11 марта 2021 г.
Ял çынни мĕн авалтан çĕр çинче ĕçлесе пурнăçа сыпăнтарнă. Уй-хирте тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çитиччен ял çыннин тĕп ĕç вырăнĕ колхоз-совхоз пулнă.
Вăл вăхăтра арçынсем ялта кирлĕ çынсемччĕ. Вĕсемсĕр çуркунне тырă та акăнман, кĕркунне уй-хирти пурлăх та кĕлете кĕреймен. Хĕл кунĕсенче Буинск, Йĕпреç, Çарăкли вăрманĕсене строительство валли йывăç хатĕрлеме каятчĕç. Трактористсем уйрăмах хисепреччĕ. Чылайăшĕ ку профессие алла илме тăрăшатчĕ. Тăван «Гигант» хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче 50 ытла трактор, 30-тан кая мар автомашина, 100-е яхăн çын валли ĕç вырăнĕ пулнă. Çавăнпа та ялта тĕпленсе пурăнма шутланă çамрăкшăн йывăрлăх тухса тăман. Фермăсенче те ĕç вĕренĕ, килте кичемленсе ларма вăхăт та тупăнман. Анчах колхозсем арканма пуçласан нумайăшĕ ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Пурнăçа вара тытса пымалла-çке, çитменнине паян укçа-тенкĕсĕр нимĕн те тăваймăн. Ĕç çук. Уйрăмах çемьеллисем канăçа çухатрĕç. Ăçтан укçа тупмалла? Шапашкăна çÿрекенсем пур-ха, вĕсем те сахал тупăшпах таврăнаççĕ. Ялта ĕç çукранах «хаяр» шĕвекпе туслашма тытăнчĕç. Мĕнех калăн, ĕçленинчен алла черкке тытма çăмăлтарах-çке. Пытармалли çук, ĕçкĕçсем кашни ялтах пур. Эрех арçынна йăвашлатать, пурнăç илемне туйма пăрахтарать. Çав вăхăтрах диван «хуралçи» пулса тăма пулăшать. Акă, юнашар ялти пĕр «хусах» каччă, пĕччен пурăнаканскер, ăста платникчĕ, алли ылтăнччĕ, темĕн тума та пултаратчĕ. Ялта ĕç çукран аякка çÿрекелесе пушă кĕсьепе таврăнкалани те пулкаларĕ хайхискерĕн. Пурнăçĕ ăнманран-ши ĕçкĕ енне туртăнма пуçларĕ, пирусне те алăран ямарĕ. Ĕçке пулах пÿрчĕ-çурчĕ çунса кĕлленчĕ, хăй те вут-çулăмран тухаймарĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче «симĕс çĕленрен» уйрăлайман çамрăк мăшăр пушарта пурнăçран уйрăлчĕ.
Чăнах та, хальхи вăхăтра малашлăха пăхма пĕлекенсем çухалса каймаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраса тупăш илеççĕ. Çĕр лаптăкĕсемпе пĕлсе усă кураççĕ, хăш-пĕр организацисене хуралçăна вырнаçаççĕ. Пуçа усмасан, пуçарулăх кăтартсан ĕçĕ тупăнатех, йăлтах хăвăнтан килет. Паянхи пурнăçра «ырă куккана» шанмалли çук.
Манăн шухăшпа, ялтах ĕç вырăнĕсем йĕркелесе ямаллах. «Гигант» колхоз районта чи вăйлă хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче А. Никифоров председатель хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пынăран уй-хирте, фермăсенче кал-кал ĕçлетчĕç. Сĕт сутассипе, аш-какайран тупăш илессипе нумай çул районта малта пычĕç алманчсем, колхоз миллионерсен шутне те чи малтан кĕчĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче куккурус вăйлă çитĕнтеретчĕç, Мускаври ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче Дипломсемпе медальсем илме тивĕçнĕ. А. Никифоров хыççăнхи ертÿçĕсем Л. Васильев, К. Степанов, Г. Аврамов, А. Карпов та хуçалăха ăнăçлă ертсе пычĕç. Вĕсем ĕçленĕ вăхăтра сысна ферминчен тонни-тоннипех аш-какай ăсатнă. П. Иванов агроном чăн-чăн «уй-хир технологĕ» пулнă. Тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ, çулсеренех икшер-виçшер план чухлĕ патшалăха сутнă. Алманчсем выльăх апатне те тулăх хатĕрленĕ. Кунта машинăпа трактор паркĕн тÿпи те пысăк пулнă. Техника шавĕ уй-хирте татăлма пĕлмен. Авăнмасăр, вăй-хумасăр мĕн пултăр-ха? Ахальтен мар ĕнтĕ аслă ăрурисем халĕ те З. Николаева зоотехника, Н. Герасимова ферма заведующине, Л. Григорьев бригадира, П. Романов электрик-механизатор-рационализатора, В.Нестеров механика ырăпа аса илеççĕ. А. НИКОЛАЕВ.