АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Янкас вулавĕсем» — пиллĕкмĕш хут

11 марта 2021 г.

«Янкас вулавĕсем» — пиллĕкмĕш хут

Паллă ентеш Нестер Кириллович Ефимов-Янкас сăвăç, прозаик тата куçаруçă çуралнăранпа нарăсăн 20-мĕшĕнче 102 çул çитрĕ. Çавна май районти культура çуртĕнче «Янкас вулавĕсем» ăслăлăхпа тавра пĕлÿн пиллĕкмĕш конференцийĕ иртрĕ. Ăна райадминистрацин социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркелерĕç.

Конференцие районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçи Иван Прокопьев уçрĕ, ертсе пычĕ. Иван Афанасьевич ЧР тава тивĕçлĕ учительне, Упи вăтам шкулĕнче ÿнерпе технологи предмечĕсене вĕрентнĕ Иван Матвеева /Анат Кушар/ чăваш халăх культурине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чысларĕ. Вăл Иван Петровича çавăн пекех пĕрлĕх членĕн удостоверенине пачĕ.

Ентеш-юбилярсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çичен конференцире нумайăн — Татьяна Григорьева /«Василий Алагер — драматург, критик, куçаруçă»/, Светлана Гурьева /«Анатолий Алексеев — ăста музыкант»/, Татьяна Филиппова /«Юрий Борисов — пултаруллă журналист»/, Ирина Герасимова /«Юрий Петров-Вирьял — паллă çыравçă»/, Светлана Назарова /«Владимир Васильев — Совет Союзĕн Геройĕ»/, Светлана Петрова /«Роза Деменцова — пултаруллă радиожурналист»/, Владимир Серафимов /«Фаина Васнар — юрăçă», «Юрий Шепилов — композитор»/, Виталий Михайлов /«Анатолий Ильин — паллă артист, режиссер»/, Юрий Борисов /«Владимир Константинов-Улăхсем — тавра пĕлÿçĕ»/, Ирина Козлова /«Георгий Николаев — ÿнерçĕ»/, Георгий Ефимов-Тусли /«Валентина Рудникова — педагог, поэт, композитор»/, Иван Прокопьев /«Юрий Сементер — ентеш, паллă поэт»/, Ирина Федорова /«Супенкке Илли — педагог, журналист»/, Людмила Тихонова /«Илья Степанов — паллă композитор»/, Анатолий Алексеев /«Никита Чернышев-Шетмĕ — композитор»/, Зинаида Михайлова /«Василий Яковлев-Тоймак — поэт, прозаик тата журналист»/ — доклад турĕç.

Конференцире сăмах илнисене хастарлăхшăн пурне те район администрацийĕн Дипломĕсемпе чысларĕç. Мероприятие хутшăннисем хамăр тăрăхри юбилярсен сăвви-юррисенчен хатĕрленĕ концерта пăхса савăнчĕç. Г. БОРЗИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика