АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шÿт вăйĕ

11 марта 2021 г.

Ĕçрен таврăнатăп. Тулли трамвайран хĕсĕнкелесе тухрăм та васкамасăр килелле утатăп. Çанталăк ăмăр, йĕпхÿ пĕрĕхет, тăхлан пĕлĕтсем ишĕлсе анас пек çакăнса тăраççĕ. Чунра салху, ним тума та кăмăл çук. Çĕрелле пăхса, шухăша путса хуллен пыратăп.

Тĕлĕкрен мана çинçе саслă хĕр ача вăратрĕ. Пуçа çĕклерĕм. Ман çине хăмăр куçлă, çăм калпак айĕнчен тухса тăракан вăрăм çивĕтлĕ çич-сакăр çулти хĕр ача пăхса тăрать. Вăл мана: «Пичче, сирĕн куртка вараланнă», — тет. Пуçра самантрах шухăш вĕлтлетсе илчĕ: «Ниçта та сĕртĕнмерĕм-çке, таянмарăм та. Ăçта вараланма ĕлкĕртĕм-ши?..»

Çынна ĕненме хăнăхнипе тÿрех пуçа пăртăм та курткăна пилĕкрен ярса илтĕм. Мĕн чухлĕ май пур таран хыçалалла çаврăнса пăхма тăрăшатăп. Çав вăхăтра хайхи хĕр ача шăнкăрав пек уçă сасăпа хыттăн кулса ячĕ: «Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ — никама та ан ĕнен!» Эпĕ вара паян кулăш кунĕ пулнине аса илтĕм. Хĕпĕртекен хĕр ача çине пăхса хам та кĕтмен çĕртен кулса ятăм. Пĕр самант хытса тăнă хыççăн пуçа сулласа илтĕм те хавасланнă туйăмпа малалла утрăм. Шÿт хыççăн, чăнах та, кăмăл-туйăм чылай лайăхланчĕ. Пуçа çĕклесе тÿпенелле пăхрăм та пилĕке тÿрлетрĕм, утта хăвăртлатрăм.

Тĕтреллĕ, ăмăр çанталăк та унчченхи пек тĕксĕм курăнмарĕ, тавралăх çуталнă пек туйăнчĕ!

 

Николай Ларионов-Йĕлмел.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика