11 марта 2021 г.
Ольга Александровна Архипова питĕ тĕлĕнмелле çын: пултаруллă вĕрентекен, çыравçă, сăвăç, фольклорист, общество деятелĕ, ĕçпе тыл ветеранĕ вăл...
Анлă тавра курăмлă чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн пурнăçĕнче темĕнле йывăрлăх та курнă, анчах та вутра та çунман, шывра та путман, нимĕнрен те хăраман. Ветеран вăй-халне, ăс-хакăлне пухса тăван халăх валли хаклă парнесем — «Чун-чĕре юррисем», «Кун-çул таппи», «Çунатлан, чĕрем» кĕнекенсене, «Вĕçет хур кайăк...» юрă пуххин электрон кăларăмне — хатĕрлерĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕн хисеплĕ çыннисем — Ольга Александровнăпа Севастиан Михайлович Архиповсем пурнăç пăрăнăçĕнчен пăрăнман. Вĕсен чунĕсенче чăвашлăх хуçаланнă, чăвашлăхра малашлăх курнă. Ольга Александровнăн, ĕмĕр тăршшĕпех шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕскерĕн, сăвă çырас туртăмĕ мĕнле сăлтавсене пула çуралнă-ши тата пурнăçăн хăш тапхăрĕпе çыхăннă-ши? Çак ыйту хуравне Ольга Александровнăпа унăн мăшăрĕн Севастиан Михайловичăн пĕрле пурăннă çулĕсене тишкерсен тупатăн.
«Кун-çул таппи» кĕнекене Архиповсен шăпипе кăсăкланса нумай-нумай автор çырнă хайлавсем кĕнĕ. Уйрăмах чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн «Юманай юманĕ», «Вĕрентÿ вăл — вĕçсĕр вĕренÿ» тата «Каш та каш кашлать йăмра» очеркĕсем чунра ырă туйăм хăварчĕç. Эппин, Архиповсен пурнăçĕпе паллашар-ха. Севастиан ачалăхĕ Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче иртнĕ. Чăвашсен паллă проза ăстипе, писательпе тата литература тĕпчевçипе Александр Артемьевпа пускилсем пулнă, пĕрле выляса ÿснĕ. Каярахпа Штанаш вăтам шкулĕнче унпа пĕрле вĕреннĕ, туслă пулнă. Юрă-кĕвĕ юратаканпа, ялти паллă купăсçăпа Сантăрпа туслашни Севастиана пархатарлă витĕм кÿнĕ.
Ольга Александрова И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пулас тĕпчевçĕпе Анатолий Горшковпа, Чăваш халăх поэчĕпе Александр Галкинпа, Николай Терентьев писатель-драматургпа пĕр курсра вĕреннĕ. Пулас учительсен ăс-хакăлне тата мĕнлерех ăсчахсем туптанă тата! Ĕмĕр манăçми Василий Егоров, Михаил Сироткин, Семен Горский профессорсем… Ольгăпа Севастиан Архиповсем патне Никифор Ваçанкка поэт, Петр Сизов ÿнерçĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Федот Орлов летчик, Герасим Харлампьев-Пилеш çыравçă-ÿнерçĕ, Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев тăтăшах пырса çÿренĕ.
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнĕ май Ольга Александровна хăй те сисмесĕрех сăвă тĕнчине пырса кĕнĕ. Вăл «Чĕлхе — тăван анне» статйинче: «Тăван чĕлхе — чун уççи, пурнăç çăраççи», — тет. Хăйĕн сăввисенче çамрăк ăрăва тăван чĕлхе вăйне туйма, чăвашлăха упрама, тăван халăхпа пĕрле пурăнма вĕрентет. Сăвă хыççăн сăвă хайлать, вĕсене кукамăшĕпе амăшне, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче унтер-офицер пулса çапăçнă ашшĕне, юратнă мăшăрне халаллать. Сăввисенче пысăк шухăш-кăмăл, сăнарлăх, илемлĕх палăрать.
Ольга Архиповăн сăввисен тематики питĕ анлă. Унăн хайлавĕсенче тăван çĕрпе унăн халăхĕ, Аслă Çĕнтерÿ, çемьепе чыс, çамрăклăх, ача-пăча темисем тĕп вырăнта тăраççĕ. Чăваш халăхĕн паянхи ăрăвĕнче юрă-кĕвĕ çыракан нумай. Çакă — халăх пуянлăхĕ. Ольга Архипова сăввисемпе те юрă çыракан йышлă. Кĕнекене Николай Зимин, Юрий Кудаков, Николай Эриванов, Авраам Бурундуков, Юрий Жуков, Клара Осокина, Земфира Яковлева, Анатолий Печников, Александр Жуковский, Олег Кăйкăр, Георгий Фадеев, Константин Марков, Людмила Кинер композиторсен хайлавĕсене кĕртнĕ.
Унăн сăввисемпе çырнă юрăсем пирĕн республикăри хаçат-журналта час-часах пичетленеççĕ, вĕсене юрăçсем те юратсах шăрантараççĕ. Вĕсем: Чăваш патшалăх академи симфони капеллин солисчĕсем Вячеслав Вахтеркинпа Андрей Макаров, Надежда Маковăпа Любовь Зайцева, Светлана Рожковăпа Надежда Егорова тата Зоя Сабаева; Чăваш халăх артисчĕсем Тамара Гурьевăпа Зоя Лисицина; «Уяв» тата «Çавал» ушкăнсен юрăçи Наталья Васильева; Николай Кузьминпа Алина Савельева, Людмила Кинерпе Лариса Степанова, Роза Степановăпа Клара Осокина тата Олег Кăйкăр; Чăваш патшалăх симфони капеллин хĕрарăмсен квартечĕ; «Сăрнай» /Çĕнĕ Шупашкар/, «Çĕн ял» тата «Çăлкуç» /Шупашкар районĕ/ халăх фольклор ушкăнĕсем; Муркаш ялĕн ветеранĕсен халăх хорĕ; «Тарават» вокал ушкăнĕ /Шупашкар/; «Мерчен» юрă ушкăнĕ /Çĕмĕрле районĕ/ тата ыт. те.
Ольга Александровна Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕчне çуралса ÿснĕ. Кун-çулне Çĕмĕрле районĕнчи Юманайпа çыхăнтарнă. Кунти вăтам шкулта вăл 1958-1985 çулсенче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Кун пирки тата Юманай вăтам шкулĕ 2017 çултанпа Севастиан Михайлович Архипов ячĕпе хисепленни пирки çырнă «Юманай» /Юманай ялĕн мухтав юрри/ та юрă пуххинче вырăн тупнă.
«Чун-чĕре юррисем» кĕнекене пурĕ аллă хайлав кĕнĕ. Вĕсенче чăваш халăхĕн кăмăлĕ, тăван сăмахлăх пуянлăхĕ яр уççăн курăнса тăрать. Ÿлĕмрен Ольга Архипова сăввисемпе çырнă юрăсем кашни ялта тата хулара, кашни килте тата шкулта, культура керменĕсенче янăрасси пĕрре те иккĕлентермест.
Юрий КУДАКОВ,
РФ тата ЧР культурăн
тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,
педагогика наукисен кандидачĕ, доцент,
Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ,
Чăваш наци ăс-хакăлĕпе
ÿнер академикĕ,
композитор.