11 марта 2021 г.
Çĕршывра пĕчĕк бизнес ĕçĕ-хĕлĕ пирки сведенисем пухма пуçланă.
Кунашкал сăнава Раççейре пилĕк çулта пĕрре ирттереççĕ. Унта пĕчĕк бизнесăн мĕн пур субъекчĕ хутшăнать. Организацисемпе предпринимательсен статистика органĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕсем çинчен пĕлтермелле. Çакă пĕчĕк тата вăтам бизнесри лару-тăрăва туллин пĕлсе тăма пулăшĕ. Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем çавăн пекех предпринимательсене бизнесри пушă вырăнсене йышăнма, ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатма, малашнехи аталану çул-йĕрне палăртма, патшалăхран хушма пулăшу илме май парĕç. Патшалăх вара сăнав кăтартăвĕсене тĕпе хурса çак сектора пулăшмалли çĕнĕ меслетсене палăртĕ, пуррисене лайăхлатса улăштарĕ.
Сăнав ирттернĕ вăхăтра пĕчĕк бизнесăн 2020 çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕсене пухаççĕ. Отчета электрон майпа тата хут çине пичетлесе статистика органĕсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çитермелле. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /gosuslugi. ru/ урлă пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Палăртнă вăхăтра отчет паманнисене е йăнăш сведенисем тăратнисене административлă майпа явап тыттараççĕ.