АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ

04 марта 2021 г.

Трак енри ял тăрăхĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем Карай, Чатукасси, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсенче иртрĕç. Вĕсен ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов та хутшăнчĕ.

Карай ял тăрăхĕнче иртнĕ çул пурнăç пахалăхне лайăхлатма май паракан чылай ĕç тунă. Акă, Çырмапуçĕнчи Çĕнĕ тата Хĕвел тухăç урамĕсене йĕркене кĕртнĕ, çак тĕллевпе 2,4 млн тенкĕ тăкакланă. Карай, Кÿлхĕрри, Çĕньял, Сурăмхĕрри ялĕсенче 4,5 млн тенкĕлĕх шыв башнисене юсанă, халăха таса шывпа тивĕçтернĕ. Карайри Тĕп урама тирпей-илем кĕртнĕ, Çырмапуçĕнче 168 пин тенкĕлĕх ача-пăча лапамне ĕçе кĕртнĕ.

Кăçал Сурăмхĕрринче Шоссе, Кÿлхĕрринче Пĕве тата Вăрман урамĕсене юсама палăртнă. Ял çыннисем вара район центрне автобус яма, Кÿлхĕрри ялне райпон автолавккине эрнере пĕр кун çÿретме ыйтаççĕ.

***

Чатукасси тăрăхĕнче те пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Типварта ял çыннисене таса шывпа тивĕçтерме май килнĕ, Шăнарпуçĕнче ача-пăча лапамĕ хута янă, Кăнтăр тата Союз урамĕсенчи тăкăрлăка, Чатукассинчи Çĕнĕ урамри шыв пăрăхне, Енĕшкассинчи автомобиль çулне /1,25 млн тенкĕ/, Чатукассинчи, Шăпăрлăварти, Çавалçырмари шыв башнисене /3,5 млн тенкĕ/ юсанă.

Кăçал Пулайкассинче çĕнĕ ФАП çĕклеме, Чатукассинчи шкул чÿречисене улăштарма, «Çĕнтерĕве 40 çул» урамри шыв пăрăхĕсене çĕнетме, Типварти пĕр урама йĕркене кĕртме, Пулайкассинчи Çамрăксен урамĕнче тротуар сарма, Енĕшкассинчи Шкул урамĕнче «Çĕнтерÿ паркне» хывма палăртнă.

***

Иртнĕ çул Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче те япăхах мар ĕçленĕ. Кĕçĕн Шетмĕре ача-пăча лапамĕ хута янă, Пшонкă ялĕнчи масара тирпей-илем кĕртнĕ, Ешкилтре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунă паттăрсене халалласа стела уçнă, Ванюшкассинчи масар çинче тăванĕсене юлашки çула ăсатма пухăннă çынсене сивĕ çанталăкра кĕрсе ăшăнма пÿрт лартнă, Ешкилтре шыв башнине юсаса çĕнетнĕ, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн территорине, Сад урамне йĕркене кĕртнĕ. «Красное Сормово» пĕрлĕхре — 200, Анатолий Игнатьев фермер хуçалăхĕнче 100 пуç вырнаçмалăх витесем хута янă.

 

Юрий Борисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика