11 марта 2021 г.
66 çул каялла, 1955 çулхи августăн 27-мĕшĕнче, Великобританире Гиннес рекорчĕсен кĕнеки пĕрремĕш экземплярĕ тухнă. Вăл бестселлерсен списокĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать.
Çак истори 1951 çулта пуçланнă. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Хью Бивер /1890-1967/ сунарта çÿренĕ. Анчах çав кун ылтăн тĕслĕ шыв чăххисене персе тивертме май килмен унăн.
Касбридж Хаусра пĕр каçхине сунарçăсем пухăннă. Акăлчансем тем чул тавлашсан та ылтăн тĕслĕ шыв чăххи Европăри чи хăвăрт вĕçекен сунар кайăкĕ пулнипе пулманнине çирĕплетекен пĕр справочник та çуккине ăнланса илнĕ. Çав тавлашăва хутшăннисенчен пĕри, Хью Бивер киле таврăнсан, стандартлă мар рекордсем çинчен кĕнеке кăларма шут тытнă. Бивер «Гиннес» сăра завочĕн управляющийĕ пулнă.
Информаци пухмалли процесра нумай рекордлă фактсене пăхса тухнă тата вĕсен чăнлăхĕ пирки авторитетлă экспертсенчен свидетельствăсем пухнă. Çаксене тĕнче шайне çитерес тесе 1954 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Лондонра Хью сэр тăрăшнипе офис уçаççĕ. 1955 çулхи августăн 27-мĕшĕнче «Гиннесăн» 198 страницăллă пĕрремĕш кăларăмне кун çути параççĕ.
Çавăнтанпа çак кăларăм çут çанталăкпа этем обществинче паллă çитĕнÿсем, чĕр чунсем, сайра тĕл пулакан пулăмсем çинчен тата ыт. те çулран-çул çырса кăларать.
Америкăра пĕрремĕш хут вăл 1956 çулта Нью-Йоркра тухма пуçланă, унтан французла /1962ç./ тата нимĕçле /1963ç./. 1967 çулта Гиннес рекорчĕсен кĕнеки яппун, испани, дани, норвеги, каярах швед, финн, итали чĕлхисемпе пичетлене пуçланă. 70-мĕш çулсенче шотланди /1971ç./, португали /1974ç./, чех /1976/, иврит, сербпа хорват тата исланди /1977ç./, словен /1977ç./ чĕлхисемпе; 80-мĕш çулсенче грек, индонези, китай, турккă, хинди, малай, араб, таи, тамиль, малаяламски, канада, венгр чĕлхисемпе куçарма тытăннă.
Паян Гиннес рекорчĕсен кĕнекине 40 чĕлхепе 80 млн ытла тиражпа пичетлесе кăлараççĕ. 100 ытла çĕршывра сутаççĕ. Вăл чи паллă вырăн йышăнать, автор правипе сыхланать.
Гиннес рекорчĕсен кĕнеки вырăсла пĕрремĕш хут акăлчан чĕлхинчен куçарса 1989 çулта «Чăваш ен» издательствăра пичетленнĕ.