Вĕри яшка çитернĕ. Пылак чейпе хăналанă. Çĕр хута ачана кăларса яман, вырăн сарса панă, ырă каç суннă. Тепĕр кун Сурăмхĕррин вун пĕр çулти ачи ирех çула тухнă. Кирек ăçта пулсан та чĕререн кăлармăп сана, тăван ял! Çакăн пек çĕкленÿллĕ кăмăлпа ял хапхинчен кĕнĕ вăл.

Тăванĕсем Василийпе Николай Кирилловсем, Фрося Петровăпа Мария Кузьмина пулăшнипе Кирилловсен ачисем Карай вăтам шкулĕнче вĕренме пуçланă. Ама çури амăшĕ тĕп килĕн хуçи пулнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ÿсменскерсем выляса-кулса курман. Кун каçипе ĕçлесе тем пек ĕшенсен те Аля каçхи хурала çитнĕ. Кăвас çăрса çăкăрне те пĕçерме тивнĕ ăна. Вĕренме вăхăчĕ те сахал юлнă унăн. Юра та ирех алла пуртă-пăчкă тытнă. Аппăшĕ ĕлкĕреймен вăхăтра урай та çунă.

Нушаллă пурнăç хистенипех Кирилловсем 8-мĕш класс хыççăн ĕçлеме пуçланă. Аля Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Кашни эрне вĕçĕнче ялти шăллĕпе ама çури амăшне пулăшма тăрăшнă. Юрий ыттисем пекех Карай шкулĕн сукмакне такăрланă. Крановщик ĕçне кăмăлланăран вăл шкул хыççăн Шупашкарти 18-мĕш училищĕре автокрановщика вĕреннĕ. Кĕçех ăна пĕр строительство организацийĕ ĕçе илнĕ. Сурăмхĕрри каччи пушă вăхăтра ДОСААФра йĕркелекен занятисене çÿренĕ, парашютпа сикме хăнăхнă. Кĕçех унăн салтак ячĕ тухнă. Юрий Кириллов Узбекистанри Чирчик хулине лекнĕ, унтан çул Ташкент урлă Кандагар хулине выртнă. Туллă-сăртлă Афганистан Республикин çĕрĕнче хаяр душманпа çапăçма тÿр килнĕ ăна. Пирĕн салтаксем тĕрлĕ йывăр операцие хутшăнса паттăрлăх кăтартнă.

1980 çулта приказ килнĕ: хаяр тытăçăва кĕмелле, тĕп тĕллев — çуртсене, крепоçе сыхласа хăвармалла. 56 çынран тăракан сывлăш çар десанчĕн штурм бригади çапăçăва кĕнĕ. Унта вĕсем тăшман ункине лекнĕ, анчах парăнман. Пилĕк таран сивĕ шывра ларма тивнĕ. Чылай вăхăтран çеç вĕсене вертолет пырса çăлнă. Çакăнта Юрий пуçран хытă аманнă, «Çарти паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Госпитальте сипленнĕ хыççăн тăван ене кĕске вăхăтлăх отпуска янă ăна. Шупашкарти тĕп больницăра та выртса сипленме тивнĕ. Анчах чир амалансах пынă. Юрий Павловичшăн салтак служби 1981 çулхи çу уйăхĕнче вĕçленнĕ.

Тăван яла таврăнсан Шупашкарти пĕр строительство организацине крановщика вырнаçнă. Тулăх та телейлĕ пурнăç тăвас тĕллевпе ĕмĕтленсе пултаруллă хĕр-упраçпа — Татьянăпа çемье çавăрнă. Икĕ хĕре — Женьăпа Иринăна — кун-çул парнеленĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ.

Питех те шел, Юрий çĕр çинче 31 çул кăна пурăнчĕ. Мăнукĕсене кураймарĕ ентешĕм. Çĕнĕ Шупашкарта виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерччĕ, гараж, дача… Юрий Павлович Çĕнĕ Шупашкарта хĕрÿ вырăнсенче çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă 13 харсăр салтака пуç тайса Асăну хăми хатĕрленĕ.

Пуçарулăхĕпе, ăсталăхĕпе палăрса тăнă енетешĕм çинчен хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта тухса тăракан «Грани» хаçат та çырса кăтартнă… Г. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика