04 марта 2021 г.
Газ та кĕртнĕ
Темиçе урама кĕрсе тухнă май Алексеевсен çаврака çурчĕ патĕнче чарăнмасăр пултараймарăмăр. Кил хуçи Валерий Вадимович «Газпром» организацире дефектоскопистра вăй хурать. Декрет отпускĕнчи Любовь Николаевна кĕçĕн тĕпренчĕкĕсене пăхать.
«Малтан ыттисем пекех тăваткал çурт хăпартма, аялта путвал тума палăртнăччĕ. Шыв çиелте тăнăран проекта улăштарма тĕв турăмăр», — калаçу пуçларĕ çемье пуçĕ. Çавăн чухнех çаврака пÿртре çаврака сĕтел хушшине апата ларма ĕмĕтленме пуçланă вăл. Пĕр тăхтамасăр çурт çĕнĕ проектне хатĕрленĕ. Арçын ĕçе пуçăнсан шухăш хăватне ирĕке яни куç кĕрет.
«Çĕр лаптăкне парсанах юлташсем пулăшма пуçларĕç. Çурт хăпартас ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хыврĕ. Çав вăхăтрах строительство организацийĕнче вăй хуракансене тара тытрăмăр», — 5 çул каялла канма пĕлмесĕр ĕçленине куç умне кăларать Валерий Вадимович.
Йышлă çемье электричество пралукĕсем карса çитеричченех çĕнĕ çĕре пурăнма куçнă. «Çурта генераторпа та, газ балонĕпе те ăшăтрăмăр. Кайран, электричество кĕртсен, пурнăç çăмăлланчĕ. Анчах пысăк лаптăка ăшăтнăшăн хулăн укçа кăларса хума тиврĕ. Ку мел те çырлахтармарĕ. Çавăнпах кăмака купаларăмăр. Вутă çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Урăхла каласан, кăмака хутса укçа перекетлерĕмĕр», — кил-йышшăн тем тума та пултарнине çирĕплетет Валерий Алексеев. Нумаях пулмасть вĕсен килне те ырлăх çитнĕ. Ахальтен мар арçын пÿрте газ кĕртнине хавхаланса каласа кăтартрĕ. Халĕ лайăх пурăнмашкăн пĕтĕм услови пур. Пусă чавса пÿрте шыв та кĕртнĕ, канализаци пăрăхĕсене те хунă вĕсем. Арçын çине тăмасăр çак ĕçсене пурнăçлаймăн. «Арăм юратни вăй парать. Çак туйăма эмел хăвачĕпе те танлаштараймăн», — калаçăва сыпăнтарнă май вăрттăнлăха уçать çемье пуçĕ. Унпа епле килĕшмĕн?
Алексеевсен ачисен ячĕсем те хăйне евĕрлĕ. Кира тени хитре илтĕнет. Елисей ятлисене, чăн та, тăтăш тĕл пулаймăн. Ку сăмах уçă нумай сас паллисемпе илĕртнĕ ашшĕ-амăшне. Виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ икĕ ятпа çÿрет: çурални çинчен свидетельствăра — Гордий, чиркÿре — Гордей. Николай çветтуй кунĕнче çуралнă хĕр ачана Николь тесе чĕнеççĕ. Гектор илемлĕ фильмри тĕп сăнар ячĕпе пĕр килет. Çывăх çыннисем пĕр-пĕринпе канашланă чухне ят хушаматпа килĕшсе тăнине шута илнĕ.
Валерий Вадимович нумай ача пăхса çитĕнтерме ĕмĕтленнине пытармасть. Арăмĕпе упăшки хăйсем те йышлă çемьере кун çути курнă.
Повара вĕреннĕ Любовь Николаевна тутлă апат-çимĕç янтăланине палăртмасăр хăвармарĕ арçын. «Ăна пулах ытлашши килограмсем хушăнма пуçларĕç», — шÿтлеме те пĕлет вăл.
Алексеевсен килĕнчи çаврака сĕтел хушшинче хăйсем валли кăна мар, хăнасене вырнаçтармалăх та вырăн çитет. Çаврăнакан ĕмĕтри хатĕр асамлăхпа çыхăннăнах туйăнать.
Çуркунне çитсен улма-çырла йывăçĕсем лартса хăварасшăн вĕсем. Хунавсене ачасем хăйсемех суйлĕç. Кайран çимĕç пама пуçлани ывăл-хĕре савăнăç кÿрĕ.
Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхпа экологи, строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Владимир Долгов каланă тăрăх, кăнтăр-хĕвел тухăç микрорайонта 115 çемьене çĕр виçсе панă. Вĕсенчен 97-шĕ — нумай ачаллисем. Владимир Витальевич çакăнта электричество çитерни çине тÿрех пусăм турĕ. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче газ пăрăхĕсем хума пуçланине палăртрĕ. Шыв кĕртес ыйтăва та çитес вăхăтрах татса парасшăн. Проекта патшалăх экспертизи пăхса тухать. Апла-тăк кăçалах микрорайонта шыв пăрăхĕсем хума пуçлас шанăç пур.
Вăхăт нумай иртĕ-и, сахал-и — тавралăх ача-пăча сассипе тулĕ. Йышлă çемьесемшĕн çак вырăн телей лапамне çаврăнĕ.
Электричествăпа ăшăтаççĕ
Батраковсем Çĕнĕ 2021 çула хăйсем çĕкленĕ çуртра кĕтсе илнĕ. Шыв, газ пăрăхĕсем хуманни те чăрмав пулман вĕсемшĕн. Çаврăнăçуллăскерсем хăйсемех майне тупнă. Çакăнта тĕпленнĕ ытти çемье пекех çăл чавнă. Икĕ хутлă пÿрте электричествăпа ăшăтма палăртнă. Тăкаклă пулнине те шута илмен. Чун хăтлăхне укçапа виçме пулать-и вара?
Людмила Батракова çурт хăпартнă чухнехи йывăрлăхсене аса илет. Техника шырама, шыв турттарма лекнĕ вĕсен. Пур пĕрех шухăшланине пурнăçа кĕрме вăй çитернĕ.
Халĕ пысăк пÿртре пурин валли те вырăн çителĕклĕ. Чечек, пахча çимĕç калчисем парка çитĕнеççĕ. Çĕр ĕçĕпе аппаланма юратакан хĕрарăмшăн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Людмила Анатольевна нумай хваттерлĕ çурт картишĕсенче те чечек ÿстерет. Çуллахи вăхăтра çак илем иртен-çÿрене тыткăнлать. Çав вăхăтрах дачăра ĕçлени савăнăç кÿрет ăна. Çакăнтах сысна, кролик çитĕнтернĕ ĕçчен çемье. Сăмах май, вĕсем çулленех инкубаторпа чĕпĕ кăлараççĕ. Кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕшĕнех уйрăм çуртра пурăнма ĕмĕтленнине калать нумай ача амăшĕ.
Батраковсен çемйи волейболла вылять, турнирсене хастар хутшăнать. Спортпа туслăскерсене малти вырăнсене йышăнни пушшех хавхалантарать.
Шупашкарта çитĕннĕ Людмила Анатольевна ял пурнăçне суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнмен. «Эпĕ мунча кĕме юрататăп. Милĕкпе çапăнсан чун канать. Хамăра ятăн мунча хăпартас тесех дача туянтăмăр. Темĕн тĕрлĕ чечек акрăм. Йăлтах шăтрĕ. «Хĕлĕпе чечек çисе пурăнăпăр-и?» — шÿтлесерех калаçрĕç çывăх çыннăмсем. Кайран, тавралăх асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе витĕнсен, хăйсемех çак илеме куç илмесĕр сăнарĕç», — йăл кулать кил вучахне упракан хĕрарăм.
Ку микрорайонта Батраковсем çурт никĕсне чи малтан хывнине палăртмалла. «Ылтăн ача», — тет виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ пирки амăшĕ. Шăпах вăл çут тĕнчене килсен çемье çĕр лаптăкне, патшалăх ытти пулăшăвне тивĕçнине урăхла епле хаклăн?
Людмила Анатольевна хăйсен çурчĕ патне йышпа çул уçнине каласа кăтартать. Ăмăртмалла ĕçленĕ май юр хыракан трактор килессе куç пек кĕтнине палăртать.
Хальлĕхе — тара илнĕ хваттерте
Красноармейски салинчи кăнтăр-хĕвел тухăç микрорайонти çĕнĕ çуртсем аякранах хитре курăнаççĕ. Хăш-пĕр кил патне çул уçман. Юр хÿсе лартниех çакăнта çын пурăнманнине çирĕплетет. Ахăртнех, шалти ĕçсене вĕçлеймен. Тен, кил хуçисем шыв, газ кĕртессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ?
Виçĕ ачаллă Правдинсем хальлĕхе тара илнĕ хваттерте пурăнаççĕ. Мария Владимировна хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Кил хуçи Алексей Михайлович Мускава ĕçлеме çÿрет. Алла кĕрекен укçапа хăйсен йăвине çавăраççĕ вĕсем. Кăшкарĕ хатĕр. Тăррине витнĕ, кантăк лартнă. Çанталăк ăшăтсан шалти ĕçсене пурнăçлама тытăнĕç. Каллех хĕрÿ тапхăр пуçланĕ.
«Виççĕмĕш пепке çут тĕнчене килсенех, 5 çул каялла, çĕр лаптăкĕ виçсе пачĕç. Çуралнă тăрăхрах тĕпленме шухăш тытнăччĕ, çавăнпах патшалăх тĕревленĕшĕн савăнтăмăр. Çурт хăпартнă чухне федераци тата регион амăшĕн капиталĕн сертификачĕсемпе усă куртăмăр», — чунне уçать Мария Правдина. Йышлă çемье, паллах, çĕнĕ çĕре май пур таран хăвăртрах пурăнма куçасшăн. Килте килĕшÿ хуçалансан ĕмĕт часах çитесси куç кĕрет.
«Вун тăваттăри Виктория кĕçĕннисемшĕн Антонпа Костьăшăн хăйне яваплă туять. Ăна килти ĕçсене шанма пулать», — хăйне пулăшакан çитĕннине çирĕплетет амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсене хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтарнине пытармасть вăл. Виктория ташăпа, ют чĕлхесемпе кăсăкланнишĕн, паллах, ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртет. Антон ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕнче кĕлеткине çирĕплетет. Ача садĕнчи Костя аппăшĕпе пиччĕшĕнчен тĕслĕх илет.
Марина Тумаланова.