АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тылри паттăрсем»

18 марта 2021 г.

 

Район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ\литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Тылри паттăрсем» ятлă сăвă çыракансен конкурсне йĕркелесе ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ — Трак тăрăхĕнче пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртасси, вĕсене куллен хавхалантарса тăрасси тата аслисен пултарулăхне аталантарасси.

Конкурса Трак тăрăхĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче 3-11-мĕш классенче /ушкăнсене пайласа — 3-5, 6-8 тата 9-11-мĕш классем/ вĕренекенсем тата поэзие кăмăллакансем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса хутшăнакансен хăйсен ĕçĕсене ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен кая юлмасăр районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине çитермелле, хайлавсен конкурс темипе килĕшсе тăмалла. Сăвăсене А4 форматлă хут çине пичетлесе памалла, «конкурса» тесе палăртмалла. Унта авторăн тулли ячĕ, хушамачĕ, ашшĕ ячĕ, аслисен телефон номерĕ пулмалла, хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине палăртмалла. Электронлă вариантпа ĕçсене йышăнмаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика