11 марта 2021 г.
Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче Çĕрпÿри издательство çуртĕнче Трак енри сумлă ветеранăн — Гурий Дубровăн /Кăмакал Курккин/ черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
Ырă туйăмпа хавхаланса çырса хатĕрленĕ ăна пултаруллă автор. Тен, ятне те «Ырă туйăмпа хавхаланса» парса тĕрĕсех тунă? Çирĕм пиллĕкмĕш кĕнеке ку Гурий Егоровичăн. Ыттисенчи евĕрех, вăл унта хăй юлашки çулсенче çырнă тĕрленчĕксемпе сăвă-юрăсене кĕртнĕ.
Тăван çĕршыв пĕлтĕр 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçăра нимĕç эшкерĕсене çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Гурий Дубров та вăрçă тематикинчен аякра тăман, вăрçа хутшăнса паттăрлăх кăтартнă ентешĕсем çинчен сахал мар çырнă, тĕрленчĕкĕсене унчченхи кĕнекисене те чылай кĕртнĕ. Ку хутĕнче те ырă çак йăлана аяккалла пăрса хăварман вăл. Икĕ пайран тăракан кĕнекене Гурий Егорович иртнĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă 20 паттăр ентешне асра тытса çырнă «Вăрçă тухнă кун» сăвăпа уçнă.
«Вилĕмсĕр ятсем» тĕрленчĕкре вара тăван ялĕнчен —Кăмакалтан тухнă, фронтра паттăрлăх кăтартнă Иван, Захар, Филипп пĕр тăвансем — Кузьминсем, Иван Яковлев, Гаврил Николаев, Андрей Андреев, Яков Романов, ыттисем çинчен ăшшăн каласа парать ветеран-автор. Кĕнекере вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăр ентешĕсен ячĕсене, ашшĕ ячĕсене тата хушамачĕсене, фронтран йывăр суранланса таврăннисен хушамачĕсемпе ячĕсене тата ашшĕ ячĕсене илсе кăтартнă. «Парминсен таврашĕ» хайлавра Кузьминсен йăхĕнчен тухнă маттур çынсем пирки сăмах пырать, сăн ÿкерчĕксемпе те илемлетнĕ, Парминăн ят-сумлă таврашне асра тытса «Çĕре ÿкмест вĕри куççулĕ» сăвă та пур. «Парминăн Янкасра ешерекен ешĕл хунавĕ» тĕрленчĕкре те вуласа тĕлĕнмелли сахал мар. «Гаврил Ершовăн кĕçĕнни» ятлинче вара Янкасри Людмила Сидоровнăпа Николай Гаврилович Ершовсем çинчен сăпайлăн каласа панă, вĕсем мăшăрланнăранпа 55 çул çитнĕ май ыр сунса çырнă «Халăх манмĕ» сăвва кĕртнĕ кĕнекене. «Ржев çĕрĕ çинче» хайлава та хумханмасăр вулама май çук. Кунта 139-мĕш стрелоксен дивизийĕн йышĕнче çапăçса пуç хунă В. Михайлов çинчен пĕлетĕн. Василий Михайлович 1941 çулхи утă уйăхĕнче çемйипе, ял-йышпа сывпуллашса Кĕçĕн Шетмĕрен фронта тухса каять.
«Кăçалхи /сăмах 2020 çул пирки пырать — АВТ. / çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Женя хĕрĕмпе Антон кĕрÿ юнпа çăвăннă çĕр çине çитсе килчĕç. Кунта тунă сăн ÿкерчĕксем асăннă тăрăхра хаяр çапăçусем пулнине тепĕр хут çирĕплетеççĕ», — çырать Гурий Егорович, ачисем çак вырăнта пуç хунă кукашшĕн — Василий Михайловичăн вил тăпри çинчи ывăç тăпрана пĕрле илсе килнишĕн, ăна кукамăшĕн — Клавдия Феофановнăн вил тăпри çине хунишĕн, чĕрĕ чечек çыххи хурса чыс тунишĕн хĕпĕртенине палăртать.
Ржев çĕрĕ çинчех Яков Романов ентеш те пуç хунă, Василий Касьянов вара йывăр аманса сурансемпе фронтран киле таврăнма пултарнă.
Вĕсен паттăрлăхĕ çинчен «Тăван çĕре çăлса хăвартăн» юрăра та, «Атте çырăвĕ» сăвăра та вуласа пĕлме пулать.
Кĕнекере кунпа пĕрлех тылри хастарçă Клавдия Феофановна Михайлова, Пшонкăри клуб заведующийĕ пулнă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ефросинья Васильевна Иванова, райпо ертÿçи, Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăм ĕçченĕ Роза Александровна Николаева, суту-илÿ ветеранĕ Галина Серафимовна Семенова, республикăри наркологи диспансерĕн медицинăпа социаллă реабилитацин пай заведующийĕ Алевтина Петровна Андреева, районти «Ял пурнăçĕ» хаçатăн çывăх тусĕ Николай Вонифатьевич Васильев, Пулайкасси ялĕнче ĕмĕрне ирттернĕ Зоя Егоровна Тимофеева-Дуброва, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Егорович Петров, ыттисем çинчен интересленсе-хавхаланса вулатăн. Сăвăсем те, юрăсем те, сăн ÿкерчĕксем те чылай. В. Данилов.