04 марта 2021 г.
Павел Захарович Дубровин… Трак тăрăхĕнче, ахăртнех, ăна пĕлмен çын та çук пулĕ. Çапла çырса хутăм кăна, иккĕленÿллĕ шухăш çуралчĕ: вăхăт иртет-çке, нумай япала манăçа тухать.
Паянхи тĕнче пысăк хăвăртлăхпа чуптарнă чухне ку пулăм ют мар. Анчах Тăван çĕр-аннешĕн, юратнă халăхшăн тăрăшнă хастарсене пирĕн асра тытмаллах. Çав çынсенчен пĕри вăл — Чатукасси ялĕнче çуралса ÿснĕ мухтавлă ентешĕмĕр Павел Дубровин. Эпĕ пуçласа çак хушамата «Хыпар» хаçатăн вырăнти корреспондентĕнче ĕçленĕ чухне ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕнчен Леонтий Алексеевран илтнĕччĕ.
Сăмах Дубровин патне акă мĕнле сăлтавпа çитнĕччĕ. Чăвашсен тĕп хаçатĕнче тăрăшакансен хушшинче Трак тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ журналистсем йышлă пулнине шута илсе эпĕ: «Хыпар» Леонтий Алексеевич ентешĕсем çинче тытăнса тăрать», — терĕм. Чăн та, вăл çакна шÿтпе йышăнмарĕ, манăн сăмахăма малалла тăснă май çапла каларĕ: «Ку йăла ĕлĕкренпех пырать мар-и? «Хыпар» тĕрлĕ ятпа вулакан патне çитнĕ вăхăтра та редакцире Шетмĕпе Çавал хутлăхĕнчен тухнă çынсем йышлă ĕçленĕ». Çакăн хыççăн вара Кăмакал ялĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă хаçатçă ентешĕсене ятран асăнса тухрĕ. КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн тĕп органĕ шутланакан хаçатра хăй вăхăтĕнче Трак енре çуралса ÿссе пурнăç çулĕ çине тухнă Василий Яковлев /Тоймак/, Павел Дубровин, Михаил Юрьев /Нямань/, Василий Максимов журналистсем тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсене кун çути кăтартса пынă. «Эпир вĕсенчен илсе юлнă эстафетăна алăра çирĕп тытма тăрăшăпăр», — тупа тунă пек каларĕ Леонтий Алексеевич. Вăл асăнса тухнă хаçатçăсенчен эпĕ Павел Дубровина кăна пĕлменнине пытарса тăмарăм.
«Павел Захарович легендăна кĕме тивĕçлĕ çын, — калаçу йĕрне малалла тăсрĕ манăн вĕрентекенĕм, «Ял пурнăçĕ» хаçатра пĕрремĕш утăмсем тунă чухне мана курăмлă пулăшу панăскер. — Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех палăрнă журналист. Фронтра та вăл çар хаçачĕсенче пиçĕхнĕ. Дубровин пире çулăмлă çулсенче тухнă хаçатсемпе паллаштаратчĕ, эпир вĕсен страницисенче çар корреспонденчĕ алă пусса кăларнă самаях пысăк калăпăшлă материалсене курнипе тĕлĕнеттĕмĕр. Вутра та çунман, шывра та путман пирĕн ентешĕмĕр…»
«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă Аркадий Казанов пĕррехинче çапла аса илнĕччĕ: «И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ университет — авт./ вĕреннĕ çулсенче тăтăшах «Коммунизм ялавĕн» редакцине материалсем кайса параттăм, çавăн чухне Павел Дубровин журналистпа çывăх паллашнăччĕ те ĕнтĕ. Хапăл тусах кĕтсе илетчĕ вăл мана. Студентсен пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче эпĕ çырнă статьясем республикăн тĕп хаçатĕнче час-часах тухса тăнăшăн Павел Захаровича тав сăмахĕ калама та тавçăрайман çав ун чухне. Вăл мана кăна мар, журналистикăра малтанхи утăмсем тăвакан ытти яш-кĕрĕме те кăткăс ĕç вăрттăнлăхĕсене пикенсех алла илме пулăшнă, унăн тивлечĕпе чылай çамрăк каярахпа хăйсен кун-çулне массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнтарнă…»
Чатукасси чăвашĕн ячĕ-сумĕ ĕç-тешĕсен хушшинче çав тери пысăк пулнă. Вăл çамрăк хеçатçăсене сăмахпа кăна мар, ĕçпе те витĕмлĕ пулăшса пынă, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртенĕ. Мухтанас, мăнаçланас кăмăл-туйăм ют пулнă уншăн. Вăрçăра пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрса тивĕçнĕ наградисене — Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсене — Çĕнтерÿ кунĕнче кăна çакса тухнă. Çĕршыва пăшалпа та, калемпе те хÿтĕленĕ салтак тата журналист хăйне çав тери сăпайлă тытнă, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен тĕл пулăвĕсенче нихăçан та нумай калаçман. Вулакансемпе сăмах пуçарсан çырнă чухне чăнлăхпа тĕрĕслĕх чи малта тăмаллине аса илтернĕ.
Çар журналисчĕн çак пахалăхĕсене хăй вăхăтĕнче «Красная Звезда» хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă Дмитрий Ортенберг генерал-майор та асăрханă иккен. Унăн пĕр аса илĕвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «1942-1945 çулсенче «Сокрушительный удар» /17-мĕш артиллери дивизийĕ/ тата «В бой за Родину» /стрелоксен 148-мĕш дивизийĕ/ хаçатсен редакцийĕсенчен Павел Дубровин журналист хĕрÿ вут-çулăмра çырнă материалĕсене вăхăтра çитерсе паратчĕ пире. Вĕсемпе çийĕнчех усă курма тăрăшнă. Литсотрудник тата редактор çумĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыракан корреспондента эпир Сталин алă пуснă тав çырăвне илме тăратрăмăр…»
Йывăр лару-тăруран тухма шанчăклă майсем тупма пĕлнех çав пирĕн ентеш. Кунта ăна хăй вăрçăчченех тĕрлĕ хаçатра ĕçлесе пиçĕхни, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленнĕ вăхăтра журналистикăн Пĕтĕм Союзри коммунизм институтĕнче ăс пухни, çавăн хыççăн партипе совет органĕсенче, унтан республикăри «Канаш» /халĕ «Хыпар»/, районсенчи хаçатсен редакцийĕсенче вăй хуни нумай пулăшнă. Павел Дубровин пĕр хушă Чăваш главлитăн пуçлăхĕн пуканне те йышăннă, фронта кайиччен «Красная Чувашия» /халĕ «Советская Чувашия»/, «Чăваш коммуни /халĕ «Хыпар»/ хаçатсенче журналист калемне çивĕчлетнĕ.
Пичетре ĕçлеме çуралнă çын вăл, Павел Захарович. Ентешĕсем мăнаçланма тивĕç унпа. Хăй хыççăн манăçми йĕр хăварнă вăл. Ун çинчен çырнă статьясене Чăваш Республикин, чăваш пичечĕпе журналистикин энциклопедийĕсене тата «Журналисты Чувашии» кĕнекене кĕртнĕ. Шел те, юлашкинчен асăннă икĕ кăларăмра Павел Дубровинăн биографийĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Пĕринче «вăл 1906 çулта çуралнă, 1988 çулта вилнĕ» тенĕ, тепринче вара «1913 çулта çут тĕнчене килнĕ, 1983 çулта пурнăçран уйрăлнă» тесе палăртнă. Хăшĕ тĕрĕс-ши? Паллă ентешĕмĕре лайăх пĕлекенсем пирĕн хушăра пур чухне вĕçне тĕрĕссине тупса палăртасчĕ. Чатукасси тăрăхĕнче унăн çывăх тăванĕсем те пурах ĕнтĕ.
Геннадий Кузнецов.