АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хайлавĕсем кăмăла çĕклеççĕ

04 марта 2021 г.

Валентина Рудникова — «Ял пурнăçĕ» хаçатăн чи хастар общество корреспонденчĕсенчен пĕри.

Валентина Васильевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен виçĕ уйăх çурă маларах çут тĕнчене килнĕ. Çакна вăл ытарайми тăрăхра вырăн тупнă Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче пурăнакансене уçă сассипе янратса пĕлтернĕ. Паллах, сăпкара выртакан çак тĕпренчĕк тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын пуласси пирки тĕшмĕртмен те ĕнтĕ ун чухне.

Валя вара питĕ пултаруллă ÿссе çитĕннĕ. Çĕр-аннемĕре хĕл ыйхинчен вăратма хатĕрленекен çуркунне пуçламăшĕнче çут тĕнчене килнĕрен-ши унăн хайлавĕсенче /сăввисенче те, юррисенче те/ хăпартланупа хавхалану, илĕртÿлĕхпе киленÿ, çĕкленÿпе тасалăх, ырăлăхпа шанăçлăх тапса тăраççĕ. Пĕр-пĕринчен уйăрма та çук çав туйăмсене, вĕсем ытла та таччăн сыпăннă. Манăн шухăшпа, Шетмĕпе Çавал тата Ункă хутлăхĕнче çуралса ÿснĕ сăвăçпа композиторăн, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ, ăс-хакăл парассине хăйĕн тĕп тивĕçĕ туса хунă педагогăн тавра курăмĕпе тĕнче курăмĕ анлă пулнин сăлтавне шăп та лăп çакăнта шырамалла пуль…

«Вăрçă ачи» ята илнĕ хĕрарăм тивĕçлĕ канура пулин те килте лармасть, районăн, Красноармейски салин общество пурнăçне хастар хутшăнать, пĕтĕм чун хавалĕпе ăс-хакăлне, кăмăл-сипечĕн паха енĕсене мал ĕмĕтлĕ ентешĕсемпе пĕрле пайлать. Çавăншăн савăнса тата хĕпĕртесе çĕнĕ кĕвĕсем шырать, сăвăçсене паха тĕслĕхĕпе хавхалантарса мăнаçлă та çÿллĕ парнас çине улăхма йыхравлать. Уншăн çак талпăну-ăнтăлу — çунатлă ĕмĕт чĕнĕвĕ, систермесĕр çывхаракан ватлăха улталаса, урăх çулпа пăрса яма хыпăнни-çунни.

«Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленекен хайлавĕсене вулатăп та çичĕ пĕлĕт тÿпине çĕкленнĕнех туятăп. Юрăçă темерĕн, сăввисем кĕвĕленсе тухаççĕ.

Манăн алăра — Николай Ершов-Янгерпа Валентина Рудниковăн «Пурнăç утти» кĕнеки. Унта Валентина Васильевна кĕвĕленĕ 28 юрă пичетленнĕ. Хорпа, ушкăнпа тата пĕччен юрламалли юрăсен сăмахĕсен авторĕсем – Николай Ершов-Янгерпа Николай Осипов. Композитор пулас хайлавсем валли ансат, çав хушăрах тарăн шухăш çуратакан сăвăсене суйласа илме пĕлет иккен. Ку вăл Валентина Васильевна хăй те поэзипе питĕ çывăх пулнинчен килет ĕнтĕ. Сăвăсене чăркăш куçпа пăхса хакламасан, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу тума çуккине никамран та лайăхрах пĕлет юратнă композиторăмăр.

Юрă хăш вăхăтра хăй килнине систерет-ха? Ку ыйтăвăн татăклă хуравĕ çук, паллах. Çемĕ ăшран кĕвĕленсе тухасси çыннăн кăмăл-туйăмĕпе çыхăннă ĕнтĕ. Валентина Рудниковăн кĕввисем ытларах чухне ирхине çуралнăн туйăнаççĕ мана. Мĕншĕн тесен вĕсем сывлăм пекех çутă. Çăлран ăсакан мерчен-кĕмĕл шыв пекех ăш-чикĕме уçăлтарса яраççĕ. Тепĕр тесен, юратушăн каçăхса кайса юрă шăратакан шăпчăксен çепĕç «сонатисемпе серенадисем» те таврана кăвак шуçăм чаршавĕ хупласа илнĕ чухне уйрăмах илĕртÿллĕн илтĕнсе тăма тытăнаççĕ мар-и?..

Ан тив, кирек хăш вăхăтра çуралччăр Трак ен «шăпчăкĕн» çаврăмĕсем. Вĕсем чăваш эстрадин артисчĕсене те, ялти культура çурчĕн сцени çине тухакансене те кăсăклантараççĕ. Хальхи вăхăтра Трак тăрăхĕнче Валентина Васильевна пек тухăçлă ĕçлекен сăвăçа, композитора тата юрăçа тупма йывăр. Вăл «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» çулленхи фестивальте тăтăшах лауреат пулса тăни те çакна çирĕплетекен тĕслĕх. Унăн юррисене ытти районсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен репертуарĕсене кĕртни те нумая пĕлтерет.

Мĕнлерех-ши вăл, композитор чĕри? Хĕрÿллĕн те канăçсăр тапаканскер, пĕр вăхăтрах савăнма та, кулянма та пултараканскер! Валентина Васильевнăн юррисемпе паллашнă май, акă мĕнле шухăш патне çитсе тухрăм эпĕ. Сăвăç юрăçа мĕнле текст сĕннине кура вăл çавăнтах кăмăл-туйăмне улăштарма вăй-хал çитерет, поэзипе музыка пĕрлешĕвĕн килĕшÿллĕ çыхăнăвне тупса, кĕвĕ-çемĕ янравлăхне пĕр ăна кăна тивĕçлĕ гармонипе пуянлатать. «Трак ен шăпчăкĕ» юрă ирĕклĕ вĕçеве çĕкленсе тухма хатĕрленнĕ вăхăтра харăсах хавасланма та, хавхаланма та, тарăн шухăш авăрне путма та, яш-кĕрĕмĕн пăшăрханăвĕпе салхулăхне сирсе яма та пултарать. Композиторăн чун-чĕри тăван Çĕр-аннемĕрĕн савăнăç-телейне те, хуйхи-суйхине те хăй çине илет, акă мĕншĕн унăн юррисене ентешĕсем хапăлласа йышăнаççĕ.

Пытармастăп: эпĕ ку тарана çитсе те Валентина Рудниковăпа çуммăн ларса ăш пиллĕн калаçман. Ăна унăн поэзири тата музыка искусствинчи пултарулăхĕ урлă кăна пĕлетĕп пулсан та вăл маншăн çав тери çывăх та хаклă çын, мĕншĕн тесен унра хама сăмахсăрах ăнланакан шанчăклă çулташа курса тăратăп мар-и? Çак йĕркесене тĕрлесе Валентина Васильевнăн çăлтăрлă тÿпине çĕнĕ çутăсем хушаймăп. Ун пирки, тĕрĕсрех каласан, унăн тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕ çинчен туллин те витĕмлĕн çыракансем унччен те пулнă. Тата кирлех-ши ăна, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятельне, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреатне, 15 кĕнеке авторне, юрă-кĕвĕрен çав тери аякра тăракан ятсăр сăвăçăн хаклавĕ?..

 

Геннадий Кузнецов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика