11 марта 2021 г.
Ĕçкĕ-çикĕ çынна нихăçан та ырă туман. Черкке этемĕн тимсĕрлĕхне чакарать, хăрушсăрлăх туйăмне вăйсăрлатать. Ахальтен мар ÿсĕршĕн ик айăкки те тăвайкки теççĕ.
Çын ĕмĕрĕ тăршшĕпех çурт-йĕр çавăрать, ăна тирпей-илем кÿрет. Анчах тепĕр чухне эрехе пула пĕтĕм пурлăхне çунтарса ярать, хăйĕн тата çывăх çыннисен пурнăçне татать, пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать.
Алманч ялĕнче те çак сăлтавпах кăрлачăн 23-мĕшĕнче пысăк инкек сиксе тухрĕ. Пурăнмалли çурт шалтан çунма пуçланă. Усал хыпар районти 32-мĕш пушар чаçне хăвăртах çитрĕ. Пушар сÿнтерекен машинăсем çийĕнчех инкекрен çăлма тухса кайрĕç. Анчах та çунакан пÿртре икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Вĕсем, шел те, вут-çулăм тыткăнĕнчен тухайман.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ халăхра. Эрех ĕçсен – пушшех те. Шел те, республикăра тата районта пушарсен шучĕ чакмасть-ха. Çулăмра çынсем вилеççĕ, пурлăх пĕтет. Çавăнпа та пурин те тимлĕ пулмалла. Юнашар пурăнакансем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхеççĕ пулсан, вĕсем пуриншĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çакăн пек çынсене çийĕнчех асăрхатармалла, ял тăрăхĕсене вăхăтра пĕлтермелле.
Борис ФЕДОТОВ,
районти 32-мĕш пушар хуралĕн пуçлăхĕн çумĕ.