11 марта 2021 г.
Иртнĕ эрнере Трак енре ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.
Чи малтанах Надежда Владимировна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа тĕл пулнă. Райадминистрацин пĕчĕк залĕнче тарифсене йĕркелештерсе пырас, таварсем туянас, патшалăх тата муниципаллă нушасем валли вăл е ку ĕçе-çăмăллăха пурнăçлас çĕрте контракт тытăмне пурнăçа кĕртес ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Хăна федераци саккунĕсенчи çăмăллăхсем, умри тариф кампанийĕ, кăçалхи тариф заявкисем пирки чарăнса тăнă. Унтан Надежда Колебанова «Ял хуçалăх техники» предприятин пулнă территорире вырнаçнă котельнăя çитсе курнă. Ăна 1984 çулта хута янă, 1989 çулта çут çанталăк газĕпе ĕçлемелле тунă. Ун хыççăн юсав ĕçĕсем пачах та пулман кунта, оборудовани пĕтĕмпех кивĕ. Çакă пысăк тăкаксем патне илсе пырать те.
Александр Кузнецов иртнĕ çул асăннă территорире блок-модульлĕ котельнăя ĕçе кĕртме проектпа смета документацине туса хатĕрлени пирки пĕлтернĕ. Кăçал унта çĕнĕ газ оборудованийĕ вырнаçтарма, котельнăя ĕçе яма палăртнă.