04 марта 2021 г.
Çуркуннен пĕрремĕш уявĕ умĕн мунча хутрăм. Çăвăнса тасалма тăван-пĕлĕше те йыхравларăм. Чăваш мунчи епле ырлăхлă çав. Тата шурă мунча. Хурăн милĕкпе рехетленсен, эх, еплерех шăмшак çăмăлланать. Ватлăхри çан-çурăм 30-40 çулти евĕрех çамрăкланать. Сăн-пит те ух! епле чип-чипер, маттур курăнать.\
Хальхинче мунчара пĕлĕшпе çăвăнтăмăр, çапăнтăмăр. Алăра çĕнĕ хурăн милĕксем пăркаланчĕç çеç… Сарлака хул-çурăмлă арçын, манран çулĕсемпе кĕçĕнрехскер, çăтти-çатти тутарма хатĕр иккен.
— Тур калашле виççĕ, — тет те хĕрнĕ чул çине виçĕ хутчен вĕри шыва чашлаттарать. Милĕксене урлă-пирлĕ çавăрттарнă май, хулăн сасăпах сăвăлласа такмаклать тата.
Мунчи, мунчи мунчала,
Çăтти-çатти тумалла.
Яра пар та тара пар
Пăтăртанса тухтăр тар…
Мунчи те хĕрÿллĕ. Такмакĕ те илĕртÿллĕ пĕлĕшĕн. Тепĕр сăвăç пекех пултаруллă хăй. Эпĕ, супăньпе кăпăкланса лараканскер, мухтаса та илтĕм ăна. Унпа çураçрĕ-ши вăл? Лăх! лăх! кулчĕ те: «Халь маншăн бассейн», — тесе хучĕ. Хăй çавăнтах пĕр витре сивĕ шыва ман пуç тăрăх шапăртаттарчĕ. Ыш! ыш! теме кăна ĕлкĕртĕм эпĕ. Ятлама-вăрçма хăю çитеймерĕ. Хам кăмăлпа хам чĕннĕ-çке мунча кĕме.
Арçынсем хыççăн хĕрарăмсем савăнчĕç техĕмлĕ мунчара.
— Маттур, маттур эсĕ. Мунча ăшши такама та çитĕ, — куçĕсене мăчлаттарса тав турĕç вĕсем.
Тепĕр кун манăн менелник. Ытлашши эрех-сăрапа туслах мар эпĕ. Анчах хăна-вĕрле валли тупăнать вăл. Мунча çенĕкне виçĕ пулăштух «Коньякри пилеш» упранатчĕ. Ирпе тухса тĕрĕслерĕм те пĕри шутран катăлнă. Тăван-пĕлĕшĕн тĕлĕнтермĕш ĕçĕ-хĕлĕ ĕнтĕ ку. Пĕрре такмакласа çапăнчĕ, тепре хама сивĕ шывпа çăвăнтарчĕ… Халь акă «Коньякри пилеше» йăкăртса кайнă. Вăт сана тăван-пĕлĕш…
Георгий Ефимов-Тусли.