11 марта 2021 г.
Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спортăн ГТО /Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр пул/ комплексĕн хĕллехи фестивалĕ пуçланчĕ.
2021 çулта ГТО комплексĕ хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара Раççей Президенчĕ В. Путин «Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спортăн ГТО комплексĕ çинчен» Указне йышăннăранпа 7 çул çитет.
Фестивале 18-64 çулсенчи çынсем хутшăнма пултараççĕ. Пĕрремĕш тапхăр — пуш уйăхĕн 3-17-мĕшĕсенче районсенче, иккĕмĕшĕ пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен республикăри олимп резервĕсен 2-мĕш шкулĕнче иртет.
***
Чăваш Енре пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри ГТОн /Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр пул» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлаççĕ.
2020 çулăн тăваттăмĕш кварталĕнче Чăваш Енре пурăнакан 4726 çын асăннă нормативсене панă. 1293 çын «ылтăн», 1769-шĕ — «кĕмĕл», 1653 çын «пăхăр» паллăсене тивĕçнĕ.
Çакна аса илтерер: 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ГТО комплексĕн нормативĕсене кирек кам та пама пултарать. Çавна валли медицина организацийĕнчен ирĕк илни кирлĕ тата маларах официаллă сайтра регистрациленмелле.