04 марта 2021 г.
Кирук улттăмĕш урок вĕçленсен шкултан тухрĕ те тÿрĕ урампа хăйсен ялĕ еннелле васкарĕ. Ирех юр вĕçтеретчĕ те — халь вара тăман тухасшăн курăнать. Вăйлă çил пÿрт тăррисенчи юра явкаласа антарать те çул тăрăх айлă-çийлĕ вĕçтерет. Сывлăш та сивĕ. Яла çитме виçĕ çухрăм ытла утмалла-ха арçын ачан. «Ялта та кун пек пулсан хирте мĕнле-ши?» — пăшăрханса шухăшларĕ вăл.
Хăйсен ялĕнче пуçламăш шкул кăна, çавăнпа арçын ача çиччĕмĕш класа кÿршĕ яла каять. Вĕсем виççĕн çÿреççĕ-ха, анчах Ванюш паян темшĕн шкула килмен, Вера çанталăк начаррипе тăванĕсем патне çĕр каçма каятăп терĕ. Çавăнпа Кирук пĕчченех çула тухрĕ. Хăнăхнă çул вăл, унпа пиллĕкмĕш класран тытăнсах чупаççĕ те. Темле çанталăкра та çÿренĕ. Паянхи пекки чылай пулкаланă.
Арçын ача ялтан тухнă çĕре раштав тăманĕ тата вăйлăрах çĕкленчĕ, пит-куçа çапса юр çăвать, йĕпетет. Çĕлĕкне çамки çинелле пусса антарчĕ, хăлхисене янах патĕнчен кантрисемпе çыхса ячĕ. Ялтан тухрĕ. Инçех мар ÿсекен пĕчĕк вăрман та курăнмасть. «Ирхине кун пек марччĕ вĕт. Тăман ытла вăйланса кайиччен чупам-ха. Пĕр ăстрăм чупса илнĕ хыççăн çул самаях кĕскелекенччĕ», — шухăшларĕ вăл. Кăштахран хыçалтан килекен машина сассине илтрĕ вăл. Тĕттĕм симĕс тĕслĕ УАЗикпа хăйсен ялĕнче пурăнакан Шаккăл Якурĕ килет. «Якур сан аçу пулать», — тенĕ-ха ăна амăшĕ темиçе хут та. Ачан чунне ăшă кĕчĕ. Ялтан нумай та каймарĕ — машина тупăнчĕ. Кирук аллине тăратрĕ те, УАЗик хăвăртлăхне чакарчĕ. Анчах тепĕртакран шофер чарăнас вырăнне газне тата хытăрах пусрĕ. Машина ураписем айĕнчен тăман кăларттарса малалла вирхĕнчĕ. «Палламарĕ-ши мана?..» — кăмăлĕ пăсăлчĕ ачан. «Атте, лартса кай-ха-а!..» — кăшкăрчĕ хыçалтан Кирук.
Машинăра Якур пĕччен мар, арăмĕпе Варукпа. Шофер машинине чарса ачана лартма шутланăччĕ-ха, анчах хĕрарăм чарăлнă куçĕсенчен çиçĕм кăларса кăшкăрса пăрахрĕ: «Анюта ачине лартса каясшăн-и тата эс?! Чартарăп час сана! Патлаттаратăп ак пуçунтан!.. Çамрăк-ха вăл, тиха пек чупса хăех çитет! Ха, Анюта ачине лартса каясшăн вăл... Тата Анютине хăйне лартса çÿре... Килне кайса хăналанса лар... Мĕн, хăвăн тетĕн-и ку ачана? Сан ачу мар вăл, таçтан тупнăскер çеç. Вĕсен шăрши те ан пултăр пирĕн машина çинче!»
...Анюта — Якурăн çамрăк чухнехи савнийĕ. Хĕр ăна салтака ăсатса ячĕ, кĕтсе илчĕ. Икĕ çул çырусем çырса тăчĕç. Анчах салтакран таврăнсан Якура хăйĕнчен çичĕ çул аслă Варук питĕ качча каясшăн ăшталанчĕ. Ачаранах кăмăлланă-ха Варук хăйĕн упăшкине, анчах леш ун çине çамрăк чухне пăхсах кайман, Анютăпа туслă пулнă. Çапах та хĕрарăм пуçне шухăш кĕрсен хăйĕнне тăватех çав. Варук пек чее те çиллине чарайман çын пулсан пушшех те. Вăл Якурпа Анюта хушшине сĕмсĕрленсе кĕрсех каччăпа тĕл пулма тăрăшрĕ. Тĕл пулсан вара ăшă калаçусем пуçларĕ. Анютăна хурларĕ, ун çинчен начаррине каласа пачĕ. Лешĕ Якур салтакра чухне ытти каччăсемпе алхаснă имĕш. Малтан Якур ку сăмахсене яхăна та ярасшăн марччĕ, анчах пурăна киле вĕсем темшĕн ун ăшне кĕрсе ларчĕç. Çапла вăл юратнă Анютăна пăрахса Варука качча илчĕ. Тĕрĕсрех, Варук сырлан пек çулăхса, çине тăрса авлантарчĕ-ха ăна. Вĕсем ялта пĕр кивĕрех çурт туянса пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Арăмĕ упăшкин кашни утăмне сыхласа тăчĕ, ăçта кайнине, кампа калаçнине ыйтса пĕлчĕ. Тен, вăл Анютăпа курса калаçнă-ха... Ун чух пĕтрĕ вара, пÿрт чăл-пар! тăвать. Йăваш кăмăллă Якур кулленхи шăв-шава урăх чăтаймарĕ, çур çултан килти харкашу хыççăн чирлĕ амăшĕпе кăна пурăнакан Анюта патне куçрĕ. Анчах маххă паракан хĕрарăм мар Варук, упăшкине урăххине пама килĕшмерĕ. Пĕр уйăхран вăл Анюта амăшĕ пульницăра чухне вĕсем патне килне кайса пĕтĕм çиллипе урчĕ, вăрçă çĕклерĕ. Тÿшекĕсене урайне сĕтĕрсе антарса таптарĕ, чÿрече каррисене татса антарчĕ, Анютăна çÿçĕнчен лăскарĕ... Çапла вăл Якура вăйпах килне çавăтса килчĕ. Çавăнтанпа упăшки пăрахса каясран çав тери хăрать, кашни утăмне тĕрĕслет. Анютăн каярах ывăл ача çуралчĕ. Кирук. Варукăн вара ачи пулмарĕ.
...Хыçалта ял куçран çухалчĕ ĕнтĕ, хăйсен ялĕ çывăхĕнчи посадка вара курăнмасть-ха. Кирук унта çитсе ÿкесчĕ тесе уттине хăвăртлатрĕ. Часах вăл посадка тĕлне çитрĕ, тăман вара вăйланса та вăйланса пырать. Çул куç умĕнчех хупланма тытăнчĕ, урапа йĕрĕ çине хÿсе тултарнă çемçе юра вăй хурсах ашса пымалла. Кашни утăм тумассерен малалла кайма йывăрланса пырать. Арçын ача чупнипе, васкаса утнипе тара ÿкрĕ, аялти тумĕ йĕпенчĕ. Посадка вĕçĕмсĕр ÿсмест, пĕр тĕлте 200-300 метр татăлать. Кирук тарла-тарла çавăнта çитрĕ. Çула тухни çур сехете яхăн та пур ĕнтĕ. Çил кăкăртан хыçалалла вăйпах чышать, юр пит-куçа хуплать, çавăрттарса ĕнсене кĕрет. Хирте ялти пек кăна мар. Куçа уçма та çук. Çапла нушаланса утрĕ вăл. Утать-утать, тапаланать-тапаланать — тепĕр посадка вара курăнмасть. Çул пачах çухалчĕ. Йĕр курăнсан мĕнле йывăр пулсан та малалла утма пулĕччĕ хăть. Анчах нимле йĕр те çук! Вăл аптăраса ÿкнипе чарăнса тăчĕ, унталла-кунталла пăхкаларĕ, сасă çук-и тесе итлерĕ. Нимĕн те курăнмасть, таврара шап-шурă, хăлхара вăш! та вăш! вăйлă çил вĕрнĕ сасă кăна. «Аташса каймарăм-ши, тепĕр посадка инçе те мар вĕт-ха. Мĕншĕн курăнмасть?» — чăннипех хăраса ÿкрĕ вăл. Тарланă ÿт-пĕве çил-тăвăл витĕр касать, шăнтать. Ача ĕнтĕркеме пуçларĕ. Çапах та ку хăрушах мар-ха, чи хăрушши — çул çухални! Ăçталла пырать вăл халь? Тĕрĕсех-ши е çултан пăрăнса кайрĕ-ши? Умнелле чикĕнсе пырса утать-утать – йывăçсем курăнмаççĕ. Чылай утрĕ çапла... Халиччен ун патне тухмалла ĕнтĕ вăл... Малтанхи посадка тĕлĕнче тĕттĕмрех сĕм тăратчĕ, ăçталла утнине пĕлме пулатчĕ. Халь нимĕн те курăнмасть. Апла çултан пăрăнса кайнă-ши?.. Умнелле кайса ÿке-ÿке перчетки те йĕпенчĕ ĕнтĕ, çавăнпа алли те шăнчĕ. Вăй та пĕтме пуçларĕ, çиесси те килет... Килĕнчен илсе тухнă ыраш çăкăрне сахăр татăкĕпе виçĕ урок хыççăнах çисе янă ĕнтĕ вăл. Эх, нумайрах илмелле пулнă иккен çăкăрне...
Чылайччен çÿрерĕ арçын ача хир тăрăх юр ашса, анчах çул çук та çук! Тĕрĕссипе, халь вăл хăйсен ялĕ хăш енчине те пĕлмест ĕнтĕ, нимĕн те курăнмасть, çавăнпа пуçĕ те çаврăнчĕ. Чарăнчĕ... Утма вăйĕ те пĕтрĕ, пальтона çил касса кĕрет, шăнтать. Ботинка ăшне юр кĕнипе урисем йĕпеннĕ. Пĕр вырăнта нумай тăмалла маррине пĕлет-ха вăл, анчах хăш еннелле утмалла? Хăш енне?! Ура айĕнче ашăм юр, куç умĕнче кутсăр-пуçсăр тăман... Мĕн тумалла? Ача хăранипе сиксе чĕтрет. Ял ăçта-ши?... Анне ăçта-ши?.. Çынсем ăшă пÿртсенче вĕри чей ĕçсе лараççĕ пуль... Эх, аннен вĕри яшкине çисе кăмака çине хăпарса выртасчĕ... Анчах халь вăл хирте пĕччен, çил-тăман ашкăрать, çул çук...
Чĕркуççи сивĕ çилпе ним туйми пулчĕ, вăл юрпа йĕпенннипе шăнса кÿтнĕ. Ăçталла утать – пĕлмест... Мĕн чухлĕ утрĕ, паллă мар... Таврана тĕттĕм сĕм çапрĕ ĕнтĕ, каç та пуласшăн. Пырсан-пырсан вăл тарăн юрлă вырăна тухрĕ. Çырма айккинчи лапам-ши ку? Вăйĕ пĕтĕмпех пĕтрĕ ĕнтĕ, шăнса кÿтнипе çан-çурăмĕ чăтма çук хытă ыратать. Аллисем тукмак пек пулса кайрĕç. Ботинкине йывăçран тунă тейĕн, пăрланса ларчĕ. Юрпа йĕпеннĕ шăлавар пĕççисем те шăнса хытнă, пĕр-пĕрин çумне çапăнса пластмасса пăрăхсем пек шаклатаççĕ...
Кирук чăмран кайрĕ. Кăштах канас тесе тарăн юр çине çиле кутăн чĕркуçленсе ларчĕ. Мĕнле ăшăнас? Ним çунтармалли те çук вĕт, сумкăра тетрадьсем те кĕнекесем çеç. Тетрадь!.. Анчах ăна çунтарса ярсан ыран шкулта мĕн темелле? Ача кÿтсе пырать. Ним тума та çук, çунтармаллах пулать... Вăл кÿтнĕ аллипе аран-аран шалти кĕсйинчен шăрпăк курупкине кăларчĕ. Шăрпăкне çул çине яланах илеççĕ-ха ют яла шкула çÿрекен ачасем. Аслисем çапла вĕрентнĕ. Çул çинче темĕн те пулма пултарать тесе ăс панă. Арçын ача шăрпăка чĕтрекен пÿрнисемпе темиçе хут сĕре-сĕре аран-аран чĕртрĕ. Тетрадь страницисем хуллен йăсăрланма, çунма тытăнчĕç. Вăл ун çумне пичĕпе çывăхланчĕ. Пĕр аллипе тетрадьне тытса тăрса кÿтсе кайнă тепĕр аллине вутпа ăшăтать. Ах, мĕнле аван-çке вăл ăшă! Мĕнле аван! Ăшă, ăшă... Пурнăç парнелекен ăшă... Сÿнсе кăна ан лартăр... Унтан тепĕр аллине ăшăтма пуçларĕ. Акă тетрадь çинчи хĕрлĕ тĕспе лартнă «4» тата «5» паллăсем те, нушаланса çырнă сочинени те çунчĕ. Халь ăна нимĕнле паллă та кирлĕ мар ĕнтĕ, шăнса кăна вилес марччĕ. Тетрадь çунса пĕтиччен вăл теприне илчĕ. Ку математика пулчĕ. Ăна та çунтарчĕ. Тетрадьсем пĕтрĕç... Тата тăватă кĕнеке пур-ха, вĕсемпе самаях ăшăнма пулать. Чăнах та, аллисем пăртак ăшăннă пек туйăнчĕ, анчах тăрук ăшăтнипе сĕрлеме, ыратма пуçларĕç. Питне те ăшă çапрĕ. Кĕнекесем те çунса пĕтсе пыраççĕ ĕнтĕ. Хир варринче, юр çинче кăвайт çунать... Пĕччен кăвайт. Нуша-асап вучĕ... Кĕнеке çунăкĕсен юлашкине те çил çавăрттарса вĕçтерсе кайрĕ ĕнтĕ. Унпа пĕрлех ачан пурăнас шанчăкне те... Çунтармалли урăх нимĕн те çук. Енчен-енне касса çил вĕрет. Ура çине тăрас та, юр шăтăкĕнчен тухас та килмест. Эх, çакăнта улăм ури пулсан кĕрсе выртăттăм е улăм çунтарнă пулăттăм. Улăм ури патĕнче шăнса вилмĕттĕм-ха... Çул хĕрринчен çур çухрăмра кăна ларать те çав улăм ури, анчах халь вăл тахăш енче? Ял хăш енче?
Арçын ача кĕнекесем çуннă ăшша туйнă хыççăн ĕшенсе лапсăр кайрĕ. Выртас, çывăрас киле пуçларĕ... Чĕркуççи çине ларчĕ, ун урăх пĕр утăм та тăвас килмест. Сумкине пуç айне хучĕ, кăштах канам-ха тесе ун çине хăяккăн выртрĕ... Çан-çурăм майĕпен-майĕпен ăшăнма пуçларĕ. Шалти юлашки ăшă ÿт çине тухнипе ăна канлĕ пулса кайрĕ. «Акă... Тинех ăшăнатăп иккен... Тинех ăшă çитрĕ...» — шухăшларĕ вăл тĕлĕкри пек... Арçын ачана амăшĕ пырса хулăн утиялпа витрĕ, питĕнчен ăшă аллипе ачашларĕ пек... Вăл тарăн ыйха путрĕ...
Николай Ларионов-Йĕлмел.