11 марта 2021 г.
Иртнĕ эрнекун Красноармейски ял тăрăхĕнче пурăнакансем районти культура çуртне пухăва пуçтарăнчĕç, пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерсе пĕтĕмлетрĕç.
Çулталăкра пĕр хутчен иртекен отчетлă пухăва Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн йĕркеленĕ май фойере «Алмазная мозаика» курав йĕркеленĕ. Унта ял тăрăхĕнчи чи пултаруллă ал ĕç ăстисем Алина Яковлева, Эльвира Федорова, Лина Александрова хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Хĕрарăмсен кашни ĕçне искусство шедеврĕ теме те пулать: вĕсем илемĕпе кирек кама та хăйсем патне туртаççĕ.
Тĕп докладпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов калаçрĕ. «2017 çулта район бюджечĕ 304 млн тенкĕпе танлашнă пулсан, иртнĕ çул çак хисеп 508 млн тенке çитрĕ. Виçĕ çулта 200 млн тенкĕ ытла укçа пырса кĕчĕ хыснана. Унпа эпир палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пултартăмăр, — терĕ Александр Николаевич. — Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетессине тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Умра – пысăк ĕç. Чăваш Енри 252 шкултан 50 проценчĕ ытла юхăннă. Çитес 5 çулта пурне те юсаса çĕнетмелле. Кăçал Трак /31 млн тенкĕлĕх/, Красноармейски /49 млн/ вăтам шкулĕсене тата «Çеçпĕл» ача садне /29/ юсасшăн».
Паян район центрĕнче пурăнакансене нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа тивĕçтересси канăç памасть. Ăшă тытăмĕ кивелсе çитнĕ. Вăл тăтăшах шăтать. Райцентрти нумай хваттерлĕ çуртсен 23 процентне кăна уйрăммăн хутса ăшăтаççĕ. Ку енĕпе эпир республикăра юлса пыратпăр. Перекетлĕ блок-модульлĕ котельнăйсем çине куçмалла. Çавна валли иртнĕ çул Красноармейскинче газ пăрăхĕ хывса хăварнă. Ку енĕпе Траксен ырă тĕслĕх пур ĕнтĕ. Юлашки икĕ çулта хамăр тăрăхра çĕнĕ 5 котельнăй хута янă, 7-шне юсаса çĕнетнĕ.
Пухура халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерме пăрăхсем хывса хăварасси, киввисене юсасси, шыв отвочĕсем, канализаци тата тасатакан сооружени тума проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлесси, электричество юписене, пăралуксене улăштарасси пирки хĕрÿ калаçу пычĕ. Районта 80 шыв башни шутланать. Иртнĕ çул 16-шне юсама май килнĕ. Кăçал ку енĕпе малалла ĕçлесшĕн. Калаçу çавăн пекех бюджет укçине перекетлес, куçман пурлăх об±екчĕсене тупса палăртса шута илесси пирки пычĕ.
Красноармейски ял тăрăхĕ Трак енре чи пысăккисенчен пĕри, вăл 14 яла пĕрлештерет. Пухура Георгий Иванов /райцентрăн кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕ туллин аталанни, çавна май ăна хăйне тасатакан сооружени кирли çинчен/, Галина Михайлова /Малти Карăкпа Вутлан хушшинчи Пушмакасси урамĕнче пурăнакансене çÿп-çап контейнерĕ лартса паманни, хĕлле çулсене тасатманни, анчах çÿп-çапшăн квитанци килсех тăни пирки/, Петр Тимофеев /Шетмĕ шывĕ хĕрринче çитĕнекен пултрана пĕтермелли пирки/, Роза Чернова /Механизаторсен урамĕнчи 6-мĕш çурт тăрринчен шыв анни пирки/, Геннадий Николаев /Шетмĕ шывĕн шайне çĕклеме май пурри пирки/ тухса калаçрĕç.
Юлашкинчен пухăннисем умĕнче Марина Короткова /РФ Пенси фончĕ/, Лариса Анисимова /хÿтлĕх пайĕ/, Максим Кожаков /пушар хуралĕ/, Сергей Егоров /полици уйрăмĕ/ сăмах илчĕç. Юрий БОРИСОВ