АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли кăмăлпа таврăнтăмăр

04 марта 2021 г.

Сунарçăсем те йĕлтĕрпе хăвăрт чупса пăшалтан тĕл перессипе ăмăртаççĕ. Вăл «Сунар биатлонĕ» ятлă.

Кăçал çакăн евĕрлĕ ăмăрту Канаш районĕнчи Вăтапуç ял тăрăхĕнчи Упа кÿлли çумĕнче иртрĕ. Уява Канаш хулипе районĕн сунарçăсен ушкăнĕн ертÿçи Николай Краснов Раççей ялавне çĕклесе уçрĕ. Пухăннисене Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов та саламларĕ.

Сунарçăсен уявне республикăри сакăр сунар ушкăнĕ хутшăнчĕ. Трак ен чысне Алексей Степанов /Алманч/, Юрий Ефимов /Янмурçин/, Николай Михайлов /Туçи Чуракасси/, Валерий Егоров /Упи/ тата çак йĕркесен авторĕ хÿтĕлерĕç. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Сунарçăсен ăмăртăвĕ вĕçленнĕ хыççăн ертÿçĕсем хушшинче пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту иртрĕ. Унта Канаш районĕнчи сунарçăсен «Чакасси — Чакмаç» ушкăнĕ мала тухрĕ. Вĕсене парне — чĕрĕ хыр сысни — пачĕç. Ытти вырăнсене йышăннисене те хавхалантарчĕç. Çĕнтерÿçĕсем икĕ чĕрĕ такана, автансене, сунар кăвакалĕсене тивĕçрĕç.

Тĕл перессипе пирĕн ентеш Алексей Сергеев мала тухрĕ. Вăл чи аслисен /72 çул/ хушшинче палăрчĕ. Ăмăртăва хутшăннисене Шăхасанти кану çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ĕçченĕсем саламларĕç. Вун-вун куракан алă çупса хавхалантарса тăчĕ. Уяв хыççăн сунарçăсене вĕри чейпе, кукăльпе, кофепе, вырăнти кухньăра хатĕрленĕ вĕри апатпа хăналарĕç.

 

Геннадий Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика