АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл пирĕн асра яланах

11 марта 2021 г.

 

Илья Степанов 3 пин ытла юрă хывнă. Эпир, Кушкăсем, тĕлĕнмелле пултаруллă, ырă та сăпайлă, лăпкă та ĕçчен, тирпейлĕ те таса чунлă Илья Романович çак тăрăхран пулнишĕн чĕререн савăнатпăр, мухтанатпăр. Унăн çепĕç те илемлĕ кĕввисен ытамĕнче киленетпĕр. Ытларах вăл Тăван çĕршыва, çут çанталăка юратма вĕрентекен сăвăсене кĕвве хывнă. Унăн пултарулăхĕнче юрату, тăванлăх, туслăх пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Эпĕ вăл пурăннă вăхăтрах унран интервью илнĕччĕ, анчах пичете парайманччĕ. Паян унăн пĕр пайне сирĕн пата çитерес килет.

— Илья Романович, эсир республикăра паллă та сумлă çын пулса тăтăр. Сирĕн юррăрсем анлăн сарăлчĕç, халăх вĕсене кăмăллать, хапăлласах йышăнать, шăрантарать. Вĕсене халăх патне çитерекен юрăçсен тÿпи те пĕчĕкех мар-тăр?

— Сирĕнпе килĕшетĕп. Вĕсенчен, паллах, нумай килет. Чун-чĕре витĕр сăрхăнтарса юрра туйса илемлĕн, ăнланмалла ĕçе пурнăçламалла-çке-ха, çавăнпа эпĕ ытларах хамăн юррăмсене талантлă юрăçсене сĕннĕ те ĕнтĕ. Вĕсем: Тамара Чумакова, Ольга Денисова, Юрий Мясников квартечĕ, Валентина Матвеева, Татьяна Рассказова, Любовь Григорьева, Лариса Васильева, Галина Пуклакова, Иван Христофоров, Александр Ильин, Василий Раймов тата ыттисем те. Юррăмсемпе Кушкăри, Мăн Шетмĕри, Карайри вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, “Хĕвелĕм” ача сачĕн ĕçченĕсем халăха паллаштарсах тăраççĕ. Тавах вĕсене те.

— Кĕвĕпе кăна юрă пулмасть, тивĕçлĕ сăвви те кирлĕ. Сирĕн кĕввĕрсем ытларах камăн сăввисемпе хайланнă-ши?

— Владимир Харитонов, Юрий Петров, Юрий Сементер, Валентин Урташ, Геннадий Белов, Галина Яковлева, Галина Яковлева-Çуткÿл, Николай Ершов, Николай Петров тата ыттисем те.

— Сирĕн юрă кĕнекисем тухрĕç, вĕсем çинчен илтес килет.

— Кĕнекесем тухрĕç-ха, малашлăхра татах та пичете парас кăмăл пур. Килте 36 альбомра юрă кĕввисем упранаççĕ, çĕннисем чылай. Анчахрах тухнă ĕçсенчен пĕри — ача-пăча юррисен кĕнеки. Шкулсенче юрă урокĕсене ирттернĕ май вĕрентекенсене валли юрăсем сахал пек туйăннăран вĕсем патне çитерессишĕн тăрăшрăм та ĕнтĕ.

— Хăвăр хывнă юрăсенчен хăшĕсем ăнăçлă пулса тухрĕç тесе шутлатăр?

— Чи юратнисем: И. Ахрат сăмахĕсемпе çырнă “Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕм”, “Çул юхать, юхать”, Г. Беловпа çырнă “Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче”, “Çавра сĕтел хушшинче” тата ыттисем те.

— Илья Романович, хăвăр пурнăçри телейлĕ самантсенчен пĕрне илсе кăтартмăр-ши?

— Филипп Лукинпа çыхăну тытни, вăл пултарулăхăма пысăка хурса хаклани маншăн телей. Унăн çырăвĕсем халĕ те перекетлĕн упранаççĕ. Халĕ пурнăçпа эпĕ кăмăллă: юратнă ĕç, савнă мăшăр, ачамсем, мăнуксем, кил-çурт, хуçалăх — пурте пур. Тата мĕн кирлĕ?

Тăван тавралăх юрăçиччĕ вăл

Хисеплĕ те маттур ĕçтешчĕ.

Илья Романович, чăнах

Унра Тур панă вăй-хăватчĕ,

Таланчĕ — чунĕнчи вучах.

Чĕресене пуянлататчĕ,

Мал ĕмĕтсене сунса, шанса.

Чĕр сывлăш вĕрнĕçем туптатчĕ

Янравлă, чаплă ыр юрра.

Унта — илемлĕх, юрату та,

Хаваслăх, тĕрĕслĕх, ăс, хал,

Тасалăх, туслăх, ăнтăлу та,

Хисеп те ырăлăх, мухтав.

Чунри пуянлăхăн тĕшшийĕ

Асамлă кĕвĕ чĕннипе

Пин-пин çынна вăл илĕртетчĕ

Тĕлĕнмелле таланчĕпе.

Эпир ăна пачах манман-ха,

Пурнать пек вăл яланхиллех.

Ун ыр сунăмĕсем асрах-ха

Эс пулăн ĕмĕр хисепре.

Çакăн пек калаçу пулнăччĕ пирĕн. Пурăннă пулсассăн кăçал вăл 80 çул тултаратчĕ. Питĕ шел, хăрушă вилĕм унăн куçĕсене ĕмĕрлĕхех хуптарчĕ. Пирĕн хушăра вăл çук ĕнтĕ, çапах та яланах асра, ăсра, чун-чĕрере. Манмастпăр, сума сăватпăр. Г. Яковлева-Çуткÿл

Текст:

● Исходник (Малтанхи):
● Во что преобразовать (Епле улăштармалла):
● Вид Ÿ (Ÿ тĕсĕ)
 (C) Chuvash.Org, 2006-2016, 1.4 верси (Ку скриптпа ирĕклĕ усă курма юрать. Сайт çине ссылка лартсан аван пулĕ, сире тав калăпăр)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика